Çемьесене пулăшу
парасси пирки
Нумай ачаллă пысăк çемье Раççейре норма пулмалла.
Çемье ипотекин, ача амăш капиталĕн (ача çуратнишĕн 833 пин тенкĕ) программисене, виççĕмĕш ача çуралсан ипотекăшăн 450 тенкĕ компенсаци парассине 2030 çулччен тăсмалла.
Çĕршывра социаллă контрактпа усă курассине анлăлатмалла. Çакă пĕчĕк тупăшлă çемьесене пулăшу пани пулать. Кун валли хушма 100 млрд тенкĕ кирлĕ, ăна шута илнĕ.
Çитес ултă çулта Раççейре ача çураласлăх çирĕппĕн ÿсмелле.
Аннелĕхе сыхлакан пысăк комплекслă программа пулĕ, пур пулăшу мелĕсем те «Çемье» наци проектне кĕрĕç.
2030 çул тĕлне ĕç укçин чи пĕчĕк виçи икĕ хутчен – 35 пин таран, ÿсĕ.
2025 çултан «Земство культура ĕçченĕ» программа хута ярĕç. Тухтăр, спорт тренерĕ евĕр ял тăрăхне куçакан культура ĕçченне миллион тенкĕ парĕç.
Вĕрентÿ тата наука
Нумай ача садне Совет Союзĕнче хăпартнă. Çавна май 2025 çултан ача сачĕсене тĕпрен юсассипе çыхăннă çĕнĕ программа хута ярĕç.
Хуласенче, ăçта шкулсем ачасемпе тулли, федераллă укçа-тенкĕпе çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем хăпартĕç.
2024 çултан директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕсене 5000 пин тенкĕ таран хушма тÿлевпе тивĕçтерĕç. Шкулсенчи класс ертÿçисен тата колледжсенчи ушкăн кураторĕсен тÿлевне 10 пине çитерĕç.
Кăçалтан Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕн пĕр предметне çĕнĕрен тытма май пулать.
Раççей ултă çул хушшинче техникумсемпе колледжсене çĕнетме 120 миллиард тенкĕ уйăрĕ. Аслă вĕренÿ шкулĕсен общежитийĕсене çĕнетме – 124 миллиард тенкĕ.
Укçа-тенкĕ пирки
Регионсенчен, çав шутра Пушкăртстанран та, бюджет кредичĕн парăмĕн 2/3 пайне пăрахăçлĕç. Перекетленĕ укçа-тенке, вăл 200 млрд тенкĕпе танлашать, регионсем инвестици тата инфраструктура проекчĕсене ярĕç.
2030 çул тĕлне пур коммуналлă хытă каяша та уйăрма пуçламалла.
Çынсене авариллĕ кивĕ çуртсенчен куçарассипе çыхăннă çĕнĕ программăна хута ямалла.
Раççейре ултă çул хушшинче 30 пин обществăлла вырăна тирпей-илем кĕртĕç. Ун валли 350 млрд тенкĕ уйăрĕç.
Социаллă газификаци программине сад пĕрлĕхĕсем те кĕрĕç.
2030 çулччен регионсене 40 пин çĕнĕ автобус, троллейбус, трамвай парĕç. Çавăн пекех шкул автобусĕсене те çĕнетĕç.
Ултă çул хушшинче 75-рен кая мар аэропорт инфраструктурине, хамăр самолетсен шучĕпе компанисен авиапаркĕсене çĕнетме палăртнă. Раççейри авиаçыхăну хăвăртлăхĕ 1,5 хут ÿсмелле.
Сывлăх сыхлав тата спорт
2025 çултан планпа килĕшÿллĕн диспансеризаци иртекенсемпе ГТО нормативĕсене паракансене ĕç укçин пайĕнчен налог тытса юлмĕç.
Федераллă укçа-тенкĕ шучĕпе регионсенче, ытларах пĕчĕк хуласенче, кашни çулах 350-ран кая мар спорт объекчĕ хăпартмалла.
Раççей пĕлтерĕшĕ пирки
Эпир пурне те çĕнтеретпĕр, пурне те пултаратпăр. Палăртнине пĕрле анчах пурнăçа кĕртме пулать, тĕллевсем пысăк. Вăйлă та ирĕк Раççейсĕр çирĕп тăнăçлăх пулма пултараймасть. Эпир никама та çĕршывăн шалти ĕçĕсене хутшăнма ирĕк памăпăр. Раççейĕн вăй-хăватне кашни кун çирĕплетмелле.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.