

Мияки районĕнчи Тимеш ялĕн тĕп урамне асфальт сарас ыйтăва та вырăнта пурăнакансем пĕрре мар хускатнă. Тĕрĕссипе, кунта хăй вăхăтĕнче такăр çул пулнă, анчах та çулсем иртнĕ май вăл самай юхăннă, саплăк лартни çеç тивĕçтермен. Кăçал вара çу кунĕсенче çак вырăна çĕнĕ сăн кĕртнĕ: кивĕ асфальтăн çиелти сийне касса илсе ун çине икĕ хут çĕнĕ асфальт сарнă. Вырăн-вырăнпа çул никĕсне вакă чул хурса çирĕплетнĕ. Икĕ эрне хушшинче çатма çинчи пек такăр çул хатĕр пулнă. Элшейри çул-йĕр юсавĕпе строительство участокĕн Миякинчи уйрăмĕ (ертÿçи – Радик Лутфуллин) подрячик пулнă. Вырăнта ĕçе Айдар Закиев ертсе пыракан бригада пурнăçланă – икĕ çухрăма яхăн çула юсаса çĕнетнĕ. Пĕтĕмĕшле çак объект валли республика хыснинчен 26 млн тенкĕ нухрат тăкакланă.
Ял çыннисем паллах çĕнĕлĕхе хĕпĕртесе йышăннă. Халĕ урампа утса çÿреме те, тĕрлĕ транспортпа иртме те кăмăллă. Унсăр пуçне капмар çуртсемпе йышлă Тимеш сăнĕ те улшăннăн туйăнать. Илемленсе хăтлăх кĕни куç умĕнче.
– Çывăх вăхăтра клуб, «Нива» СПК кантурĕ тата лавкка умĕнчи лапама та асфальт сарса йĕркене кĕртесшĕн. Çак объекта та планпа палăртнă. «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» федераллă программа пирĕншĕн питĕ те вырăнлă пулнине асăнса хăвармалла, – тесе пĕлтерчĕ Тимеш ял Канаш хутлăх администрацин пуçлăхĕ Рамзия Никитина.
Юрий СНЕГОПАД.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.