Унта çар комиссариачĕн ĕçченĕсемпе волонтерсен вăйĕпе дежурство йĕркеленĕ. Вĕсем кирек епле ыйту çине те – çар ретне тăмалли йĕрке, суйлав условийĕсем, кирлĕ документсемпе çар ретне хăй ирĕкĕпе тăракансене тивĕçлĕ тÿлевсемпе çăмăллăхсем парасси – тĕплĕн хурав пама хатĕр. Эпир сире патшалăх профессиллĕ çар çыннисене пама тивĕç тĕп тÿлевсем, çăмăллăхсемпе компенсацисемпе паллаштарасшăн.
Кам контрактник пулма пултарать?
Контракт тăрăх çар службине запасри, аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ 60 çулчченхи арçынсене (сайра тĕл пулакан специальноçсемпе уйрăм тĕслĕхсемшĕн – 65 çулччен) илеççĕ.
Çар ретне тăмалли йĕрке
– Кирлĕ документсене суйлав пунктне е çар комиссариатне памалла.
– Психологпа калаçмалла.
– Медицина тĕрĕслевĕ иртмелле.
– Предписани илсе служба вырăнне çитмелле.
– Çар чаçĕнче килĕшÿ тумалла.
Мĕнле документсем кирлĕ?
9х12 сăн ÿкерчĕк – 1 шт, 3х4 сăн ÿкерчĕк – 4 шт.;
Икĕ экземплярпа (алăпа çырни тата пичетлени) автобиографи;
Пĕлÿ илнине çирĕплетекен документсен копийĕсем;
Ĕç вырăнĕнчен служба характеристики;
Çуралнине çирĕплетекен свидетельствăн копийĕ;
Мăшăрланнине, уйрăлнине тата ачисем çуралнине çирĕплетекен свидетельствăсен копийĕсем;
Участковăйран илнĕ характеристика;
Паспорт копийĕ – çырнисем пур страницăсен копийĕсем;
Çар билечĕн копийĕ – çырнисем пур страницăсен копийĕсем;
Ĕç кĕнекин копийĕ – çырнисем пур страницăсен копийĕсем;
ИНН (налук тÿлекенĕн харпăр номерĕ) копийĕ;
Банк карттин реквизичĕсем («Мир» системăн).
Ятарлă çар операцине хутшăнакансен тÿлевĕсем
Ятарлă çар операцин участникĕсене паракан пĕтĕмĕшле хисеп – 240 пин тенкĕ. Ун шутне 33 пин тенкĕ укçапа тивĕçтерни, талăк пуçне паракан 4 240 тенкĕ, çар должноçĕпе килĕшÿллĕн уйăх пуçне паракан икĕ оклад (40-70 пин) кĕреççĕ.
Пĕр çултан пуçласа тата та ытларах вăхăта контракт тунăшăн 195 пин тенкĕлĕх пĕр хутчен парăнакан тÿлевпе тивĕçтереççĕ.
Уйрăм çитĕнÿсемшĕн хушма тÿлевсем пама тивĕçлĕ.
Тапăнăва (наступление) кĕнĕ чух кашни талăк пуçне – 8 000 пин;
Штурмлакансен отрячĕ йышĕнче малалла кайнă кашни çухрăмшăн – 50 000 пин;
Leopard, Abrams, Challenger танксене тата HIMARS ĕçе хускатакан установкăна ярса илнишĕн – 1 млн тенкĕ;
Leopard, Abrams, Challenger танксене тĕп тунăшăн – 500 пин тенкĕ;
HIMARS, «Точка-У» ĕçе хускатакан установкăсене тĕп тунăшăн – 300 пин тенкĕ;
Вертолета тĕп тунăшăн – 200 пин тенкĕ;
Танка тĕп тунăшăн – 100 пин тенкĕ;
Ытти çар техникине тĕп тунăшăн – 50 пин тенкĕ;
Аманнăшăн (контузи, суран, сусăра тухни) пĕр хутчен парăнакан тÿлев – 3 млн тенкĕ;
Вилес пулсан çемйисене парăнакан страхлав тÿлевĕ – 14 млн ытла (Оборона министерствинчен –12,4 млн тенкĕ, Пушкăртстан пĕр хутчен паракан пулăшу тÿлевĕ – 2 млн тенкĕ).
Мĕнле çăмăллăхсемпе гаранти параççĕ
– 20 çул службăра пулнă хыççăн пенсие кайма ирĕк пур.
– Çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннисен статусне параççĕ тата çăмăллăхсемпе тивĕçтереççĕ (хăш-пĕр налогсенчен хăтараççĕ, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тÿлевĕсемшĕн çăмăллăхсем пулĕç, кирлĕ вăхăтра отпуска кайма тата ыт.те).
– Çарпа медицина учрежденийĕсенче тÿлевсĕр тĕрĕслев иртесси, сипленесси, реабилитаци иртесси.
– Эмелсемпе тÿлевсĕр тивĕçтересси.
– Кирлĕ япаласемпе тата тумтирпе тивĕçтересси.
– Виçĕ хутчен тÿлевсĕр апат çитересси.
– Çур çулта пĕрре тÿлевлĕ отпуска ярасси.
– Федераллă хысна шучĕпе пурнăçа тата сывлăха страхласси.
– Кредит тата налог каникулĕсем;
– Çар çыннисен ачисене аслă шкулсенче вĕрентме тÿлевсĕр вырăнсемпе тивĕçтересси.
– Ачасене çуллахи сывату лагерĕсенче тÿлевсĕр кантарасси.
– Аманас е вилес пулсассăн страхлав тÿлевĕсемпе тивĕçтересси.
– Реабилитаципе тата адаптаципе çыхăннă социаллă программа (ĕç тупса парасси тата çурт-йĕрпе тивĕçтересси).
– Раççей Оборона министерствин шучĕпе ипотека системи урлă харпăр çурт-йĕрпе е хваттерпе тивĕçтересси.
– Служба çурт-йĕрĕпе тивĕçтересси тата хваттер тара тытнăшăн пулăшу укçи парасси.
Ыйтусем юлнă пулсан
Ыйтса пĕлмелли пĕрлĕхлĕ номер 117.
Лару-тăру центрĕ – 122 е 8 (347) 218-19-19.ПР Çар комиссариачĕн суйлав пункчĕ: Ĕпхÿ хули, Революционная урам, 156-мĕш çурт, 8 (347) 248-29-31.
«Мои документы» нумай функциллĕ центрăн чи çывăх офисĕ.
Контракт мелĕпе тата ятарлă çар операцине хутшăннисемпе вĕсен çемйисене пулăшу парасси пирки калакан информаципе Башбат.рф сайтра, t.me/contractRBBot тата t.me/MPodderzhkiBashkortostanBot Телеграм мессенджерта вуласа пĕлме пулать.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.