Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
канашлу
16 Октябрӗн 2019, 16:20

Шуратăлçăсене тăван чĕлхепе вулакансен шучĕ чакни пăшăрхантарать

Вăтăр çул урлă каçнă «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн членĕсем хăйсен черетлĕ канашлăвне октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Ишимбай хулинчи Наци культурисен центрĕнче пухăнчĕç. Вĕсем хăйсене канăç паман ыйтусене интернет урлă (Ватсапра «Шуратăл» ушкăн пур) сÿтсе яваççĕ пулсан та куçа-куçăн тĕл пулса, чуна уçса калаçмалли, малашлăх планĕсем тумалли çителĕклех. Çакăн пирки пĕрлĕх ертÿçи Микул Ишимбай та чăваш çыравçисене лару умĕн çине-çинех асăрхаттарчĕ, пурне те мехел çитерсе килсе çитме ыйтрĕ. Канашлăва вара Çтерлĕпе Салават хулисенчен, Пелепейпе Федоровка тăрăхĕнчен 20 яхăн калем ăсти пухăнчĕç.

Ертÿçĕ кун йĕркинчи ыйтусемпе паллаштарнă хыççăн самай шавлă та хĕрÿ калаçу пуçланчĕ. Çыравçăсене ытларах ыранхи кун халăх хушшинче тăван чĕлхепе вулакансен шучĕ сахалланса пыни тата малашне вĕсем пачах та пулмас хăрушлăх сиксе тухни канăç памарĕ. Çавна пулах «Эпир çырнă калав-повеçсем, сăвă-поэмăсем кама кирлĕ пулĕç? Мĕн тумалла?» текен ыйтусем çуралчĕç. Хуравне вара ларăва хутшăнакансем пĕрле шырарĕç. Кунта чăн малтан шкулта ачасене тăван чĕлхене вĕрентесси çинче чарăнса тăма тиврĕ. Тепĕр тесен çакă тĕрĕс те пулĕ. Вулакана çамрăкла çитĕнтермелле, анчах та çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен вĕрентÿ сфери пилĕк кунлă ĕç эрни çине куçнă май, тăван чĕлхе урокĕсем чылай сахалланса юлнă – хăш-пĕр шкулсенче эрнере 1-2 урок çеç.Тĕрĕссипе вăл малтан та тивĕçтермен-ха. Çак ыйтăва хускатнă май шуратăлçăсем Çтерлĕ хулинчи 21№ шкулта кăçалхи сентябрь уйăхĕнчен чăваш чĕлхине вĕрентме пăрахни çинчен пăшăрханса калаçрĕç, ПР Вĕрентÿ министерстви тата хула администрации ячĕпе коллективлă çыру çырма йышăнчĕç. Сăмах май, хулари чăваш наципе культура автономийĕ хула администраци ячĕпе çыру çырнă-ха, анчах та хальлĕхе хуравĕ çук. Асăннă ыйтăва пăхса тухнă чухне Геннадий Данилов, Вячеслав Ерохин, Аркадий Русаков, Людмила Маркина, Алексей Емельянов юлташсем хастар хутшăнчĕç.
Çамрăк ăрупа çыхăнăва татас мар тата вырăнсенче ĕçе хастартарах йĕркелес тесе пысăк республикăна зонăсем çине пайласа яваплисене палăртрĕç. Сăмахран, Ĕпхÿ хулипе Кармаскалă, Иглин районĕсемшĕн Иван Тарасов, Çтерлĕпе Ишимбай хулисемшĕн тата Авăркас районĕшĕн Геннадий Челпирпе Владимир Петров, Микул Ишимбай, Федоровка районĕпе Кумертау хулишĕн Зинаида Сурпан, Салават хулишĕн Виктор Ивановпа Николай Петров, Мелевĕсшĕн Аркадий Русаков, Пелепейпе Пишпÿлек, Миякипе Ермеккей тăрăхĕсемшĕн тата Октябрьск хулишĕн Алексей Емельяновпа çак йĕркесен авторĕ яваплă пулĕç. Çапла майпа малашне калем ăстисем вăл е ку тĕлпулăва йĕркелес тесен «Шуратăл» литпĕрлешÿ председателĕ хушассине кĕтсе лармалла мар, асăннă юлташсем яваплăха хăйсем çине илсе ĕçе кÿлĕнмелле.
Канашлура тепĕр çивĕч ыйтăва хускатрĕç. Ку вăл çырнă ĕçсен пахалăхĕ пирки пулчĕ.
- Калав-повеçсем çеç мар, романсем те çыратпăр. Калăпăшĕ хыççăн кайса пахалăх пирки манмалла мар. Çав роман текен япаласенче саваласа çитермен йĕркесемпе вырăнсем çителĕклех. Хайлавсен чĕлхи çине те тивĕçлĕ тимлĕх уйăрмалла. Шăйрăксем пурри çыравçа илем кÿмест. Сăмах ăсти вăл хăйĕн маркине тытма пĕлмелле, – терĕ «Шуратăлăн» ертÿçи Микул Ишимбай.
Хăш-пĕр юлташсем «Пурте Мранькка пек çыраймаççĕ ĕнтĕ» тесе тÿрре тухма тăрăшрĕç, анчах та çапла шутлани тĕрĕс мар.
Кулленхи ĕçсене сÿтсе явнă май пухăннисем малашнехи плансем çинчен те манмарĕç, ятарлă пунктсемпе ĕç планне йышăнчĕç. Çитес çул вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн Константин Ивановăн юбилейлă çулĕ (130 çул) пулмалла. Апла пулсан Пушкăртстанри чăваш çыравçисене уйрăмах тухăçлă та хастар тăрăшма тÿр килет.
Шуратăлçăсенчен чи асли Салават хулинче пурăнакан Александр Михайлов (Аляккав Санькки) çыравçă пиртен уйрăлса кайнă ĕçтешсем çинче чарăнса тăчĕ. Николай Леонтьевпа Георгий Никитин, Мĕтри Мишшипе Василий Музыкантов, Михаил Сихунпа Владимир Озеров тата ыттисен ячĕсене аса илчĕ, литпĕрлешĕвĕн хастарĕсене вĕсене асра тытма чĕнсе сăмах каларĕ, Ишимбайри Наци культурисен центрĕнче вĕсен ячĕпе пысăках мар асăну кĕтесĕ уçма сĕнчĕ. Çав вăхăтрах центр директорĕн культура енĕпе ĕçлекен çумне Раушиня Валеевана вилнĕ авторсен автографĕпе илемлетнĕ кĕнекесене парнелерĕ.
Канашлу вĕçĕнче техĕмлĕ вĕри чей ĕçнĕ май «Урал сасси» хаçата çитес çулшăн çырăнтарасси иртрĕ. Çыравçăсенчен чылайăшĕ юратнă кăларăма çулталăках илсе тăма кăмăл турĕç. Вĕсем редакцин парнисене тивĕçрĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Ишимбай хули.
Читайте нас: