Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
канашлу
17 Декабрӗн , 10:37

Чĕлхе ыйтăвĕсене – пысăк тимлĕх

Декабрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Ĕпхÿре, Конгресс-холра Пушкăртстан Республикин Правительстви çумĕнчи «Пушкăртстан Республикинчи халăхсен чĕлхисем çинчен» саккуна пурнăçлас енĕпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна ПР Правительствин премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Урал Кильсенбаев ертсе пычĕ.

Чĕлхе ыйтăвĕсене – пысăк тимлĕх
Чĕлхе ыйтăвĕсене – пысăк тимлĕх

Унăн ĕçне хуласемпе районсенчи комиссисен секретарĕсем, комисси пайташĕ, ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Ирина Сухарева профессор, истори наукисен докторĕ те хутшăнчĕç. ПР Правительствин премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Урал Кильсенбаев палăртнă тăрăх, юлашки ултă çул хушшинче Пушкăртстан Пуçлăхĕ пысăк тимлĕх уйăрнăран республикăри чĕлхесене аталантармалли системăллă мерăсем чылай йышăннă. Сăмахран, полилингваллă шкулсем уçăлаççĕ, историпе культура центрĕсем аталанаççĕ.
ПР Патшалăх Пухăвĕн наука, вĕренÿпе культура тата çамрăксен политикипе спорт комитечĕн председателĕ Айбулат Хажин Çтерлĕпе Салават хулисенче вырăна тухса ирттернĕ мероприятисем çинчен каласа пачĕ.
– Çтерлĕ хулинче чарăнусен ячĕсене обществăлла транспорт çинче пушкăрт чĕлхипе пĕлтермеççĕ. Анчах администраци январь уйăхĕнчен пуçласа çак çитменлĕхе пăрахăçлас тесе тăрăшать. Салават хулинче чĕлхесем çинчен калакан саккуна пур çĕрте те туллин пурнăçлаççĕ. 2024 çулта ашшĕ-амăшĕсем пĕр çăхав та тăратман, – тенĕ Айбулат Вакилович.
Хула-район комиссийĕсем валли сĕнÿсем хатĕрленĕ: вырăнти хăйтытăмлăх акчĕсем патшалăх чĕлхисемпе пичетленмелле, административлă право йĕркине пăснине çирĕплетсе хатĕрлекен протоколсене те патшалăх чĕлхисемпе çырса пăхмалла.
Айбулат Хажин палăртнă тăрăх, географи объекчĕсен ячĕсем çул-йĕр паллисем çинче те патшалăх чĕлхисемпе çырăнмалла. Анчах вĕсене ГОСТпа килĕшÿллĕн вырăсла тата акăлчанла хатĕрлемелле. Çак ыйтăва Туризм тата предпринимательство министерствипе сÿтсе явĕç.
ПР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Руслан Гарипов транспорт объекчĕсем çинче саккуна епле пăхăнни çинче чарăнса тăчĕ. Сăмахран, Ĕпхÿри аэропортра тата автовокзалсенче пĕлтерÿсем пушкăрт чĕлхипе янăраççĕ, анчах чугун çул объекчĕсем çинче çакна курма май килмест. Паянхи кун Челябинск – Мускав поезд килнипе кайнине çеç пушкăртла пĕлтереççĕ.
Урал Кильсенбаев тин хăпартнă тата юсаса çĕнетнĕ социаллă объектсем çинче икĕ чĕлхепе çырăннă табличкăсем пулмаллине палăртрĕ.
Çавăн пекех ларура «Город без ошибок. Башкортостан» чат-бот тата «ПрофПеревод» автоматизациленĕ информаци тытăмĕн ĕçĕсене сÿтсе яврĕç. «ПрофПеревод» система вырăсла çырса çакнисене, ятсемпе информацие пушкăртла куçарĕ. Халĕ система тест режимĕнче ĕçлет, ăна 2025 çулхи февраль уйăхĕнче ĕçе кĕртĕç.
ПР чăвашсен Канашĕн пресс-служби.

Чĕлхе ыйтăвĕсене – пысăк тимлĕх
Чĕлхе ыйтăвĕсене – пысăк тимлĕх
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: