Чăнах та ĕнтĕ, 1989-2010-2021 çулсенчи çыравсене тишкерсен, Раççейре 1989 çулта чăвашсен шучĕ 1 млн та 773,6 пин, 2010 çулта 1 млн та 435,9 пин пулнă пулсан, хальхи çыравра 1 млн та 67,1 пин кăна тăрса юлнă. Урăхла каласан, чăвашсен шучĕ çыравран-çырава чакса пынине куратпăр. Юлашки çыраври цифрăсемпе тавлашса та, вĕсене пĕтĕмпе шанмасса та пулĕ-ха. Мĕншĕн тесен, ку çырав ковид пандемийĕ вăхăтĕнче иртрĕ. Çыравçăсем кашни киле кĕрсе çÿреймен, паллах. Сăмахран, хулара тата пирĕн районта пурăнакан чăвашсенчен ыйткаларăм та, чылайăшĕ вĕсен патне çыравçăсем пыманни çинчен пĕлтерчĕç. Вĕсене кайран мĕнле халăх çынни тесе кăтартнине эпир, паллах, пĕлместпĕр, çакăн çинчен тавçăрса илме çеç пултаратпăр. Çитменнине, çĕршывĕпе илсен, çыравра 16 миллион ытла çын хăйсем мĕнле халăх çынни пулнине кăтартман та иккен. Унсăр пуçне халăх хушшинче «1989 çулхи çырав çеç объективлă пулнă, юлашки икĕ çырава шанма çук» текенсем те пур. Анчах чăвашсен шучĕ пĕтĕмпе илсен чылай чакнипе, пурпĕрех тавлашаймастăн. Ку - факт.
Раççейри пĕтĕм тата уйрăм халăхсен шучĕн динамикине пăхсан, çĕршывра 1989 çултан пуçласа, халăх шучĕ питех чакман та иккен: мĕнле пулнă, халĕ те çаплах. Анчах вырăссемпе ытти славян халăхĕсен, Атăлçи халăхĕсен, çав шутра тутарсен те, тата нимĕçсен, комисен шучĕ самай чакнă. Кавказ халăхĕсен, пушкăртсен, бурятсен, якутсен шучĕсем вара ÿснĕ. Сăмахран, чеченсем шутпа, пушкăртсемпе чăвашсене хăваласа çитсе иртсе кайнă, çĕршывĕпе виççĕмĕш вырăна тухнă. Эпир пушкăртсем хыççăн пиллĕкмĕш вырăн йышăнатпăр. Анчах пирĕн хыçра çултан-çул шутпа вăйлă ÿсекен аварсем пиртен иртсе каяс пек тăраççĕ. Йышлăланнă халăхсен шучĕ эпĕ малтан асăннă халăхсен чакнă шутне компенсаци парать те ĕнтĕ. Çавăнпа 1989 çулпа танлаштарсан çĕршывра халăх шучĕ питех чакман.
Вырăс халăхĕн чакнă шутне унчченхи совет республикисенчен куçса килнĕ вырăссен шучĕ сахаллатать, паллах. Тата Атăлçи халăх çыннисенчен нумайăшĕ хăйсене çыравра вырăс пек кăтартманни çапла тăвать. Анчах, пурпĕрех, 1989 çултанпа çĕршывра вырăссен шучĕ 9 миллиона яхăн чакни хăйĕн çинчен калатех ĕнтĕ. Пирĕн, чăвашсен, вырăс халăхĕн шутне ÿстерекен асăннă факторсем çук. Тата Атăлçи халăхĕсемпе славян халăхĕсен шучĕсем сахалланнин тепĕр сăлтавĕ – вĕсем сахал ача çуратнинче паллах. Чăнах та, эпир чăвашсем, Кавказ халăхĕсемпе танлаштарсан, хальхи вăхăтра сахал ача çурататпăр. Анчах та ман шутпа, нумай чăваш хăйне çыравра чăваш пек кăтартманни халăх шутне ача сахал çуратнинчен те вăйлăрах чакарать. Ку пирĕн халăхшăн чăн-чăн чир пулса тăрать. Тутарсем хăйсене çыравра вырăс пек кăтартмаççĕ, çавăнпа вĕсен шучĕ чăвашсенчен сахалрах чакнă. Пушкăртсем те апла тумаççĕ, çавăнпа вĕсен шучĕ сахалланман. Кавказ халăхĕсем хăйсене вырăс пек палăртманни çинчен каламалли те çук. Çавăнпа вĕсен шучĕсем ÿснĕ.
Ансат кăна шутласан паянхи кун, сăмахран, чăвашсем те, тутарсем те хальхи вăхăтра пĕр пек шайра сахал ача çуратаççĕ тейĕпĕр. Çавна пула чăвашсемпе тутарсен шучĕ, 2010 çулпа танлаштарсан, пĕр шайра сахалланмалла пек ĕнтĕ. Чăннипе вара, чăвашсем шутпа 25 процента, тутарсем 11 процента çеç сахалланнă-çке! Чăвашсем тутарсенчен шутпа 14% нумайрах чакнă. Сăлтавĕ мĕнре? Каламасăрах паллă: тутарсем хăйсене çыравра тутар пек кăтартнă вăхăтра чăвашсен 14 проценчĕ хăйсене çыравра урăх наци титулне илнинче. Вĕсем хăйсене урăх халăх çынни пек кăтартни чăваш халăхĕн шутне çĕршер пин таранах чакарнă. Сахалтан та, икçĕр пине сахаллатнă çак чăвашсем пирĕн халăхăн шутне! Намăс! Малалла мĕн курмалла?
Анчах кăмăла хытарса çакна та каласа хăварасшăн. Каялла чакрăмăр пулсан та шанăçа çухатмалла мар пирĕн. Çак 14 процента кĕмен чăвашсем çыравра пурпĕрех чăваш тесе кăтартнă-çке. Апла пулсан пĕтмен-ха эпир. Пирĕн ачасем çитĕнеççĕ. Вĕсене, çак çыраври йÿçĕ урока шута илсе, малашне тĕрĕс воспитани памалла. Ăçталла çил вĕрет, çавăнталла хирпе кусса çÿрекен утмăл турат пек, е вырăсла каласан «перекати-поле» пек ан пулччăр вĕсем. Эпир вĕсене хулара е ялта пурăнсан та тăван халăха юратса хисеплеме вĕрентмелле. Хулара тесе ахаль мар каларăм. Хальхи вăхăтра чăвашсенчен ытларахăшĕ хулара пурăнаççĕ. Вăхăчĕ çавăн пек. Эпир пурте ялтисем те, хуларисем те чăваш пуçлă пулсан, чунпа шĕвелмесен, чăваш халăхĕ малалла та пурăнĕ. Çапла пултăр!
Аркадий РУСАКОВ,
çыравçă, таврапĕлÿçĕ.
Федоровка районĕ.