Урал сасси
+16 °С
Облачно
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
1 Июня , 04:00

«Тăван Атăл»: ĕнер, паян, ыран

Урамра хĕртсе хĕвел пăхать. Пичет çуртĕнче вара тата хĕрӳрех. Май уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Хыпар» Издательство çуртĕнче поэтсемпе прозаиксем, драматургсемпе публицистсем, литература тĕпчевçисемпе критиксем «Тăван Атăл» литературăпа культура тата искусство журналĕн малашнехи аталанăвне сӳтсе явма пуçтарăнчĕç. Икĕ сехет ытла калаçрĕç пухăннисем.

«Тăван Атăл»: ĕнер, паян, ыран«Тăван Атăл»: ĕнер, паян, ыран
«Тăван Атăл»: ĕнер, паян, ыран

«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Дмитрий Моисеев кăларăма пĕрлехи йышпа çеç интереслĕ, тĕрлĕ енлĕ, пуян содержаниллĕ тума май пуррине палăртрĕ. Çыравçăсемпе литературоведсем пĕр пулсан тираж та палăрмаллах ӳсĕ, унта пичетленекен материалсем те вулакансене тыткăнлĕç, çамрăксен те çыру сĕтелĕ хушшине вырнаçма кăмăл тупăнĕ. Çĕнĕ хайлавсемшĕн малашне гонорар парассине те пĕлтерчĕ Дмитрий Андреевич. Ку шухăша пурте ырласа йышăнчĕç.
Людмила Сачкова çыравçă-журналист «Тăван Атăл» редакторĕ пулнă май унăн паянхи ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ, тĕлпулусене тăтăшах тухса çӳренине пĕлтерчĕ, чăваш литературинче хастар ĕçлекен авторсене ятранах асăнчĕ. «Поэтсем ытлашшипех нумай», – шухăшлăн пĕлтерчĕ вăл.
Анатолий Кипеч чăваш халăх çыравçи Людмила Николаевнăна çĕнĕлĕхсем хыççăн хăваличчен унчченхи редакторсен опытне ăша хывма сĕнчĕ – вĕсем такăрлатнă сукмаках лайăххине ăнланса илме нумай та кирлĕ мар. «Журнал хуплашкине сумлă та ăслă, çулланнă çынсене лартсан вырăнлăрах пуль», – терĕ Анатолий Ильич. Ăна валли сакăр вунă çула пурăнса çитсен аванрах, аллăри çамрăкрах-мĕн. Сăмах май, кашни çыравçăн кăларăма хăй кăна çырăннипе çырлахмалла мар, тăван ялпа шкула та çырăнса памалла, ентешлĕхсемпе çыхăну йĕркелемелле терĕ вăл.
Юхма Мишши чăваш халăх çыравçи журналта куçарăва тимлĕх уйăрма, тĕрлĕ халăх писателĕсен сăвви-калавне чăвашла куçарса кун кăтартма сĕнчĕ.
Чăваш кĕнеке издательствин директорĕн – тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова « Çĕнĕ кĕнеке» рубрикăна тавăрма ыйтрĕ, хуплашкипе аннотацине вырнаçтарсан çителĕклĕ пулнине каларĕ. Хайлав пĕр вăхăтрах журналта тата издательствăра пичетленни кĕнекене сутма чăрмав кӳнине пытармарĕ Ольга Леонидовна. Ĕлĕкрех произведени малтан журналта кун çути курнă, кайран тин кĕнекен тухнă пулсан халĕ чылай чухне лару-тăру кутăнла. Редактор хайлава тĕппипех мар, виçĕ номерте çеç пичетлетпĕр тени те иккĕленӳ çуратать: журнал шрифчĕ чылай вĕтĕрех, формачĕ пысăкрах; эппин, хайхи виçĕ номерте сыпăксем кăна мар, хайлав тĕппипех тухса ĕлкĕрет. Хатĕр кĕнеке вара лавкка е вулавăш çӳлĕкĕсем çинче тусан çăтса выртать. Издательство ĕçченĕсене, паллах, пăшăрхантарать ку. Çав хушăрах пурте пĕр тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрмашаççĕ – тăван литературăна аталантарасси, вулакансене илемлĕ хайлавсемпе тивĕçтересси. Ольга Федорова çавăн пекех çыравçăсенчен илнĕ интервьюсене пичетлесен аванччĕ терĕ.
Юрий Артемьев критик, литературовед, профессор публицистикăна аталантармалли çинчен уççăн каларĕ. «Тĕрлĕ позици тĕрĕслĕхе çуратать. Публицистикăсăр нихăçан та малалла кайма çук. Чылай чухне эпир тата массăллă литературăпах çырлахатпăр. Унпа çеç çырлахмалла мар, литература шайне ӳстермелле пирĕн. Чăн пысăк талант яланах халăх ячĕпе калаçать. Суя япаласемпе усă курмасăр. Вăл чăнлăха калать. Писатель сасси – халăх сасси. Чăн-чăн литература виçĕ кит çинче тытăнса тăрать: ырăпа усал тата илем», – терĕ вăл.
Николай Осипов литература тĕпчевçи «Тăван Атăлта» паянхи самана сывлăшĕ туйăнманнине пĕлтерчĕ. Эппин, хальхи авторсен произведенийĕсем тăтăшрах тухмалла унта. Ку шухăшпа Анатолий Кипеч те килĕшрĕ. «Пилĕк çĕр çул каялла çырнă, нафталин шăршиллĕ хайлавсем пулмалла мар», – терĕ вăл çирĕппĕнех.
Елена Нарпи прозаик студентсене вĕрентнĕ май çамрăксем валли те ятарлă страницăсем уйăрсан аванччĕ терĕ. Владислав Николаев çыравçă журналта çулталăкĕпех пичетленнĕ материалсен тишкерĕвне хаваспах вуланă пулĕччĕ. «Унччен пулнă йăлана чĕртсе тăратмалла, пĕр-пĕр литературоведа заказ парсах çыртармалла ку тĕпчеве», – пĕтĕмлетрĕ Владислав Дмитриевич.
Пĕтĕмĕшле, тĕлпулу хĕрӳ иртрĕ. Унăн малтанхи «çимĕçĕсем» «Тăван Атăлăн» çĕнĕ номерĕнчех курăнасса шанатпăр. Журнал унта пичетленекенсемшĕн кăна мар, кашни вулаканшăн интереслĕ пултăр, ăна алран алла тытса шĕкĕлчеччĕр, çырăнма васкаччăр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

«Тăван Атăл»: ĕнер, паян, ыран
«Тăван Атăл»: ĕнер, паян, ыран
«Тăван Атăл»: ĕнер, паян, ыран
«Тăван Атăл»: ĕнер, паян, ыран
«Тăван Атăл»: ĕнер, паян, ыран
«Тăван Атăл»: ĕнер, паян, ыран
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас