Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
канашлу
18 Апрелӗн 2023, 13:00

Юбилейлă çул шуратăлçăсене тухăçлă ĕçлеме хистет

Апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче Ишимбайри Наци культурисен центрĕнче «Шуратăл» литпĕрлешÿ правленин черетлĕ канашлăвĕ иртрĕ.

Юбилейлă çул шуратăлçăсене тухăçлă ĕçлеме хистет
Юбилейлă çул шуратăлçăсене тухăçлă ĕçлеме хистет

Малтан çак йĕркесен авторĕ çыравçăсем юлашки вăхăтра çырнă ĕçĕсене тишкерсе хак пачĕ, малашнехи плансем çинче чарăнса тăчĕ. Кăçал пĕрлешÿ йĕркеленнĕренпе 35 çул тултарнă май ĕç планне йышăнса çирĕплетмеллине, юбилей мероприятийĕсене тивĕçлĕ шайра ирттермеллине аса илтерчĕ.
«Шуратăл» литература перлешĕвĕн ертÿçи юбилей ячĕпе чăвашла, вырăсла çыракан авторсен пĕрлехи кĕнекине пухса авторсен шучĕпе Пелепейрех кăларма май пуррине, çак ĕçре «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем пулăшма пултарнине пĕлтерчĕ. Çак сĕнĕве пухăннисем ырласа йышăнчĕç.
Юбилейăн тĕп мероприятине Çтерлĕ хулинче е Авăркас районĕнче ирттерсен аван пулмалла. Вăхăт нумай юлманнине кура хатĕрленÿ ĕçĕсене правуртарах пурнăçламаллине те палăртрĕç литпĕрлешÿ хастарĕсем. Тĕп мероприятие июнĕн 10 е 17-мĕшĕнче йĕркелесен аван пулнипе пурте килĕшрĕç.
Литпĕрлешÿ йышне «çамрăклатас» тĕлĕшпе те ыйтусем пулчĕç, мĕншĕн тесен, Раççей Писательсен союзĕн чи çамрăк пайташĕ 60 çултан иртнĕ, çак йыша илме хальлĕхе тивĕçлĕ кандидатсем çук. Паянхи кун ăнăçлă ĕçлекенсенчен Василий Антонов çыравçа палăртма пулать. Хăй укçи-тенкипе кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать вăл, шел, тиражĕ 50-60 экземпляр çеç. Çавна пула республикăри чăваш библиотекисене те çав кĕнекесем çитеймеççĕ.
Шупашкарти Чăваш кĕнеке издательствинче пирĕн авторсен кĕнекисем кун кураймаççĕ, мĕншĕн тесен эпир «тулай çыравçисем». Пушкăрт писателĕсен союзĕ çумĕнче чăваш секцине уçас ыйтăва та татса пачĕç пухăннисем. М. Ишимбайпа А. Русаков ку ыйтупа темиçе хут та союзăн унчченхи председателĕпе З.А. Алибаевпа тĕл пулса калаçнă, анчах ĕç секцие уçма шантарнинчен малалла каяйман. Халь укçа-тенкĕ çук пирки унта тĕпленнĕ вырăс, тутар секцийĕсем те обществăлла майпа тÿлевсĕр ĕçлеççĕ имĕш.
Хальлĕхе Лидия Мавлютова (Шурçăл) кăна Пушкăрт писателĕсен союзне кĕме шутлать, ыттисем «унта пулни пире ним те памасть» текен шухăш патне çаврăнса тухрĕç. Ку союза кĕресси пирки çÿлерех асăннă юлташсем пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнчен ертсе пыракан А.Г. Баймухаметовпа та калаçнă. Вăл та тĕплĕ хурав парайман. Кам епле союзра тăрасси – кашнин хăйĕн ирĕкĕ, енчен те пĕр союзран тухса теприне кĕрес, е ик союзра тăрас тесен, пиртен чару çук.
Николай Демьянович «Шуратăл» структурине улшăнусем кĕртес ыйтăва та хускатрĕ. Литература пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕ вăхăтра та, каярах та, тĕрлĕ документсем çырса хатĕрлеме яваплă çыруçă кирлĕ пулнах ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра çак ĕç çукпа пĕрех, çавăнпа хула-районсенче ĕçлеме председатель çумĕсем кирли куç кĕрет. Яваплă çыруçă ĕçне халь литпĕрлешÿре Геннадий Тимофеев (Челпир) илсе пырать. Ăна ĕçлемест тесе хурласа пулмасть-ха, май пур таран тăрăшать, çавах та самана хушнă пек ĕçлеме вĕренмелле.
Канашлу вĕçĕнче пухăннисем «Шуратăл» юбилейне хăçан, ăçта ирттерессине «Урал сасси» хаçат урлă çитес вăхăтра пĕлтерме йышăнчĕç.
Микул ИШИМБАЙ,
«Шуратăл» литпĕрлешÿ ертÿçи.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: