Пур хыпар та
Кĕр сăри
3 Декабрӗн 2018, 12:59

Пăслăкри çĕнĕ тухăç уявĕ

Ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăк ялĕнче «Кĕр сăри» наци уявĕ иртнĕ.

Мероприятие кăпăклă та тутлă сăра вĕретме пĕлекен ăстасем пухăннă‚ тĕрлĕ вокалпа фольклор ушкăнĕсем хутшăннă. Праçнике Эрĕнпур облаçĕнчен чăваш коллективĕ те хăнана килсе çитнĕ. «Кĕр сăри» уявне чăваш халăхĕн ăс-хакăл культурин йăли-йĕркисене упраса тата çирĕплетсе хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ. Кунта «Чи лайăх наци апачĕ»‚ «Чăваш сăрине вĕретме пĕлекен чи лайăх ăста» конкурссем иртнĕ‚ сăра ăстисем çинчен сăн ÿкерчĕксем тата видео презентацисем кăтартнă‚ фольклор ушкăнĕсем ташă-юрăпа паллаштарнă.
Асăннă мероприятие тĕрлĕ тăрăхра пурăнакан чăваш халăх ансамблĕсем пуçаруллă хутшăннă. Сăмахран‚ Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнчи «Илем» ушкăн уява хатĕрленĕ сĕтел çине 11 тĕрлĕ чăваш халăх апачĕ пĕçерсе килнĕ. Лидия Николаевна Ванюшина уяв хăнисене хĕрлĕ кăшманран тата урпа çăнăхĕнчен хатĕрленĕ хăпартупа‚ хăмлапа таса шывран вĕретнĕ сăрапа тĕлĕнтернĕ.
«Кĕр сăри» уява Пишпÿлек тăрăхĕнчи Ситекпуçсем те пуçаруллă хутшăннă. Тутлă та кăпăклă чăваш сăрине вĕретме пĕлекен ăстасем хушшинче Раиса Никифорова пулнă. Ватлăх çулĕсене пăхмасăр кинемей сăрине ĕлĕкхи рецептпа вĕретнĕ. Кăçалхи март уйăхĕнче Раиса Васильевна 80 çул тултарнă.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Чи лайăх наци апачĕ» номинацире Ситекпуçĕнчи культура çурчĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Ермеккей районĕнчи Эрехĕрринчи нумай функциллĕ клуб тата Кистенлĕри культура çурчĕ пайланă. «Чăваш сăрине вĕретме пĕлекен чи лайăх ăста» номинацире Мелеспуçĕнчи Валентина Саливанована çитекенни пулман. Иккĕмĕш степень дипломне Ситекри Мария Иванова тивĕçнĕ. Виççĕмĕш вырăн хуçи Ситекпуçĕнчи Раиса Никифорова пулчĕ. «Кĕр сăрин» «Куракансем килĕштернĕ чи лайăх сăра ăсти» ята жюри членĕсем Пăслăкри Галина Дмитриевана пама йышăннă. Çĕнтерÿçĕсем пурте район администрацин культура комитечĕн дипломĕсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ. Ыттисене районти чăвашсен Канашĕн Тав çырăвĕсемпе чысланă.
Мероприяти уява хутшăнакансене çĕнĕ юлташсем парнеленĕ‚ вăл хăйĕн масштабĕпе тата пысăк йышĕпе тĕлĕнтернĕ. Çĕнĕ тухăç уявĕ наци культурин хăйнеевĕрлĕхне, халăхăн çирĕп йăли-йĕркине, чăвашсен пултарулăхне тепĕр хут çирĕплетнĕ тата халăха пĕр чăмăра пухнă.
Ирида НОВИКОВА. Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас в