Пур хыпар та
Канаш ларăвĕ
20 Нарӑсӑн 2019, 17:39

Кĕске вăхăтра тунă ĕçсем тата малашлăх планĕсем

Январь уйăхĕн вĕçĕнче Ĕпхÿри Туслăх çуртĕнче Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ытларах унта калаçу 2018 çулта тунă ĕçсем пирки пычĕ. Паллах, чăваш хастарĕсем малашлăх çинчен те манмарĕç.

Туса ирттернĕ ĕçсем çинчен пухăннисен умĕнче ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Людмила Мурманская доклад турĕ. Хăй сăмахĕнче Людмила Ивановна çакна пĕлтерчĕ: республикăри чăваш общественноçĕ пĕр хутчен çеç мар Канаш ĕçне çĕнĕрен пуçарса яма ыйтнă. Çавăнтан асăннă общество организацине регистрацилесси пуçланнă. Çак ĕçе пурнăçа кĕртме устав материалĕсене, ПР Юстици министерствине тăратмалли документсене хатĕрленĕ, учредительсене, Президиум йышне палăртнă, ятарлă комиссисем йĕркеленĕ, Канаш йышне кĕрекенсем заявленисем çырнă. Июль уйăхĕн 4-мĕшĕнче регистраци иртнине çирĕплетекен свидетельство илнĕ.
Канаш регистраци иртичченех сахал мар мероприяти йĕркеленĕ. 2018 çулхи январь уйăхĕн пуçламăшĕнче Ф.Н.Вуколов-Эрлик чăваш çыравçин, драматургĕн, композиторĕн мăнукĕпе, Рафаел Вуколовпа, тĕлпулу ирттернĕ. Çак мероприятие П.М.Миронов ячĕллĕ вырсарни шкул воспитанникĕсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çавăн пекех Канаш хастарĕсем И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă, П.М.Миронов ячĕллĕ вырсарни шкул 25 çул тултарнă ятпа иртнĕ мероприятисенчен те пăрăнса юлман, май çитнĕ таран тĕрлĕ пулăшу кÿнĕ.
2018 çулхи май уйăхĕнче Канаш Президиумĕ Кармаскалă тăрăхĕнчи Суук-Чишма шкул çуртне юсассипе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Çак çивĕч ыйтăва татса пама тĕрлĕ отрасльти министерствăсемпе организацисене явăçтарнă. Шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес ĕç епле пынине Канаш членĕсем сăнаса тÿресене асăрхаттарсах тăнă. Паянхи кун тĕлне унта сахал мар ырă улшăну пулса иртнĕ. Кун пирки «Урал сасси» хаçат пĕр хутчен çеç мар çырса пĕлтернĕ.
Пĕрлĕх хастарĕсем сĕннипе 2018 çулхи май уйăхĕн 19-мĕшĕнче А.А.Кондратьев профессор, техника наукисен докторĕ çуралса ÿснĕ Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнче Кондратьев вулавĕсем иртнĕ.
Июнь уйăхĕнче Канашпа Çтерлĕ хулинчи наципе культура автономийĕ (Ф.В.Кузьмин) «Шуратăл» литпĕрлешÿ 30 çул тултарнă ятпа иртнĕ республикăри Чăваш литература кунĕсене йĕркелесе ирттерме пулăшрĕ (укçа-тенкĕ енчен те).
Октябрь уйăхĕнчи ларăвĕнче ветерансемпе ĕçлекен комисси йĕркеленĕ. Унăн председательне ШĔМ отставкăри полковникне Борис Гордеева суйланă. Борис Ефимович хăй енчен чăваш общественноçне пăхса тухма «Асра тытчăр…» («Чтобы помнили...») проект сĕннĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – паттăр ентешсен ячĕсене ĕмĕрех асра тытасси. Асăннă проекта пурнăçа кĕртсе Ермеккей тăрăхĕнчи Уйăлка, Иглин районĕнчи Ивано-Казанка, Кармаскалă тăрăхĕнчи Суук-Чишма, Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç шкулĕсенче патриотизм витĕмĕпе мероприятисем иртнĕ.
Чăваш Республикипе Пушкăртстан Республики пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси пирки тунă Килĕшÿ тăрăх, ПР Вĕрентÿ министерствипе калаçса татăлса кашни çулах Пушкăртстанри чăваш ачисене Чăваш Ене канма ярассине йĕркеленĕ. Вĕсене лагере леçессине тата каялла илсе килессине Канаш хăй çине илнĕ. 2018 çулта 9 ачана Шупашкар хулинче канма путевкăпа тивĕçтернĕ.
Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче вĕрентÿ комиссийĕ (ертÿçи - Л.Н.Пашина) республика шайĕнчи тăван чĕлхесен олимпиадине хутшăннă, чăвашсен Канашĕ мероприятие спонсорла пулăшу панă, олимпиадăна хутшăнакансене парнесемпе тата дипломсемпе чысланă. Хальхи вăхăтра чăваш Канашĕ республикăри хăш шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентнине, тăван чĕлхене миçе ача вĕреннине, миçе учитель вĕрентнине, вĕрентÿ пособийĕсемпе мĕнле тивĕçтернине тишкерсе шута илет.
Çавăн пекех ПР чăвашсен Канашĕн членĕсем Пушкăрт патшалăх медицина университетĕнче Пишпÿлек районĕнчи студентсемпе тĕл пулни те паллă йĕр хăварнă. Студентсем умĕнче Л.И.Мурманская тухса калаçнă. Вăл студентсене Канаш ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа панă, вĕсене общество пурнăçне хутшăнма чĕнсе каланă.
Канашăн ырă йăлисен шутне çаксене те кĕртмелле: ĕç ветеранĕсене, активистсемпе учительсене, тăван чĕлхе олимпиадисен çĕнтерÿçисене Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысласси, наци уявĕсене тата мероприятийĕсене хутшăнасси. Президиум членĕсем Ишимбай хулинчи Наци культурисен центрĕнче, Авăркас тăрăхĕнчи Чăваш Хурамал, Иглин районĕнчи Ивано-Казанка шкулĕсенче иртнĕ мероприятисене хутшăннă.
Ноябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Конгресс-холри» концерт залĕнче «Мисс INTERNATIONAL – UFA» фестивалĕн Гала-концерчĕ иртнĕ. Унта чăваш халăхĕпе З.Исмагилов ячĕллĕ искусство академийĕн студентки, Пишпÿлек тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Екатерина Емельянова паллаштарнă. ПР чăваш Канашĕ, Пишпÿлек район администрацийĕ, Пишпÿлек ентешлĕхĕ, «Нарспи» тата «Сарпи» ансамбльсем, «Травы Башкирии» ООО, Ĕпхÿри тир-сăран фабрики айккинче тăрса юлман, пултаруллă хĕре май пур таран пулăшнă.
Республикăри чăваш общественноçĕ Канаш çумĕнче ПР чăваш хĕрарăмĕсен «Сарпике», Ĕпхÿ хулинчи чăваш хĕрарăмĕсен «Салампи» пĕрлĕхĕсене йĕркелени те питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Канаш членĕсем час-часах Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн ларăвĕсенче пулаççĕ, «Чăваш вырсарни шкулĕн хыпарçи» кăларăмăн иккĕмĕш томне кун çути кăтартас тĕлĕшпе те пысăк тÿпе хывнă. Кĕнеке Пĕтĕм Раççейри (Мускав) тата Пĕтĕм тĕнчери (Испани, Барселона) выставкăсенче икĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.
ПР чăвашсен Канашĕн пресс-служби.
Малалли хаçатăн 8№.