Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
15 Ноябрӗн 2022, 13:00

Хамăрăннисене пăрахмастпăр

Пулса иртнĕ те пулас историе тишкерсе пынă май çакна асăрхама пулать: кашни тапхăр хăйне евĕрлĕ пуçланать, тăсăлать те вĕçленет. Çапах кашни тапхăрăн хăйĕн паллипе пĕрле тĕп шухăшне палăртакан сăмах е сăмахсем – девиз – пур. Çав самантра пурăнакан халăхсем, ăна пăхăнса, ялав евĕр çĕклесе, хăйĕн тĕллевĕ патне утаççĕ.

Хамăрăннисене пăрахмастпăр
Хамăрăннисене пăрахмастпăр

Тĕслĕхрен, паянхи куна илер. Раççей ятарлă операци пуçарса ярсанах эпир, унăн хастар çыннисем, паллах, хăш-пĕр операцие чун-чĕререн йышăнман шанчăксăр çынсене шута илмесессĕн, «Z» сас палли тавра пуçтарăнтăмăр. Вырăсла «за» сăмаха никĕсе хурса, Аслă çар пуçĕ, генеральнăй штаб тата çапăçăва хутшăннă салтак-офицерсемпе пĕр шухăшлă, Донецк та Луганск республикисенче пурăнакан халăхсен хутне кĕме пулнине кăтартрăмăр. Çак хĕрÿ вăхăтра пирĕн тĕп шухăша та тĕллеве палăртакан сăмахсем çуралчĕç те ĕнтĕ: «Хамăрăннисене пăрахмастпăр!».
Шутласан, чăнах та, юлашки сакăр çул çĕнĕ нацистсен тытăмĕн пусмăрĕнче асапланнă, Раççей енне шанăçпа, вăл çеç хăтарма пултарасса ĕненсе, пăхса пурăннă çав республикăри халăхсем. Шухăш-туйăмĕсемпе, чĕлхипе, культурипе пирĕн пулса тăчĕç те ĕнтĕ. Çавăнпа вĕсене пулăшма вара пирĕн, Раççей патшалăхĕнче пурăнакан тĕрлĕ халăхсемшĕн, сăваплă тивĕçлĕх.
Кашни вăрçăра хире-хирĕç тăраканнисемпе тан ырă – усала, чăнлăх – ултава хирĕç кĕрешет, çĕнтерме тăрăшать.
Халĕ пыракан ятарлă операцире те çак тăватă туйăм вăй виçет. Хăшĕ хăш енче пулнине вара пĕрре пăхсах ăнкарса илме пулать: пирĕннисем ырăпа чăнлăха хÿтĕлеççĕ пулсан, хĕвел анăç, НАТО çăлтăрĕ айне кĕпĕр! тăрса, усалпа ултава çиеле кăларма хăтланаççĕ кăна мар, вĕсене пĕтĕм тĕнчипе, тырă евĕр, акса ÿстерме тăрăшаççĕ. Тата кирек мĕнле çапăçу та тĕрĕслĕхшĕн тăракансемшĕн инкек – çухату, куççуль, юн та вут илсе килет пулсассăн, суя енне тытакансемшĕн услам – укçа та хĕç-пăшалпа суту-илÿ – парать. Çапла, вăрçă кама макăртать, кама савăнтарать, вырăсла калас пулсан, «кому война, кому – мать родная» пулса тухать. Эпир тĕрĕс ĕçшĕн вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă салтаксене те мирлĕ çынсене асăнса хÿхлесе йĕретпĕр пулсан, хĕвел анăç эшкерĕсем – чул чĕресем! – хăйсен енче мĕн чухлĕ салтак вилнине те асăрхасшăн мар. Пирĕн енчи çухатусем вĕсене савăнтараççĕ; пире, пирĕн майлă шухăшлакан, пирĕн пек пурăнас текенсене чун-чĕререн кураймаççĕ кăна мар, тÿррĕн вилĕм тĕллеççĕ, хуçалăха – çука юлма.
Акă мĕн калать Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсен президенчĕ пулнă Джордж Буш-кĕçĕнни: «Украинăра хĕвел анăç тĕнчипе вырăссен хушшинче вăрçă пырать. Сирĕн (украинецсен) тĕллев – мĕнле пулсан та вырăс çарĕсене ытларах тĕп тăвасси».
Ку вĕт, ăнланмалла, пирĕн девиза хирĕç тăшмансем тăратнă девиз. Апла, пирĕн те, мĕнле пулсан та, ума лартнă тĕллеве пурнăçламалла, унсăрăн малашне пире питĕ йывăр килĕ. Мĕншĕн тесен, каламасăрах паллă, Раççее, унăн туслă çемйинчи халăхсене пĕтерес шухăшпа, иртнĕ Аслă вăрçăри евĕр, пĕтĕм Европа кар! тăчĕ. Вăт çакă тарăхтарать: хăçан-тăр вăрçă хыççăн социализм лагерĕнче Совет Союзĕн аркки айĕнче нушана пĕлмесĕр саркаланса та рехетленсе пурăннă çĕршывсем халĕ экономикăллă чарусене – санкцисене – хутшăнни кăна сахал – Раççее хирĕç хĕç-пăшалпа çĕкленме те хатĕр! Кĕççе çĕленĕ питсем!
Вашингтонăн хăтланăвĕсем тата та çăткăнрах. Унăн паянхи тулаш политикин тĕллевĕ – Евразине алла илесси те пуç пулса тăрасси. Юрĕ-ха, пирĕн хĕç-пăшал çĕнни те хăрушши – çавă шиклентерсе тăрать вĕсене. Эхер те начар пулнă пулсан, тахçанах сиксе ÿкнĕ пулĕччĕç пирĕн çине кĕпĕрленсе. Ку ĕçре пур май та юрăхлă – хĕç-пăшалпа хăратни те, чăмăрпа юнани те, тĕнче тăрăх курайманлăх сарни те тата ытти те. Кунашкал хăтланусенче ултав та тĕп кăралсенчен (вооружение) пĕри шутланать.
Еврокомиссийĕн пуçлăхĕ Урсула фон дер Лайен куçне хупмасăр улталать: «Эпир Украинăна демократие те ирĕклĕхе хÿтĕлес сăлтавпа пулăшатпăр».
Юптарать Жозеп Боррель, ЕСри урăх çĕршывсемпе ĕçлекен Аслă представитель: «Украинăн пÿлмисене çĕнĕ тырă хурас тесен, пушатас пулать вĕсене».
Украина президенчĕн кантурĕн пуçлăхне канаш е ăс паракан Алексей Арестович, вĕсемпе танлаштарсан, çынсене шăвăç чуманпах лартса ярать: «Пирĕн пур çĕрте те улталамалла. Ку вăрçăра вара, ĕçсем ăнса пыччăр тесен, квадратлă улталамалла».
Ултав вĕсен лозунгĕ пулса тăрать. Анчах, ултавăн ури хуçăк, тенĕ авалхисем. Çавăнпа та çĕр çинче халăхсемшĕн тĕрев пулса тăракан Раççей пур чухне вĕсен ĕмĕчĕ – пурнăçа кĕме пултарайман шанчăксăр ĕç.
Пирĕн вара, вĕсене пăхнă хушăра, тĕллев те, девиз та, лозунг та, хаклăх е пахалăх та урăхла. Çавсемшĕн пирĕн салтаксемпе офицерсем пурнăçĕсене хĕрхенмесĕр паттăррăн çапăçаççĕ, çĕнтерÿсем тăваççĕ, ДХРпа ЛХР, Херсонпа Запорожье облаçĕсенчи çынсене пулăшаççĕ. Халĕ вĕсем те пирĕн çĕршыв гражданĕсемех.
Пирĕн, ятарлă операцие хутшăннă çынсен, пĕр тĕллев – нацизма (çĕнĕ фашизма) – тĕпĕ-йĕрĕпе кăкласси те Украинăна хĕç-пăшалсăрлатасси. Çавăнпа пирĕн ĕç – тĕрĕслĕх енче.
Çав пархатарлă ĕçре эпир хамăрăннисене пăрахмастпăр!
Василий АНТОНОВ, çыравçă.
Иглин районĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: