Канашлăва уçнă май литпĕрлешÿ ертÿçи Микул Ишимбай çыравçă кун йĕркипе паллаштарчĕ. Тĕп ыйту Çтерлĕ районĕнче М.Н. Данилов-Чалдун чăваш совет писателĕ ячĕпе литература премийĕ йĕркелесси пулчĕ. Иртнĕ çул январь уйăхĕнче Максим Николаевич çут тĕнчене килнĕренпе 130 çул çитрĕ. Вăл Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ялĕнче çуралнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 1944 çулта фронтра пуçне хунă. Кăçал вара Аслă Çĕнтерĕве 80 çул пулать. Шуратăлçăсем çак паллă датăна асра тытса çыравçă ячĕллĕ литература премийĕ çирĕплетме ыйтса Çтерлĕ район администраци пуçлăхĕ Рита Самигуллина патне çырупа тухасшăн.
- Паянхи кун тĕлне литпĕрлешÿ пайташĕсем хăш-пĕр йĕркелÿ хучĕсене çырса хатĕрленĕ. Унта мĕн çырнине йышпа пĕрле сÿтсе явмалла, йышăну тумалла. Ку вăл пĕччен тумалли ĕç мар. Шăпах çак тĕллевпе пухăнтăмăр та, - терĕ Николай Демьянович ларăва ертсе пынă май.
Чăн та, çак пуçару кĕске вăхăт хушшинче пурнăçа кĕрекен пулăм мар, анчах та питĕ вăхăтлă та вырăнлă сĕнÿ. Çакна влаçрисем те тĕрĕс ăнланасса шанас килет. Паллах, пуçару ушкăнĕ те алă усса лармĕ, хăйĕнчен мĕн килнине тума тăрăшĕ. Сăмах май, унта Микул Ишимбай, Аркадий Русаков, Геннадий Челпир çыравçăсем, ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçи Ирина Сухарева профессор, Çтерлĕ хулинчи ЧНКА тата Чăваш культура обществин председателĕсем Оксана Федоровапа Ольга Иванова, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов кĕнĕ. Вĕсен, çак яваплă çынсен, Çтерлĕ район администраципе çеç мар, Пушкăртстанри Писательсен союзĕпе те ĕçлеме тÿр килĕ.
М.Н. Данилов-Чалдун ячĕллĕ литература премине çирĕплетессипе çыхăннă ларура Оксанапа Николай Федоровсем, Аляккав Санькки чăваш наци академикĕ, Геннадий Челпир çыравçă, Ирина Сухарева тухса калаçрĕç, сĕнÿсем пачĕç. Ирина Витальевна кăçалхи май уйăхĕнче Константин Ивановăн 135 çулхи юбилейне тата чăваш çамрăкĕсен форумне ирттерес ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.
Канашлура çавăн пекех пухăннисем Аркадий Русаковăн иртнĕ çул вĕçĕнче Ĕпхÿри «Китап» кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă «Чувашский след в истории» кĕнекине хак пачĕç. Аркадий Никандрович хăйĕн ĕçĕнче ăслăлăх тата этнографи материалĕсемпе усă курса ансат та ăнланмалла чĕлхепе чăваш халăхĕн тымарĕсене çутатса панă. Автор пĕлтернĕ тăрăх,100 яхăн страницăран тăракан пĕлÿ çăлкуçне ытти халăхсем те чăвашсем çинчен пĕлччĕр тесе вырăсла кăларнă. Унăн тиражĕ 500 экземплярпа танлашать.
Юрий СНЕГОПАД.
Ишимбай хули.