Пур хыпар та
канашлу
18 Мартӑн 2025, 13:00

Мускав хули ЧНКА ертÿçисене пуçтарчĕ

2025 çулхи март уйăхĕн 11-мĕшĕнче Мускав хулинче Пĕтĕм Раççейри чăвашсен федераллă наципе культура автономийĕн ларăвĕ иртрĕ.

Мускав хули ЧНКА ертÿçисене пуçтарчĕ
Мускав хули ЧНКА ертÿçисене пуçтарчĕ

Канашлăва Раççей Паттăрĕ, Раççей чăвашĕсен федераллă наципе культура автономийĕн ертÿçи Николай Гаврилов генерал-лейтенант ертсе пычĕ. Ăна ертÿçĕ пулма 2023 çулхи апрель уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри чăвашсен наципе культура автономийĕн пухăвĕнче суйланăччĕ. Çавăн чухнех автономин 18 çынран тăракан Канашне те çирĕплетрĕç. Вĕсен шутне Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Яковлев та (вăлах çак йĕркесен авторĕ) кĕчĕ. Вăл Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономин ĕç планĕпе паллаштарчĕ, чăваш поэзи классикĕн К.В. Ивановăн 135 çулхи юбилейне паллă тăвасси пирки сăмах хускатрĕ.
Ĕçлĕ ларура Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине Санкт-Петербург хулинче тивĕçлĕ шайра ирттересси, Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннă, Çĕнтерĕве туптанă чăвашсене халалланă асăну палăкĕ уçасси пирки сÿтсе яврĕç. Çавăн пекех ФНКА ĕçтăвкомĕн çĕнĕ ертÿçине, А.Г. Алексеева, суйларĕç.
Асăннă ларура Пĕтĕм Раççейри чăвашсен федераллă наципе культура автономине тата Калининград, Чулхулапа Тюмень облаçĕсен автономийĕсем хутшăнчĕç. Йыш пысăкланни, чăвашсем пĕр тĕвве пухăнни кăмăла çĕклет, малалла ĕçлеме хавхалантарать, вăй хушать.
Владимир ЯКОВЛЕВ, Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономин председателĕ.
Мускав хули.

Мускав хули ЧНКА ертÿçисене пуçтарчĕ
Мускав хули ЧНКА ертÿçисене пуçтарчĕ
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас