ÇИВĔЧ ЫЙТУ
9 Апреля , 04:00

Пĕр-пĕринчен сăн ÿкерер мар

Март уйăхĕн 25-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче Пушкăртстан Республикинчи Халăх пултарулăх центрĕн Эксперт канашĕн XXII ларăвĕ иртрĕ. Шăпах унта Авăркас районĕнчи Чăваш Нукасакĕ ялĕнче пурăнакан Надежда Степанова, Кармаскалă тăрăхĕнчи Сихун ялĕнчи Елена Степанова тата Суук-Чишмари Надежда Янтуганова чăваш хастарĕсем хутшăнчĕç. Надежда Михайловна пухăннисен умне чăваш апат-çимĕçĕн тĕп пуянлăхĕсенчен пĕрне – шăрттан – тăратрĕ.

Пĕр-пĕринчен сăн ÿкерер марПĕр-пĕринчен сăн ÿкерер мар
Пĕр-пĕринчен сăн ÿкерер мар

Наци апат-çимĕçне тата чăваш тумĕн пайĕсене хак паракан ĕçлĕ ушкăн йышĕнче филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Нурия Халиуллина, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Гульнара Хусаинова, Сарвар Сурина çыравçă, Эксперт Канашĕн яваплă секретарĕ Нафиса Тулыбаева, Суук-Чишмари чăваш историпе культура центрĕн тĕп специалисчĕ Светлана Матвеева тата ыттисем пулчĕç. Чăваш хĕрарăмĕсем шăрттан тата хуплу хатĕрлесе килнĕччĕ, хăйсем тĕртнĕ пиртен çĕленĕ кĕпесем тăхăннăччĕ. Унсăр пуçне вĕсем экспертсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Хуравсене вара Канашăн ларăвĕнче сÿтсе явас тĕллевпе видео çине çыртарчĕç.

Юлашки çулсенче тĕнче тетелĕ анлă сарăлнипе чăваш наци тумне хатĕрлес тата тăхăнас, наци апатне пĕçерес тĕлĕшпе тĕрлĕ ăнлантарса панисем пур. Çавна май наци тумĕсене тата вĕсен пайĕсене, наци апачĕсене, йăли-йĕркисене наука тĕлĕшĕнчен документпа килĕшÿллĕн çирĕплетес кирлĕлĕх пур. Пушкăртсем ку енĕпе малта пыраççĕ.

Шел пулин те, чăваш фолькор ушкăнĕсем сцена çине тăхăнса тухакан тумĕсенчи тĕрĕсемпе эрешсене марисемпе мăкшăсеннисенчен тата удмуртсеннисенчен уйăрса илме йывăр пула пуçларĕ. Пĕр тĕрлĕ «кăвак масса» вăй илес хăрушлăх пур. Çакăн пирки Чăваш Республикинчи Культура министерствипе Правительстви мĕн шухăшлаççĕ-ши?

Ман шутпа, Эксперт Канашĕн ларăвне марисемпе мăкшăсен тата удмуртсен наци тумĕпе пайĕсене палăртас тĕллевпе кÿршĕ республикăсен представителĕсене те йыхравламалла. Пĕр-пĕринчен сăн ÿкермелле мар, вĕсем республикăсенче аталанмалли çул-йĕре палăртмалла. Сăмахран, пушкăртсем тĕрĕк халăхĕн пысăк çемйинче тăван культурине аталантарас тĕлĕшпе «хăйсен сăн-питне» тупнă-çке. Вăл мĕнле пулмаллине те лайăх пĕлеççĕ.

Ав, курсамăр, вăтанмаççĕ
Атăлçи халăхсене –
Пирĕнтен вĕт сăптăраççĕ
Тĕрĕсен кĕввисене.

Иван СТЕПАНОВ.
Авăркас районĕ, Чăваш Нукасак ялĕ.

 

Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.

Пĕр-пĕринчен сăн ÿкерер мар
Пĕр-пĕринчен сăн ÿкерер мар
Пĕр-пĕринчен сăн ÿкерер мар
Пĕр-пĕринчен сăн ÿкерер мар
Пĕр-пĕринчен сăн ÿкерер мар
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас