Пур хыпар та
канашлу
18 Нарӑсӑн , 15:00

Ăсчахсем çулталăкри пухăва пуçтарăннă

2025 çулхи февраль уйăхĕн 9-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн (ЧНАНИ) отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ.

Ăсчахсем çулталăкри пухăва пуçтарăннă
Ăсчахсем çулталăкри пухăва пуçтарăннă

Пухăва 20 çын хутшăннă, çав шутран 15-шĕ академи пайташĕсем шутланаççĕ. Академин виçĕ пайташĕ аякри хуласенче (П.М. Алексеев, М.В. Гордеев, Л.А. Федоров) пурăннине, виçĕ пайташĕ (А.П. Михайлов, Л.А. Афанасьева, Л.В. Коротаева) урăх мероприятие хутшăннине тата виçĕ пайташĕ (В.А. Иванова, В.Е. Степанова, Н.А. Фомин) сывлăхĕсем начар пулнипе килменнине шута илсен те пухăва списокри йышăн çурри ытла хутшăннă. Мероприятие Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн вице-президенчĕн Н.Е. Лукиановăн ăнăçлă ĕçлеме сунса çырнă салам сăмахне вуланинчен пуçланă.
Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн 2024 çулти ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕсем пирки унăн ертÿçĕ тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Игорь Петров истори наукисен кандидачĕ тулли отчет тунă. Вăл академи филиалĕн пайташĕсен ĕç-хĕлне хак панă, çивĕч ыйтусене тата çĕнĕ суйлав тапхăрĕн тĕллевĕсене палăртнă. Пухăннисем отчета сÿтсе явас ĕçе хастар хутшăннă, пĕр саслă пулса филиал начар мар ĕçленине çирĕплетнĕ.
Пухăва хутшăнакансем кăçалхи ĕç планне те йышăннă. Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ пирки калакан Положение уйрăм тимлĕх уйăрнă. Унăн кирлĕлĕхĕ пирки иртнĕ пухура пĕлтернĕ пулнă. Пĕтĕмĕшле документа никĕс вырăнне йышăннă, Президиума асăрхаттарусемпе сĕнÿсене шута илсе ĕçлеме хушнă.
Пухура йĕркелÿ енĕпе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă. Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн ертÿçи пулма Игорь Петрова, унăн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлама Юрий Леонтьева (Мударист Сафин вырăнне) пĕр саслă пулса суйланă. Унсăр пуçне Президиумăн тата Ревизи комиссийĕн çĕнĕ йышне çирĕплетнĕ. ЧНАНИ Уставĕпе тата Положенийĕпе килĕшÿллĕн вĕсем виçĕ çула суйланнă. Пуху вĕçĕнче филиалăн чи хастар пайташĕсене тĕрлĕ наградăсемпе палăртса хăварнă. Çапла, наукăпа шырав ĕçĕсене ăнăçлă илсе пынăшăн, общество ĕçне хастар хутшăннăшăн Л.Г. Наумова, А.Н. Русакова тата Л.И. Русакована ЧНАНИн Тав çырăвĕсемпе чысланă. В.Т. Никонорована С.М. Яндуш ячĕллĕ «Тăван тăрăха тĕпчес ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн», А.Н. Русакова (сăн ÿкерчĕкре) «Литература тата обществăпа культура ĕç-хĕлне хастар хутшăннăшăн» медальсемпе наградăланă.
ЧНАНИ филиал пайташĕсем пĕтĕмлетÿ пухăвне лайăх хатĕрленнине, тăратнă документсем тулли пулнине палăртнă. Академи ăсчахĕсем филиалăн çĕнĕ йышне плансемпе килĕшÿллĕн малалла та тухăçлă ĕçлеме суннă.
Ирида НОВИКОВА.
Ĕпхÿ хули.

Ăсчахсем çулталăкри пухăва пуçтарăннă
Ăсчахсем çулталăкри пухăва пуçтарăннă
Ăсчахсем çулталăкри пухăва пуçтарăннă
Ăсчахсем çулталăкри пухăва пуçтарăннă
Ăсчахсем çулталăкри пухăва пуçтарăннă
Ăсчахсем çулталăкри пухăва пуçтарăннă
Ăсчахсем çулталăкри пухăва пуçтарăннă
Ăсчахсем çулталăкри пухăва пуçтарăннă
Ăсчахсем çулталăкри пухăва пуçтарăннă
Ăсчахсем çулталăкри пухăва пуçтарăннă
Ăсчахсем çулталăкри пухăва пуçтарăннă
Ăсчахсем çулталăкри пухăва пуçтарăннă
Ăсчахсем çулталăкри пухăва пуçтарăннă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: