Мĕн пулса иртнĕ?
Владимир Путин çĕршывăн Хăрушсăрлăх канашĕн ларăвне ирттернĕ. Унта вăл Раççей йышне кĕнĕ регионсенче, Донецк тата Луганск Халăх Республикисенче, Херсон тата Запорожье облаçĕсенче, вăрçă йĕркине вăя кĕртме йышăннине пĕлтернĕ. Чикĕ çывăхĕнчи районсенче – Украинăпа тата çĕнĕ территорисемпе чикĕллĕ Крымра, Севастопольте, Краснодар крайĕнче, Белгород, Брянск, Воронеж, Курск, Ростов облаçĕсенче - «вăтам шайри туйăм» («средний уровень реагирования»), ытти регионсенче, çав шутра Пушкăртстанра та, «хатĕрленĕвĕн пуçламăш режимне» («уровень базовой готовности») çирĕплетнĕ.
Çакă мĕне пĕлтерет?
«Хатĕрленĕвĕн пуçламăш режимĕ» республикăра пурăнакансен кулленхи пурнăçне чарусем кĕртмелли мерăсем йышăнассине пĕлтермест. Пирĕн регионта комендант сехечĕ те йышăнмĕç, çар валли тесе çынсенчен япаласем те туртса илмĕç, районсемпе регионсем хушшинчи чикĕсене хупмĕç. Хушăва пурнăçласа вырăнти заводсене, транспортсене, энергетика предприятийĕсене, çар объекчĕсене сыхлассине вăйлатĕç, тулли мар мобилизаци вăхăтĕнчи пек ăнланманлăхсемпе тĕл пулмасса нормăпа право акчĕсене йĕркене кĕртĕç.
Мерăсен списокне, вĕсен срокĕсене, уйрăмлăхĕсемпе йĕркисене республика пуçлăхĕ хăй тĕллĕн, «лару-тăрăва тата сиксе тухакан хăрушлăхсене» шута илсе йышăнать. Çак тĕллевпе Радий Хабиров республикăра оперативлă штаб йĕркеленĕ. Ăна вăл хăй ертсе пырать, унта оперативлă службăсемпе вăй структуринче, министерствăсемпе ведомствăсенче, регионти организацисенче ĕçлекенсем кĕнĕ.
- Ку – пысăк яваплăх. Указпа килĕшÿллĕн тĕп тĕллев - регионсен ертÿçисене васкавлă йышăнусем тума май парасси. Тепĕр тĕп пусăм - республикăри ертÿçĕсен командисен, муниципаллă пĕрлĕхсемпе федераллă структурăсен вырăнти органĕсен ĕçĕсене килĕштересси. Çакă ĕçе кирлĕ пек йĕркелеме май парать. Пирĕн ун пек опыт пур. Кăшăлвирус инфекцийĕпе кĕрешнĕ чух президент регион ертÿçисен полномочийĕсем тĕлĕшĕпе çавăн майлăрах йышăнусем тăватчĕ, - ăнлантарса панă Радий Хабиров.
Пĕрремĕш йышăнусене штаб çывăх вăхăтрах тăвĕ, эпир ун пирки пĕлтерĕпĕр.
Çĕршыв чиккисене хупаççĕ-и?
Çук хупмаççĕ. Кремль официаллă майпа пĕлтернĕ тăрăх, тăватă регионта вăрçă йĕркине вăя кĕртме йышăннипе чикĕсене хупмаççĕ. Регионсем тăрăх пĕр хăрамасăр çÿреме тата вĕçме пулать. Çав шутра курорт вырăнĕсене те. Краснодар крайĕн губернаторĕ Вениамин Кондратьев асăннă регионта мĕнле те пулсан чарусем кĕртме сăлтавсем çуккине палăртнă. Крым пуçлăхĕн советникĕ Крыма кĕме те, тухма та юранине пĕлтернĕ.
Çав вăхăтра
Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршывăн Хăрушсăрлăх канашĕн ларăвĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан е мобилизацине лекнĕ çынсене уйăхсерен тÿленекен укçа-тенкĕ виçи 195 пин тенкĕрен кая мар пулмаллине палăртнă.
- Юлашки вăхăтра тулли мар мобилизацие лекнĕ çар çыннисене укçа-тенкĕ тÿлевĕпе тивĕçтерессипе йывăрлăхсем сиксе тухни паллă. Паян эпĕ тÿлевсен срокне тата хисепне палăртакан хушăва алă пусрăм. Пĕр уйăхшăн 195 пин тухмалла, - тенĕ çĕршыв пуçлăхĕ.
Патшалăх пуçлăхĕн сăмахĕсем тăрăх, çак пулăм çар çыннисем хатĕрленÿпе вĕренÿ тапхăрĕ иртнĕ чухне те пурнăçланмалла.
Республикăри çар комиссарĕ Михаил Блажевич «Business FM Уфа» радиора интервью панă чух Пушкăртстанра мобилизаци октябрь уйăхĕн 28-мĕшĕччен вĕçленет тесе пĕлтернĕ. Республика лартнă плана пурнăçа кĕртет те çар службине урăх пĕр çынна та ямасть. Планран ытлашши илсен çынсене тумлантарма та, çитерме те, ĕç укçи тÿлеме те май пулмасть.
Мобилизацие лекнисене мĕнле пулăшаççĕ?
Маларах Радий Хабиров мобилизацие лекнĕ е хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнакан арçынсен çемйисене пулăшмалли вăтăр хушма мера йышăннине пĕлтернĕччĕ. Вĕсен шутне пĕр машинăшăн транспорт налогĕ тÿлеме 100 % таран çăмăллăх парасси, ача садне çÿреме черетсĕр путевкăсемпе тивĕçтересси тата ача сачĕшĕн тÿлеврен хăтарасси, виçĕ çулчченхи ачасене «Сĕт кухнинчи» ятарлă апат-çимĕçпе тивĕçтересси, тÿлевсĕр кружоксем, шкулти вăрăмлатнă кунсем, шкул ачисене, 11 класс таран, тата техникумсемпе колледжсен, училищĕсен студенчĕсене тÿлевсĕр вĕри апатпа апатлантарасси, ачасене çуллахи тата çулталăкĕпех ĕçлекен лагерьсене путевкăсем парасси, вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех патшалăх транспорчĕпе тÿлевсĕр çÿресси кĕреççĕ. Çавăн пекех çăмăллăхсен шутĕнче «Жилстройсбережения» программа условийĕсене çăмăллатасси: укçа-тенке кирек хăш вăхăтра та, кирлĕ чухлĕ, хывма, программăна хутшăнма пăрахмасăр уйăхсерен тÿлемелли взноса чарма пулать. Пушкăртстанри Çурт-йĕр строительствин аталану фондĕнче пасар хакĕнчен йÿнерех хакпа хваттер туянма май парать. Ятарлă çар операцине хутшăннисен ватă тата инвалидлăх пур членĕсене, çемье йышне тата таххут шайне пăхмасăр социаллă ĕçчен çăмăллăхĕсемпе (çурма стационар майлă), пулăшу кирлисем - ятарлă организацисенче çăмăллăхсем илме пултарĕç. Çавăн пекех хăйсен ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăннисемпе мобилизацие лекнисене юридици тата укçа-тенкĕ ыйтăвĕсемпе тÿлевсĕр консультаци, психологиллĕ пулăшу, уйрăм йĕркепе ĕçе вырнаçма пулăшĕç. Асăннă мерăсем ноябрь уйăхĕнчен вăя кĕрĕç.
ПР «Республика Башкортостан»
Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.