Пур хыпар та
канашлу
1 Ноябрӗн 2025, 09:00

Сихунта чăваш чĕлхипе литературине вĕренес енĕпе семинар иртнĕ

Октябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Кармаскалă тăрăхĕнчи Сихун ялĕнчи пĕлÿ çуртĕнче районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен семинарĕ иртнĕ. Кăçал ăна «Тăван чĕлхене вĕрентес ĕçре инноваци технологийĕсемпе меслечĕсем, вĕренекенсен пĕлÿ илес туртăмне вăратасси» темăна халалланă.

Сихунта чăваш чĕлхипе литературине вĕренес енĕпе семинар иртнĕ
Сихунта чăваш чĕлхипе литературине вĕренес енĕпе семинар иртнĕ

Семинар ĕçне районта чăваш чĕлхипе литературине ăша хывма пулăшакан вĕрентекенсем Татьяна Козловапа Людмила Павлова, Альбина Петровапа Елена Быкова, мăкшă чĕлхине вĕрентекен Екатерина Асабина тата Кармаскалă тăрăхĕнчи вĕренÿ пайĕн тăван чĕлхесен методисчĕ Наркас Кудакаева хутшăннă.

Семинар программипе килĕшÿллĕн Валентина Павлова, Лариса Дмитриева, Людмила Степанова вĕрентекенсем 2, 4 тата 6 классемпе ирттернĕ уçă уроксем вăхăтĕнче хăйсен пултарулăх вăй-хăватне уçса пама пултарнă.

Ольга Романовапа Дарья Тимошенко «Чăваш чĕлхин çĕршывĕнче» класс тулашĕнчи мероприяти хатĕрленĕ. Ăна вĕсем «Хамăрăн вăйă» ăс-тăн вăййи форматпа йĕркеленĕ. Ачасем икĕ командăна уйрăлса чăваш чĕлхипе фольклорне, чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене мĕнле пĕлнине кăтартса панă.

Ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче вĕрентекенсем тăван чĕлхене вĕрентес ĕçре усă курмалли теорипе методикăна сÿтсе явнă, çĕнĕ меслетсемпе технологисене пăхса тухнă. Çавăн пекех ĕçтешсем пĕр-пĕрин тăван чăваш чĕлхине упрас тата аталантарас енĕпе ĕçлемелли паха опычĕпе паллашнă.

Семинар тухăçлă та ăнăçлă иртнĕ. Ăна çÿллĕ шайра йĕркеленĕшĕн Кармаскалă тăрăхĕнчи вĕренÿ пайĕ Сихун ялĕнчи шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене Хисеп хучĕсем парса чысланă.

Ирида НОВИКОВА.
Кармаскалă районĕ, Сихун ялĕ.

Сихунта чăваш чĕлхипе литературине вĕренес енĕпе семинар иртнĕ
Сихунта чăваш чĕлхипе литературине вĕренес енĕпе семинар иртнĕ
Сихунта чăваш чĕлхипе литературине вĕренес енĕпе семинар иртнĕ
Сихунта чăваш чĕлхипе литературине вĕренес енĕпе семинар иртнĕ
Сихунта чăваш чĕлхипе литературине вĕренес енĕпе семинар иртнĕ
Сихунта чăваш чĕлхипе литературине вĕренес енĕпе семинар иртнĕ
Сихунта чăваш чĕлхипе литературине вĕренес енĕпе семинар иртнĕ
Сихунта чăваш чĕлхипе литературине вĕренес енĕпе семинар иртнĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас