Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
4 Сентябрӗн 2025, 11:00

Чăваш чěлхи урокěнче чăвашлах вěренмелле

Ҫěнě вěренӳ ҫулě пуҫланас умěн август уйăхěнчи вěрентекенсен конференци шайěнче иртекен семинар-канашлăва Авăркас районěнчи чăваш чěлхипе литература вěрентекенěсем Толбазă ялěнчи Рашит Назаров ячěллě пушкăрт гимназийěнче пухăнчěҫ. Кунта тăван чěлхене вěрентес ěҫри ҫивěч ыйтусене сӳтсе явассипе дискусси лапамĕ ěҫлерě.

Чăваш чěлхи урокěнче чăвашлах вěренмелле
Чăваш чěлхи урокěнче чăвашлах вěренмелле

Мероприятие ҫывхарса килекен ҫěнě вěренӳ ҫулěпе саламласа район администрацийĕн вěрентӳ пайěн методисчě Луиза Бикбаева уҫрě. Малалла районти чăваш чěлхипе литература учителěсен методика пěрлешěвěн ертӳҫи Юлия Федорова иртнě ҫулхи ҫитěнӳсемпе паллаштарчě, тěрлě конкурссемпе олимпиадăсенче хутшăнса мала тухнă ачасен тата вěсене хатěрленě вěрентекенсен ячěсене палăртса хăварчě. Тăххăрмěш класс пěтерекен ачасем тăван чěлхепе Патшалӑх тӗп экзаменне суйласа илсе ăна ăнăҫлă тытнă. Авăркас тăрăхĕнче чăваш чěлхине вěрентес ěҫ лайăх вырăнта, ăна малалла та ҫӳллě шайра пурнăçламаллине асăрхаттарчě.
Семинара Ěпхӳ ăслăлăх тата наука технологисен университечěн Ҫтерлěри филиалěн доценчěсем те хутшăнчěҫ. Лариса Коротаева чăваш чěлхине аслă классенче вěрентес ěҫри ҫěнěлěхсем ҫинче чарăнса тăчě. Вěрентекенсене ФКГОСăн уйрăмлăхěсене аса илтерни усăллă пулчě. Лира Афанасьева Пушкăртстанри чăваш литературин онтологи проекчěпе паллаштарчě. Часах 384 страницăллă кěнеке пичетленсе тухмалла. Унта тăватă ҫыравҫăн хайлавěсем кěрěҫ.
Дискусси ирттернě май пурте тăван чěлхене шкулсенче вěрентес ěҫěн кăткăслăхне, ку вăхăтра ачасем чăвашла сахал е пачах калаҫманнине, палăртрěҫ. Сехетсем ҫулсерен чакса пыраҫҫě, чăваш ачисемех тăван чěлхе вырăнне урăх чěлхе суйласа илеҫҫě. Ача чăвашла пěлменни ашшě-амăшěнчен килет. Хăш-пěр шкулсенче чăваш чěлхи урокěсенчех учительсем урăх предмет ирттерни те тěл пулать. Кун пек ылмаштарма юрамасть. Чăваш чěлхи урокěнче чăвашлах вěренмелле. Çакна кулленхи ĕçре асра тытасчĕ.
Николай ГЛУХОВ, ПР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
Авăркас районě.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас