Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
канашлу
9 Апрелӗн 2019, 19:25

Мăн асатте-асаннесен параппанĕпе сăрнайĕ, шăпăрĕ... манăçа тухман-ха

Март уйăхĕнче Пелепейри чăваш гимназине районти музыка предметне вĕрентекенсем пухăнчĕç. Вĕсем йышĕпе нумаях мар пулсан та кĕвĕ ăстисен сÿтсе явмалли çивĕч ыйтусем çителĕклех пулчĕç.

Калаçу «Музыкăпа урок тулашĕнчи ĕçе йĕркелесси» тĕп тема тавра пычĕ. Малтанах вĕрентекенсене гимнази директорĕ Елена Петрова вĕрентÿ учрежденийĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Унтан гимназире ĕçлекен Валентина Яковлева вĕрентекен ачасемпе пĕрле килнĕ хăнасем валли «Ачасен пултарулăхне шав кăларакан инструментсемпе усă курса аталантарасси» темăпа мастер-класс ирттерчĕ: ĕлĕкрен килекен инструментсемпе паллаштарчĕ, вĕсем кашни халăхăнах пулнине, анчах пурин те хăйне евĕрлĕрех иккенне пĕлтерчĕ. Ачасем çак инструментсемпе калама вĕренме питĕ юратса çÿреççĕ, мĕншĕн тесен вĕсемпе усă курас тесен ятарлă пĕлÿ илни кирлĕ мар. Чăн та, гимназире вĕренекенсем чăваш халăх инструменчĕсемпе калама вĕренни савăнтарать. Пĕлÿ керменĕнчи уявсенче паянхи кĕвĕ инструменчĕсемпе пĕрле параппан, сăрнай, шăпăр кĕввисем те илтĕнеççĕ.
Семинара килнĕ вĕрентекенсем, кĕске вăхăт хушшинчех, пурте пĕрле илемлĕ кĕвĕ шăрантарса пама пултарчĕç. Унтан гимнази директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Полина Кирилова урок тулашĕнче ачасем хăйсен пултарулăхĕсене мĕнле аталантарма пултарнине тĕплĕн уçса пачĕ. Семинар вĕçĕнче гимназире вĕренекенсем илемлĕ концерт кăтартрĕç тата хăнасене асăнмалăх хăйсем ăсталанă япаласене парнелерĕç. Районти музыка учителĕсен ертÿçи Рафиза Юганкина гимнази ĕçченĕсене тав сăмахĕ каларĕ, малалла та пултарулăх анинче тăрăшса ĕçлеме сунчĕ.
Полина КИРИЛОВА.
Пелепей хули.
Читайте нас: