Вăл çĕнĕ ведомство та, организаци те мар. Комисси йышне тĕрлĕ ведомствăсен представителĕсем кĕнĕ. Çакă йывăр ыйтусене хăвăртрах та тухăçлăрах татса пама пулăшать. Çапла çĕр айĕнчи пурлăхпа усă курмалли ĕç-хĕлпе çыхăннă ыйтăва татса парассипе тата çĕр айĕнчи пурлăхпа усă курмалли право йĕркине пăснăшăн явап тыттарассипе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи комисси йышне паха чулсем кăларакан территорисенче вырнаçнă ял Канашĕсен, районсенчи администраци представителĕсем, Çĕр айĕнчи пурлăхпа усă курмалли ĕç-хĕлпе çыхăннă федераллă агентствăпа (Роснедр) Раççейри çут çанталăк надзорĕн (Росприроднадзор) тата тĕрĕслекен ытти структурăсен, прокуратурăпа Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсем, çĕр айĕнчи пуянлăха кăларакан предприятисен ертÿçисем кĕнĕ.
Кăтартусем мĕнлерех?
Икĕ çул хушшинче республикăра çĕр айĕнчи пуянлăха ирĕклĕ майпа кăларассине тĕп тунă. Сăмахран, 70 предприятирен вун виççĕшĕнчен лицензи туртса илнĕ. Вĕсем халăх каланине пачах та илтмен, варварла майпа укçа тунă. Сăмах май çакна та ăнлантарса хăвармалла: ылтăн кăларма ирĕк паракан лицензине Роснедр ведомстви парать. Ăна каялла туртса илес тесен комиссин Мускав хулинче асăннă предприятисем лицензи ыйтнине тата çут çанталăка сыхламалли закона сĕмсĕррĕн пăснине çирĕплетсе памалла. Уйрăмах пуçтахланакансен тĕлĕшĕпе пилĕк уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсем саккунпа килĕшÿллĕн явап тытĕç. Ылтăн кăларакан ытти предприятисем Урал леш енчи пушкăрт çут çанталăкне сиен кÿнĕшĕн суд урлă республика бюджетне 35 миллард тенкĕ тÿлĕç.
ПР Правительствин вице-премьерĕ – финанс министрĕ Лира Игтисамова пĕлтернĕ тăрăх, çĕр айĕнчи пурлăха кăларакан компанисем бюджета 2023 çулшăн, унчченхи çулпа танлаштарсан, 25% ытларах налог тÿленĕ. Унсăр пуçне Роснедр республика ыйтнине тивĕçтернĕ, сапаланчăк майпа ылтăн кăларма ирĕк паракан çĕнĕ лицензине 2030 çулччен чарса лартнă. Çакă хальлĕхе çĕнĕ лицензисем памассине пĕлтерет. Çав вăхăтра власть представителĕсем çĕр айĕнчи пурлăхсене кăларакан вырăнсене йĕркене кĕртĕç.
Раççейри çут çанталăк надзорĕн Кăнтăр-Урал енчи регионсен хушшинчи управленийĕн ертÿçи Роман Болотов палăртнă тăрăх, Раççейри пĕр регион та асăннă сферăна йĕркене кĕртнипе мухтанма пултараймасть. Çавăнпа Пушкăртстан опычĕпе ытти регионсене те паллаштарĕç.
Тĕп çивĕч ыйту иккĕ
Нумаях пулмасть ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров Учалă хулине çитсе килнĕ, унта комисси ларăвне ирттернĕ. Чăн малтан ылтăн кăларакан вырăнсемпе çума-çумăн вырнаçнă ялсенче пурăнакансемпе калаçнă.
– Çынсем эпир пĕлтерĕшлĕ сферăна, çут çанталăкпа усă курассине, йĕркене кĕртессе шанаççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем хăш-пĕр компанисем саккуна пăснипе кăмăлсăр пулнине пĕлтереççĕ. Çакăн пирки çемçен каланă – урăхла, вĕсем варварла майпа çĕр айĕнчи пурлăхпа усă кураççĕ. Ял çыннисем çакна хирĕç пулнине палăртрĕç. Эпир те, паллах, çапла тунипе килĕшместпĕр, – тенĕ республика ертÿçи.
Радий Хабиров пĕлтернĕ тăрăх, ылтăн кăларас сферăра икĕ çивĕч ыйту пур. Пĕр енчен, законсенчи çитменлĕхсемпе усă курса çĕр айĕнчи пурлăха кăларакансем хăйсен компанийĕсене лицензи срокĕ тухиччен хупаççĕ, хăйсен лаптăкĕсене пăрахса хăвараççĕ.
Темиçе теçетке çул хушшинче республикăра çĕр айĕнчи пурлăха кăларасси тĕрĕс рекультиваципе вĕçленнĕ тĕслĕх пулман. Урăхла каласан, территорие малтанхи пек йĕркене кĕртсе хăварман.
Тепĕр енчен, республика çыннисем те, власть представителĕсем те малашне лицензисене çынсен шухăшне шута илсе парасса шанаççĕ. Çĕр айĕнчи пурлăхпа усă курассипе ĕçлекен федераллă агентство йышăну тунă-ха, районта пурăнакансем вара пĕр-пĕр лаптăк çинчи пурлăха çĕр айĕнчен кăларассине вырăнта техника ĕçлеме тытăнсан çеç пĕлеççĕ. Комисси членĕсем çак енĕпе те ĕçлеççĕ.
ПР Правительствин вице-премьерĕ Азат Абдрахманов пĕлтернĕ тăрăх, çитес пилĕк çулта 46 компанин лицензи срокĕ тухать. Вĕсен халех рекультиваци енĕпе проектсем хатĕрлеме пуçламалла, лаптăксен харпăрçисен хăйсен интересĕсене хÿтĕлеме тытăнмалла.
Республика ертÿçи тĕрлĕ йышши интереслĕ фактсем çинче те чарăнса тăнă. «Альтинвест» компани (Учалă районĕнче ылтăн кăларнă) çĕр айĕнчи пурлăхпа усă курмалли право йĕркине пăснипе лекнĕ. Суд предприяти ертÿçисене рекультиваци туса ирттерме хушнă. Анчах лешсем çаплах варварла майпа çĕр айĕнчи пурлăха кăларнă. Компани мĕнпур суд ларăвне те выляса янă. Çак кунсенче Владимир хулинчи Пĕрремĕш арбитражлă аппеляци сучĕ лицензие хута ярассине хирĕçленĕ. Чи интересли – компани йĕркелÿçисенчен пĕри Украина политикĕ, Верховная Рада экс-депутачĕ пулнă.
– Çынсем коммерци структурисемпе пĕччен тăрса юлнă тĕслĕхсем малашне пулмĕç. Пушкăртстан интересĕсене çирĕппĕн хÿтĕлĕпĕр, – тенĕ ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров.
Ирида МАТНИЯЗОВА хатĕрленĕ.