Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
12 Октябрӗн 2022, 11:10

Çăмăл промышленность хĕç-пăшаллă вăйсем валли япаласем хатĕрлĕ

Пушкăртстанри çăмăл промышленность кăçалхи 8 уйăхра рынокри сутлăх валли 9,2 млрд тенкĕлĕх тавар туса кăларнă.

Çăмăл промышленность хĕç-пăшаллă вăйсем валли япаласем хатĕрлĕ
Çăмăл промышленность хĕç-пăшаллă вăйсем валли япаласем хатĕрлĕ

Çакăн çинчен регион правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров пĕлтернĕ. Унăн сăмахĕсем тăрăх, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 1,7 млрд тенкĕ нумайрах. Отрасле пулăшу пани хăйĕн тухăçлă çимĕçне тавăрать тесе шутлать правительство ертÿçи.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров 310-мĕш номерлĕ указĕнче 2024 çул тĕлне республикăри çăмăл промышленность сфери туса кăларакан тавар калăпăшне 2 хут ÿстермеллине палăртнă.
«Указа пурнăçа кĕртес ĕçе эпир системăлассинчен пуçларăмăр. Çăмăл промышленность предприятийĕсемпе тĕрлĕ енлĕ ĕçсем туса ирттертĕмĕр, патшалăх пулăшăвĕ парассине татса панă – вĕсем питĕ те кирлĕ, – тенĕ Андрей Назаров. – Юлашки 2 çулта эпир оборудованисемпе материалсем туяннă, тупăш паракан проектсене пурнăçлама тăкакланă укçа-тенке тавăрса пама 305 млн тенкĕ субсиди уйăрнă. Кăçал тата 180 млн тенкĕ пулăшу пама палăртнă.
Пушкăртстанри Промышленность аталанăвĕн фончĕ компанисене 40 миллиона çити çăмăллăхпа усă курса, çулталăка 1-2 процент, кивçен укçа уйăрса парать. Эпир асăннă фонда патшалăх оборона заказĕсене пурнăçлакан предприятисене кредит памалли çĕнĕ программа хатĕрлеме хушрăмăр.
Республикăра çăмăл промышленность кластерне никĕслес ĕç пуçланнă. Çак ĕçе Раççейри Кластерсемпе технопарксен ассоциацийĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Кластер çак сферăна аталантарас пулăмра чи пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ тапхăр пулса тăрĕ.
Çăмăл промышленность патшалăхăн чылай тĕллевĕсене пурнăçлас ĕçре хастарлăхпа палăрать. Сăмахран, тулли мар мобилизаци условийĕсенче, республикăри сахал мар предприяти профильсене улăштарса, çар экипировкисем туса кăларма хирĕç мар. «Искож» компани çар аптечкисем хатĕрлеме пуçлать, «Спецтурснаряжение» тулли мар яваплă общество (ООО) çывăрмалли ăшă михĕсем çĕлессине пуçарса янă.
Республикăри «Уралпром-Маркет» уйăх вĕçĕнче, октябрĕн 25-мĕшĕнче, хăй туса кăларнă форма тумтирне презентацилеме Мускава каять. Эпир çарта уйрăм тата йышпа усă куракан нумай япаласене паянхи кун ыйтнă пек туса кăларассине йĕркелеме пултаратпăр».
Юрий СНЕГОПАД.

Çăмăл промышленность хĕç-пăшаллă вăйсем валли япаласем хатĕрлĕ
Çăмăл промышленность хĕç-пăшаллă вăйсем валли япаласем хатĕрлĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: