Пур хыпар та

Летчик пирки сăмах хушса калам-ха

Чакăллă (Александровка) ялĕнче çуралнă Иван Афанасьев гварди майорĕ Сталинград çапăçăвĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Вăл районта кăна мар, Пушкăртстанра та пĕрремĕш летчиксенчен пĕри пулнă.

Авăркас районĕнчи çамрăксем вăрçă хыççăнхи çулсенче «Красная Башкирия» хаçат урлă колхозниксемпе ĕç çыннисене чĕнсе каланă: «Эпир Тăван çĕршыва хамăрăн чи лайăх паттăрсене, Афанасьевпа Ишмурзин летчиксене, панăшăн мухтанатпăр. Вĕсем тивĕçлипе пирĕн шанчăка тÿрре кăларнă. Халĕ вара эпир хамăр хушăри çамрăксенчен тата вуншар çĕнĕ пултаруллă авиатор пулма тивĕçлисене сĕнме сăмах паратпăр. Ытти районти çамрăксене те пирĕн тĕслĕхпе усă курма чĕнсе калатпăр!»
Авиаципе интересленекен çамрăксен йышĕ ÿсме тытăнчĕ. Пушкăрт çĕрĕнчен тухнă пĕрремĕш летчик Г.М. Ишмурзин майор пирки эпир чылай пĕлетпĕр. И.Г. Афанасьев авиаци майорĕн кун-çулне вара сахал тĕпченĕ. Пирĕншĕн çакă паллă: Иван Григорьевич Афанасьев 1906 çулта (Ишмурзинтан 3 çул çамрăкрах) Чакăллă ялĕнче çуралнă. 1927 çулта ăна Хĕрлĕ Çара чĕнсе илнĕ‚ 1930 çулта Киев хули çумĕнчи Борисоглебск хулинчи летчиксен çарпа теори шкулне вĕренме кĕнĕ. Вĕçевçĕсен шкулĕнче Иван Афанасьев теори программине тата летчиксен вĕçме хăнăхмалли тулли курсне иртнĕ. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Иван Григорьевича Сарă ту облаçĕнчи Энгельс хулинчи пилотсен çарпа авиаци шкулĕнче вĕренме сĕннĕ. Кăларăм кунĕ‚ çĕр çине самолетпа анса ларсан‚ летчиксен шкулĕн пуçлăхĕ çакна палăртса хăварнă: «Маттур‚ мĕнле вĕрентĕн, çавăн пекех лайăх вĕçрĕн!»
Вĕçевçĕсен ăсталăхне Афанасьев летчик пĕрчĕн-пĕрчĕн туптанă. Вăл пирĕн пысăк çĕршывăн тĕрлĕ гарнизонĕнче хĕсметре тăнă. Вăрçă пуçланиччен Иван Григорьевич Фрунзе ячĕллĕ Çар академинче вĕренсе тухнă. И.Г. Афанасьев майора истребительсен авиаци полкĕн командирĕ пулма çирĕплетнĕ. 1942 çулхи çулла полка Сталинград хули çывăхне куçарнă. Полк командирĕ çирĕп кăмăллă пулнă. Вăл хăйĕн тĕслĕхĕпе летчиксен кăмăлне çĕкленĕ. Чи малтан хăйĕнчен хытă ыйтнă‚ унтан вара пăхăнакан çынсенчен. Вĕçевçĕсем командира юратнă‚ питĕ хытă хисепленĕ. Унра çарти юлташăн чи лайăх енĕсене курнă. Иван Григорьевич юрлама юратнă‚ ăста та чылай вĕçнĕ‚ çапăçăва хăюллă та хастар ертсе пынă. Аялта Атăлпа Сталинград хули пулнă. Çĕр пысăк кăвайтпа çуннăн туйăннă. Пĕррехинче сывлăшри йывăр çапăçу хыççăн полк командирĕ хушнă задание пурнăçланă вăхăтра каялла таврăнайман.
- Вăл вилни пире пурне те хурлантарчĕ. Эпир хамăр командиршăн тăшмана хаяр та хăюллă тавăртăмăр, - тесе çырнă полк комиссарĕ Журавлев паттăрăн арăмĕ, Феодосия Васильевна, патне янă çырура.
Иван Григорьевич сывă юлнă пулсан Паттăр пулмаллаччĕ. И.Г. Афанасьев летчик-истребитель Тăван çĕршыва парăнса тÿрĕ кăмăлпа хĕсметре тăнă. Вăл хăй суйласа илнĕ профессине юратнă, çĕршыв тата халăх умĕнчи тивĕçĕсене чыспа пурнăçлассине мала хунă.
Сталинград çапăçăвĕнче 1942 çулхи июль уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа 1943 çулхи февраль уйăхĕн 2-мĕшчен вермахт 3 пин самолет çухатнă. Çак аркатусене тăвас ĕçре пирĕн ентешĕн‚ хастар летчикăн, Иван Григорьевич Афанасьевăн, тÿпи те пур. Пирĕн хамăр паттăрсене пĕлмелле‚ вĕсен паттăр ĕçĕсене манмалла мар!
Владимир ИВАНОВ,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Авăркас районĕ.