Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
4 Октябрӗн 2022, 15:20

Тулли мар мобилизаципе çыхăннă 10 ыйту

Повесткăна кам пама пултарать?Çар комиссариачĕн ĕçченĕсем сахал пулнипе запасри граждансене йыхрав хутне ĕçре çар учетне илсе пыракан ĕçчен, вырăнта пурăнакансене çурт-йĕрпе эксплуатаци управленийĕ пама пултарать. Чи пĕлтерĕшли – повесткăна мăшăрĕн, аппăшĕн тата ачин аллине тыттармалла мар.

Тулли мар мобилизаципе çыхăннă 10 ыйту
Тулли мар мобилизаципе çыхăннă 10 ыйту

Енчен те арçын отпускра е командировкăра пулсан, унăн килне васкаса таврăнма кирлĕ мар. Алла повестка илнĕ хыççăн пĕр-пĕр çĕре каймалла пулса тухсан, сирĕн çар комиссариачĕн призыв комиссийĕн ларăвне çитмелле.
Мобилизацие 2022 çулхи октябрь уйăхĕнче служба вăхăчĕ вĕçленекен салтак лекме пултарать-и?
Пултарать. Анчах ăна службăран хăтармалла, вăл запасра пулмалла.
Хĕсметре пулман арçынсен мĕн тумалла?
Юридици енчен чăрмавсем çук, вĕсене те мобилизацилеме пулать. Пушкăртстанăн çар комиссарĕ Михаил Блажевич каласа панă тăрăх, çакăн йышши çынсене «кăшт та илесшĕн мар». Мĕншĕн тесен çар тĕллевĕсене пурнăçлама яракан çыншăн пĕр уйăха пыракан хатĕрленÿ çителĕклĕ мар. Енчен те çыннăн опыт çук пулсан, анчах вăл хăй ирĕкĕпе контракт алă пусма кăмăл тусан ăна илĕç.
Студентсене çара каярах илме путараççĕ-и?
Патшалăх аслă шкулĕсенче куçăн тата куçăн мар мелпе вĕренекен, пирвайхи хут пĕлÿ илекен студентсене каярах çара илĕç.
«Пирвайхи хут» тени мĕне пĕлтерет? Енчен те каччă университетра бакалавриат программипе вĕренет пулсан, унтан вăл магистратура программине кĕмелли тата каярах çара каймалли правăпа усă курма пултарать. Мĕншĕн тесен çак вĕренÿ шайĕ «пĕрремĕш» шутланать. Енчен те вăл магистратура пĕтернĕ, каллех тепĕр направленипе магистратурăна вĕренме кĕрет пулсан – ку иккĕмĕш пĕлÿ.
РФ Патшалăх Думин наука тата аслă пĕлÿ енĕпе ĕçлекен комитетăн председателĕ Сергей Кабышев пĕлтернĕ тăрăх, аслă шкулсен студенчĕсене, аспиранчĕсене тата ăслăлăх степенĕсене тивĕçнĕ çынсене тулли мар мобилизацирен хăтаракан актсене çывăх вăхăтра пичетлесе кăларĕç.
Тепĕр района, региона е ют çĕршыва кайма юрать-и?
Тулли мар мобилизаци вăхăтĕнче призыв ÿсĕмĕнчи арçынсене чикĕ леш енне е тепĕр региона кайма чармаççĕ.
Кредит каникулĕсене мĕнле йĕркелемелле?
Ятарлă çар операцине хутшăнакансем, унччен маларах ипотека, кредитпа микропарăмсем илнисем, служба тивĕçне пурнăçланă вăхăтра тата +30 кун кредит каникулĕсемпе усă курма пултараççĕ. Çакăн çинчен калакан закона Патшалăх Думи йышăннă. Вăл мобилизацие лекнисене, профессиллĕ çар çыннисене, Наци гвардийĕн паттăрĕсене тата ытти структурăра тăракансене пырса тивет.
Çакна тăвас тесен кредит паракан патне çитсе е почта урлă ятарлă çар операцине хутшăннине çирĕплетекен хутсене тăратмалла. Енчен те кредит каникулĕсемпе усă курас тесе çар тивĕçне пурнăçлаканăн тăванĕсем заявлени çыраççĕ пулсан вĕсен тăванлăха çирĕплетекен хут та пулмалла.
Заявление 10 кун хушшинче пăхса тухĕç. Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ вăхăтра парăма татма кирлĕ мар, çакăншăн штрафсемпе хушма тÿлевсем хурăнмĕç. Анчах парăмпа çыхăннă процентсем малаллах шутланĕç, вĕсене каярах тÿлемелле пулĕ.
Енчен те çар çынни вилсен, пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулса тăрсан вăл е унăн çемье членĕсем илнĕ ипотекăна, кредитсемпе микропарăмсене патшалăх тÿлĕ.
Граждансемпе предприятисенчен тулли приводлă автомобильсемпе ытти техникăна çар валли тытса илĕç-и?
Çук. «Тулли мар мобилизаци çинчен…» калакан Указ çынсене çеç пырса тивет, техника пирки сăмах пымасть.
Сусăр çынна повестка панă пулсан мĕн тумалла?
Сусăр çын (е унăн опекунĕ) çар комиссариатне çитсе инвалид пулнине çирĕплетекен хутсене тăратмалла. Инвалидсене мĕнпе чирленине шута илмесĕр мобилизацилемеççĕ. Çавăн пекех сирĕн тăватă ача е ытти сăлтавсем пулсан тулли мар мобилизацирен хăтаракан хутсене военкомата илсе çитермелле.
Мобилизаци пырса тивнĕ çынсене мĕнле пулăшмалла?
Радий Хабиров хушăвĕпе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕ волонтер штабĕ йĕркеленĕ. Шăпах вĕсем ятарлă çар операцине хутшăннисен çемйисене пулăшĕç: апат-çимĕçсем илсе килсе парĕç, картишне йĕркене кĕртĕç, мĕн те пулин сăрлĕç, ачапа ларĕç. Волонтер штабне, çавăн пекех волонтер пулас тесен 8-800-201-89-03 номерпе шăнкăравлама е сирĕн районти уйрăма çитме пулать.
Пĕлсе тăма
Республикăри чылай хулапа районта мобилизацие лекнисене тĕрлĕ вырăнсене ăсатнă. Вĕсене фронта мар, Пензăпа Саратов, Хусанпа Елань тата Вольск хулисенчи вĕрентÿ центрĕсене тата çар училищисене илсе кайнă. Вĕсенче вĕрентÿпе пурлăх бази лайăх, хăйсен полигонĕсемпе вĕрентÿ класĕсем, тренажерсем пур. Боецсем пĕр уйăх çавăнта пулĕç.
Раççейри Оборона министерстви мобилизацие лекнисен тăванĕсем валли хĕрÿ лини пуçарса янă. Ун тăрăх çар çынни ăçта пулнине пĕлме, çавăн пекех тулли мар мобилизаципе çыхăннă ыйтусене пама пулать. Телефонсем: 8 (800) 100-77-07, 8 (495) 498-43-54, 8 (495) 498-34-46.
ПР «Республика Башкортостан
Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: