Пур хыпар та
Калав
1 Апрелӗн 2020, 11:51

Çĕр тенкĕ

Алăк патĕнчи шăнкăрав вăрăммăн янăраса кайрĕ: тĕнкĕл-тĕнкĕл, тзи-и-и-инь! Алăка уçрăм та шăнкăрав янăравĕнчен те вăрăмрах çамрăк çын тăнине куртăм. Пуçне уснă хăй, аллинчи ула карттусне ниçта чикме пĕлмесĕр хуçлаткалать те пĕтĕркелет, çав хушăрах хура та вăрăм çÿçне пÿрнисемпе якатанçи тăвать. Куçĕ, çынран таракан кайăк евĕр, айккинелле сулăнать. Тăрхала та типшĕм питĕнче этем самай пăлханни палăрать.

- Кам кирлĕччĕ? – ыйтрăм эпĕ палламанскере куçран пăхса.
- Эпĕ мĕн… Хулана килсе… Пасарсенче пулса… Эпĕ мĕн… - халиччен курман-пĕлмен çын çамки çинчи тар тумламĕсене карттусĕпе шăлса типĕтрĕ.
- Кам унта? – шалти пÿлĕмрен тухрĕ арăм.
Ун сасси, шăнкăрав сассинчен те янăравлăрахскер, ула карттус хуçине самай шиклентерчĕ пулмалла. Хайхискер пĕр утăм каялла чакса пуçне айăплăн сĕлтрĕ:
- Каçарăр, - терĕ урамалла тухма пуçтарăнса, - эпĕ йăнăшрăм. Ман ку хваттерте мĕн тумалла пулман…
- Чим, тăхта, - чартăм ăна.
- Эп сире палламастăп, эсир – мана, тинех уçăмлăн персе ячĕ çакскер.
- Мĕнех, паллашăпăр. Эпĕ – Сантăр. Эсĕ кам?
- Вечча. Ялта çапла чĕнеççĕ мана. Хут çинчилле каласан, Вячеслав. Славик, эппин, - хăйĕнпе хăвăрт паллаштарчĕ Вечча.
Майĕпен-майĕпен калаçса кайрăмăр. Кĕтмен хăна хăй камне ĕнентерес тесе кĕсйинчен темле справка та кăларса кăтартрĕ. Тахçанах ял советĕнче çыртарса илнĕ имĕш, кăларса хума манса кайнă пулать те, халь хулана килсен, кĕсъесене нихçанхинчен те тимлĕрех пăлхатмалла пулса тухсан асăрханă-мĕн ку справкине.
- Эп ухмах, - терĕ Вечча тинех, - пĕр пуссăр тăрса юлтăм. Те хам çухатрăм, те пасарта йăнăшрах пулчĕ. Киле çитме пĕр çĕр тенкĕ тупма май çук-ши тесеттĕм те… Паллакансем çук. Сывă ал-урапах «христарадилетсе» ларма хăю çитмест, хăю çитменнинчен ытла намăс… Эх, паян киле çитеймесен çухатаççĕ мана, пуçĕпех çухатаççĕ.
Эпĕ арăмпа калаçса пăхма шутларăм. Арăм яхăнне те килĕшмест.
- Çапкаланса çÿрекен çамрăксем, карма çăварсене шыракансем хулара нумай пуль, - текелет укçа енчĕкне кĕсйине чиксе. – Пĕрне çĕр тенкĕ пар, теприне…
- Апла мар ĕнтĕ, кашни этемех улталавçă вырăнне йышăнма юрамасть ĕнтĕ, - терĕм те хам çумра пуррисене пуçтаркаласа Вечча патне тухрăм. Темшĕн-çке – пĕлеймерĕм – питĕ шанас килчĕ ун сăмахĕсене.
Лешĕ çаплипех справкине сых ятне сулахай аллипе кăкăр тĕлĕнче тытса тăрать.
- Çитсен, ыран ирех темелле-ши, пĕр тытăнса тăмасăр ярса паратăп. Тепрер кунран каялла çаврăнса та çитĕ укçу, - шантарчĕ Вечча. – Паян эрне кун, вырсарни кун тĕлнелле илетĕр укçăра…
Вырсарни кунсем, пĕр эшелона пĕрлешнĕ вакунсем евĕр, умлă-хыçлах мĕлтлетсе иртсе кайрĕç. Веччаран хыпар-хăнар çук та çук. Арăм: «Кашни иртен-çÿренех тăвану вырăнне хурса çупăрлатăн», - тесе куллен тенĕ пек аса илет ман кĕсьерен тухса вĕçнĕ çĕр тенке. Эпĕ те хама хам пĕрре мар ятларăм. Каярахпа кулянма пăрахрăм. Ара, çĕр тенкĕпе уйăх çинех сиксе ÿкес çук, кермен те лартаймăн. Пуйтăр сăпайлă çын, сăн-сăпатне çĕклесе çÿрекен тăсланкă путсĕр!..
Пĕррехинче телевизор пăхса ларатпăр. Тĕнкĕл-тĕнкĕл, тĕнкĕл-тĕнкĕл, тзи-и-и-инь! вăрăммăн янăрарĕ алăк шăнкăравĕ. Алăка уçрăм та шăнкăрав янăравĕнчен те вăрăмрах çын тăнине куртăм. Вечча пулчĕ вăл.
- Ырă кун… Салам! – терĕ унчченхи пекех аллинчи карттусне ниçта хума пĕлмесĕр. – Каçарăр… Сăмаха тытаймарăм… Çаврăнăçу çитмерĕ… Ара, ял этемми мар-и… Кунтан кайнă чух çул çинче çумăр айне пултăмăр. Тата мĕн… Умра пыракан автомашина кустăрми айĕнчен чул вăркăнса тухрĕ те çула май тупса ларса кайнă «Жигулин» чÿречине чăлпар сапаласа тăкрĕ. Путса лартăмăр. «Жигулине» кăларас тесе çумăр айĕнче лачкам пултăмăр. Уйрах çĕр каçма тиврĕ. Çилĕ шутсăр вĕрчĕ те…Кăххăм… Вуспалени лёхкипе больницăра уйăх çурă выртрăм. Тухнă-тухман укçине килсех парас терĕм. Ак ку, - хваттере пуçне чиксе сеткăна хутпа чĕркесе чикнĕ тем япалана урайне лартса пачĕ. – Асанне кучченеçĕ пекки ку…
- Ара, мĕн кучченеçĕ! – ним тума пĕлмерĕм эп. – Ара, Вечча, укçине почтăпа кăна ярса памаллаччĕ. Каллĕ-маллĕ çул тумалла, тăкакĕ те пур.
- Сире почта уйрăмне уттармалла-и вара? Ай-уй, эсир маншăн мĕн айăпа кĕнĕ? Хулари этемĕн чăрмавĕ ахаль те нумай пуль… Акă çĕр тенкĕ. Хутаçра – шăрттан пекки, асаннене ятарласа типĕттертĕм, - çыхă енне пуçне сĕлтрĕ Вечча.
Эпĕ, Веччана путсĕр тăсланкă вырăнне хунишĕн çĕр тĕпне путма та хатĕрскер, хăнана хваттере кĕме чĕнтĕм.
- Ирт шалалла, чей ĕçĕпĕр.
- Ман мĕн çав… Вăхăчĕ çук. Чейшĕн пысăк тав. Укçишĕн те! Ман пĕртте ĕçес килмест. Эпĕ кайрăм, сывă пулăр!
Хваттере кĕрсен эпĕ чÿрече умне пытăм. Вечча урамра пĕр хушă ун-кун пăхкаласа тем шырарĕ, унтан квас сутакан майра еннелле хăвăрттăн утса кайрĕ.
Вара арăма: «Пур çамрăка та çапкаланса çÿрекенсем вырăнне хума юрамасть пулас, мăшăрăм», - терĕм.