Хальхи вăхăтра салтаксем çар ĕçне вĕренеççĕ. Çĕршыва ентешĕсемпе пĕрле хÿтĕлес текенсен шучĕ чакманнине кура республикăра хальхи вăхăтра тепĕр батальон йĕркелеме пуçланă. Çак ĕçре Пушкăртстанра пурăнакансене хăй ирĕклĕ батальонсем йĕркелемелли тĕп обществăлла штабăн ĕçченĕсем пулăшĕç.
– Пушкăртстанра пурăнакансенчен нумайăшĕ – çамрăксем те, аслă ÿсĕмрисем те – батальона çырăнас шутпа штаба килеççĕ. Çитменнине хастарлăх Ĕпхÿре çеç мар, штабăн республикăри муниципалитечĕсен филиалĕсенче те палăрать. Арçынсене кирлĕ пек информаци пулăшăвĕ паратпăр: батальон ретне епле çырăнмалли, мĕнле документсем хатĕрлемелли, ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисем илме тивĕç патшалăх тÿлевĕсем çинчен каласа паратпăр, – тет çĕнĕ подразделенисем йĕркелессипе ĕçлекен Ильдар Зайнетдин координатор.
Ун сăмахĕсем тăрăх, ентешĕсемпе пĕрле ятарлă çар операцине хутшăнас шухăшлисенчен нумайăшĕ республика айккинче тăрса юлмассине, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме кайнисене пурне те пулăшма хатĕр пулнине пĕлтереççĕ. Пушкăртстан хăй ирĕкĕпе çар ретне тăракансене те, контракт тăрăх служба иртекенсене те мĕн кирлипе пĕтĕмпех, тумтир, типĕ паексем техника таран тивĕçтерет, ятарлă çар техники те парать.
Республикăра йĕркеленнĕ тата Пушкăртстанри паттăрсен ячĕпе хисепленекен хăй ирĕклĕ отрядсене контракта алă пуснă хыççăн федераллă законодательство хушăвĕпе килĕшÿллĕн паракан тÿлевсемсĕр пуçне регионти тÿлевсемпе (пĕр куншăн 2 пин тенкĕ тата кашни çур çулта пĕр хутчен 200-шер пин тенкĕ) тивĕçтерĕç. Çавăн пекех республика шучĕпе экипировкăн тулли комплектне те парĕç.
Унсăр пуçне республика контракта алă пуснисем ятарлă çар операцийĕн зонинче служба иртнĕ вăхăтра вĕсен çемйисене пулăшса тăрассине хăй çине илнĕ. ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕрремĕш кунтанах пĕр ыйту та, проблема та тимлĕхсĕр юлмассине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра республикăра ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене пулăшмалли 30 ытла мера ĕçлет. Çакă та арçынсене батальон ретне тăмалли е контрактпа служба иртмелли лайăх хавхалантару шутланать. Вĕсем хăйсен çемйисем пулăшусăр тăрса юлмассине пĕлеççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.