Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
28 Августӑн , 14:15

Лару-тăрăва пăсакан тăват çĕр метр çул

Тĕрлĕ ыйтупа шăнкăравлаççĕ редакцие. Кам ялта фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекен çукран хаçата пĕлтерÿ парасшăн, теприне адвокат пулăшăвĕ кирлĕ, хăшĕ-пĕри чăвашла тухнă кĕнекесемпе интересленет, пĕри хваттер, ĕне сутать, иккĕмĕшĕ туянать, хаçат çырăнма килекенсем те пур.

Лару-тăрăва пăсакан  тăват çĕр метр çул
Лару-тăрăва пăсакан тăват çĕр метр çул

Çак кунсенче редакци тĕпелĕнче Пишпÿлек тăрăхĕнчи Михайловка ял хутлăхне кĕрекен Светловка ялĕнче пурăнакан Владимир Исаев пулса кайрĕ. Ăна пирĕн пата хăйсен ялĕнче çул çукки илсе çитернĕ.
– Яла çитме май çук. Вăтăр ытла çул каялла хывнă шоссе çул ванса, путăк-шатăклă пулса пĕтрĕ. Вĕсене шыв тулса ларать. Иртсе çÿреме май çуккипе машинăсем анасем урлă çÿреççĕ. Ун тăрăх аран-аран çÿрекелетпĕр пулсан, яла çитичченхи тепĕр 400 метрĕ – чăн-чăн нуша. Ăна чул сарса хăпартман. Çумăрсем хыççăн пылчăк çăрăнать, хĕллесенче юр хÿсе тултарать. Çĕклетмен çула тĕртсе тухнă хыççăн вăл траншея пекех пулса юлать. Çиллĕ е тăманлă кунсенче вăл сехет хушшинчех тулса ларать. Тасатнă чух мĕн чухлĕ трактор ватмаççĕ пуль çул-йĕр ĕçченĕсем. Юра айккине сапалама ытти йышши техника кирлĕ. Техника тени вара çул-йĕр хуçалăхĕн нумай мар. Паллах, Михайловка ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Александрович Никитин тракторне тупма, çула тасаттарма тăрăшать, анчах çур кун ĕçлени çур сехетрех сая каять. Тепре киличчен татах çулсăр ларма тивет.
Пирĕн ялта Николай Александровăн фермер хуçалăхĕ те пур. Унăн кашни кун хулана сĕт турттармалла. Хăш-пĕр чухне фураж та кайса илмелле. Склачĕ юнашар Мелеспуç ялĕнче. Çул çук чухне Мотособака текен снегоходпа тарăха-тарăха тухать. Çакă, паллах, ĕç мар.
Чи хăрушши вара – инкек-синкек сиксе тухас пулсан яла васкавлă пулăшу, пушар машинисем те иртеймеççĕ. Апат-çимĕç илме те каймалла. Ялта пурĕ тăхăр çын пурăнать, прописка тăрăх – пиллĕккĕн. Вĕсен шучĕ ытларах та пулĕччĕ. Пирĕн ялта çурт туянас, пурăнма килес текен пĕчĕк ачаллă çамрăк çемьесем те пур, анчах çак утăма тума çул çукки чарса тăрать. Ял ан пĕттĕр тесен çынсем ытларах пулмалла. Кунта вырăнсем хитре, сывлăш таса, анчах çулсăр 400 метр пĕтĕм пурнăçа пăсса хурать, – паллаштарать лару-тăрупа Светловка ял çынни.
Хăй вăхăтĕнче Владимир Исаев çак çула тутарас тесе сахал мар çĕре çитнĕ. Район, республика ертÿçисен алăкĕсене те пыра-пыра шакканă. Тăрăшни сая кайман. 1992 çулта Светловкăна шоссе çул сарнă. Анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула 400 метрĕ çаплах тăрса юлнă. Паянхи кун тĕлне вăл вăхăтра ĕçленĕ çынсем çук ĕнтĕ. Вĕсенчен ĕçе вĕçне çитерме ыйтса пулмасть. «Ялта çыннисем нумайрах тата хам çамрăкрах пулсан майне тупăттăмăр, халĕ ĕнтĕ хам та ĕлĕкхи мар. Лару-тăрăва епле татса пама пулать-ши?», – тет Владимир Исаев.
Надежда РОДИОНОВА.
Пишпÿлек районĕ, Светловка ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: