Пур хыпар та
канашлу
9 Октябрӗн 2019, 13:19

«Мăсăльмансем Мăнкунпа Раштава, православи тĕнне тытакансем Ураза-байрампа Курбан-байрама уявлаççĕ»

Октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров «Раççей тата ислам тĕнчи: икĕ енлĕ пĕлтерĕш тата хире-хирĕç витĕм» ятпа Сочи хулинче иртнĕ ятарлă сессие хутшăннă. Мероприятие XVI Пĕтĕм тĕнчери «Валдай» канашлу клубĕн ларăвĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Радий Хабиров хăйĕн докладне Пушкăртстанра пурăнакан халăхсен туслăхне, йăли-йĕркине халалланă. Унпа, хисеплĕ вулакансем, сире те паллашма сĕнетпĕр.

«Сессинче тухса калаçма сĕннĕ хыççăн нумай шутласа çÿрерĕм: сире мĕн çинчен каласа парас, мĕнпе паллаштарас. Çавăнпа ансат меслет сĕнетĕп: Пушкăртстан Республики паянхи кун тĕрлĕ халăх, тĕрлĕ тĕн çынни пĕр-пĕрне хисеплесе, туслăн пурăнакан вырăн пулнине çирĕплетсе пама тăрăшăп.
Пушкăртстанра пурăнакан 4 млн çынран 67 % мусульман тĕнне ĕненекенсем. Çав шутран, вырăссем - 36%, пушкăртсем - 30% яхăн, тутарсем – 24%. Унсăр пуçне республикăра пысăк йышпа (100 пин ытла) чăвашсемпе марисем, ытти халăхсем пурăнаççĕ. Пушкăртстан хăйне майлă регион иккенне каларăм ĕнтĕ. Халĕ сăлтавне ăнлантарса пама тăрăшăп. Пĕрремĕшĕ – регион вырнаçнă вырăн. Пирĕн республика тĕрлĕ цивилизаци, тĕн пĕрлешнĕ вырăнта никĕсленнĕ теççĕ. Ку тĕрĕс мар. Мĕншĕн тесен эпир пĕрлешнĕ вырăнта мар, вăта çĕртре ларатпăр. Ахальтен мар Пушкăртстана эпир Еврази чĕри тетпĕр.
Эпĕ час-часах çакăн пек тĕслĕх илсе кăтартатăп. Вăл Раççей çыннисемшĕн уйрăмах кăмăллă пулĕ. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Пушкăрт кавалери дивизийĕ питĕ паллă пулнă. Ун йышĕнче – 78 Совет Союзĕн Геройĕ. Вăл вăхăтри Совет Çарĕн пĕр подразделенийĕнче те ун чухлĕ герой пулман.
Эпир тахçантанпах темиçе тĕрлĕ халăхпа пĕрле пурăнатпăр. Тĕрлĕ тĕн тата наци хăйне майлă. Мĕнпе интереслĕ-ха Пушкăртстанра пурăнакансен пурнăçĕ. Пĕр халăх тепĕр халăха çывăха хунипе.
Пушкăртстанра пурăнма питĕ кăмăллă. Çынсен Турă çуралнă кунпа Мăнкунсăр пуçне тата икĕ канмалли кун, Ураза-байрампа Курбан-байрам, пур. Пирĕн республикăра мăсăльмансем Мăнкунпа Турă çуралнă куна, православи тĕнне ĕненекенсем Ураза-байрампа Курбан-байрама уявласси йăлана кĕнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, эпир пĕр-пĕринпе çав тери тачă çыхăннă. Çакă, ман шутпа, питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Пĕр-пĕринпе çыхăнни – хăйне майлă пулăм. Кунта ларакан ăслă çынсем, çакăн пирки тĕплĕн шутлăр та пире, патшалăх ертÿçисене, администраторсене ăслă канаш парăр. Мĕнле тусан тĕрĕсрех? Пирĕн республикăри кашни виççĕмĕш мăшăрлану хутăш мăшăрлану шутланать. Упăшки пушкăрт пулсан, мăшăрĕ православи тĕнне ĕненекен. Е тепĕр майлă. Кун йышши тĕслĕхсем питĕ нумай. Çавăн пек çемьесенче ачасем çуралаççĕ. Тĕслĕхрен, эпĕ мăсăльман, манăн ачасем православи тĕнне йышăннă. Çапла пулса тухрĕ.
Ман шутпа, çакăн йышши интереслĕ тĕслĕхсене ытти регионсенче тупма йывăр. Ытти çĕршывсенче пачах та çук.
Çакăн пек кĕске тезиссемпе, аргументсемпе эпĕ культурăри, тĕнри халăхсен хушшинчи туслă çыхăнăва кăтартса пама тăрăшрăм. Çакă ĕнтĕ пирĕн тĕп пуянлăх. Çулталăкне 18 млн тонна нефть уçласа илнинче, нефть завочĕсем епле ĕçленинче мар, туслăхра. Ку енĕпе эпир ыттисенчен маларах тăратпăр. Хамăр пуянлăха сирĕнпе те пайлама пултаратпăр.
Политологинче, обществăлла наукăра «толерантность» текен термин пур. Эпир хамăр республикăра çак термина пĕлместпĕр те, юратмастпăр та. Мĕншĕн тесен акăлчан чĕлхине кăштах та пулсан вĕреннĕ. Акăлчан чĕлхинче tolerate – «чăтăмлăх» тенине пĕлтерет. Эпир вара пĕр-пĕрне чăтмастпăр. Паян кун çынсем хальхи историографин, политологин курăмĕнче путланса ларнă. Эпир республикăра халăхсен туслăхĕнче пурăнатпăр. Тен, «халăхсен туслăхĕ» текен термина тусанран шăлса тасатмалла та çĕнĕрен унăн пĕлтерĕшĕ патне таврăнмалла.
Халăхсен туслăхĕ. Мĕнре-ха унăн тупсăмĕ? Тĕслĕхшĕн, Европăна илер. Ăна час-часах «мультикультурализм территорийĕ» теççĕ. Эпĕ ăна лайăх та ăнланмастăп. Тĕплĕнрех калас пулсан, пур нацисене илеççĕ те пĕр аш арманне яраççĕ, унтан «мультикультурăллă фарш» тăваççĕ.
Европăри ислампа Раççейри ислам – пачах урăх тĕрлĕ тĕн. Ман шутпа, Европăшăн ислам ют япала. Çавăнпа кунта тĕрлĕ чăрмавсем сиксе тухаççĕ. Ытти тĕне ĕненекенсенчен мĕнле те пулин уйрăмрах пулас тесе мусульмансем «ислам кварталĕсем» тăваççĕ. Кунта çынсем хăйсен законĕпе тата йĕркипе пурăнаççĕ. Çак кварталсене европеецсем кĕме юратмаççĕ. Ытти нумай патшалăхпа танлаштарсан, пирĕн патра ун пек чăрмавсем çук. Ку – питĕ пысăк пуянлăх.
Мĕншĕн апла-ха? Ăнлантарса пама тăрăшатăп. Паянхи Раççейри исламăн тĕп центрĕ Ĕпхÿ хулинче вырнаçнă. Нумайăшĕшĕн çакă парадокс е çĕнĕ хыпар пулĕ. Ăна унта II Кĕтерне патша йĕркеленĕ. Пушкăртсем Кĕтерне патшана питĕ хисепленĕ, «эбей батша» («асанне патша») тесе чĕннĕ. Асăннă йышăнăва Кĕтерне патша пушкăртсем шанчăклă тата ыттисемпе килĕштерме пĕлнине шута илсе тунă ĕнтĕ.
Мечет туса лартни кăна çителĕксĕр. Унта камсем тĕн вĕрентĕвне сарнине те тĕрĕслес пулать. Пушкăртстанра вырнаçнă Раççейри ислам университечĕ Ислам университечĕсен федерацине кĕрет. Пушкăртстанра тĕне саракансемпе йывăрлăхсем çук. Эпир - суннит мусульмансем. Пирĕн патра ваххабизмпа çыхăннă пĕр мечет те çук.
Пĕтĕмĕшле илсен, эпĕ пурнăç тата тĕн уйрăмлăхĕсем çинчен каласа пама тăрăшрăм. Çавăнпа та хăюллăн çак сăмахсене калама пултаратăп: эпир пĕр-пĕринпе питĕ тачă çыхăннă, çав вăхăтрах хамăр йăласене те сыхласа хăварма тăрăшатпăр. Конституци ыйтнă пек эпир пĕр-пĕрне хисеплетпĕр çеç мар, пĕр-пĕрин ырă тĕслĕхĕсене те ăса хыватпăр. Çав вăхăтрах хамăр мăсăльман е православи тĕнне ĕненнине те манса каймастпăр. Акă ăçта пирĕн çĕршывăн тĕп мăнаçлăхĕ!
Эпĕ Пушкăртстан çинчен нумай каларăм. Клуб членĕсене çитес ларăва республикăра ирттерме йыхравлатăп».
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: