Пур хыпар та
канашлу
25 Декабрӗн 2025, 10:00

Ăсчахсем çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх планĕсем тунă

Декабрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн (ЧНАНИ) Уралçум филиалĕн çулталăкри пухăвĕ иртрĕ. Унта академин 30 пайташĕнчен вун пиллĕкĕшĕ хутшăнчĕ.

Ăсчахсем çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх планĕсем тунă
Ăсчахсем çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх планĕсем тунă

Çирĕплетнĕ кун йĕркипе килĕшÿллĕн чи малтан Авăркас районĕнчен килнĕ ĕçтеше Юрий Леонтьева сăмах патăмăр. Юрий Харитонович ноябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Вăрмар шкулĕнче иртнĕ «Тăван тавралăха юратса» регионсем хушшинчи конференци иртни пирки каласа пачĕ. Конференци ĕçне Юрий Леонтьев, Иван Ефимов, Николай Петров, Людмила Васильева, Валентин Николаев хутшăнчĕç. Унсăр пуçне вăл ноябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче ЧНАНИн отчетпа суйлав пухăвĕн тĕп пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ.
Малалла ЧНАНИ Уралçум филиалĕн ертÿçи Игорь Петров истори наукисен кандидачĕ (çак йĕркесен авторĕ) филиалăн 2025 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, академин мĕнпур членĕ те тухăçлă ĕçленине, çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçленине палăртрĕ. Ун хыççăн филиалăн 2026 çулхи ĕç планне сÿтсе явса çирĕплетрĕмĕр.
Пухăвăн юлашки пайĕнче ЧНАНИн çĕнĕ пайташĕсене удостоверенисем патăмăр. Кăçал «Красноусольск» санаторин тĕп директорĕн сиплевпе диагностика ĕçĕн çумĕ, ПР чăваш хĕрарăмĕсен «Сарпике» пĕрлĕхĕн председателĕ, медицина наукисен докторĕ Людмила Бадретдинова, писатель, публицист, юрăç-автор, ЧР Писательсен союзĕн пайташĕ, ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валентин Николаев, Ĕпхÿ районĕнчи Булгаковăри «Взлетай» шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Васильева таврапĕлÿçĕ академин çĕнĕ членĕсем пулса тăчĕç.
Унсăр пуçне кăçалхи çулăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш наци ăслалăхпа ÿнер академийĕн пайташĕсене медальсемпе тата Хисеп хучĕсемпе чысласси иртрĕ. Юрий Леонтьев «Халăх академикĕ» хисеплĕ ăсчах ятне, Николай Петров «Литературăри тата обществăпа культура ĕçĕ-хĕлĕнчи хастарлăхшăн» медале, Леонид Наумовпа Лира Афанасьева Спиридон Михайловăн «Тăван тавралăха тĕпченĕшĕн» медале тивĕçрĕç. Юрий Леонтьева, Анатолий Ефремова, Николай Васильева, Галина Кириллована ЧНАНИн Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
Игорь ПЕТРОВ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн ертÿçи.
Ĕпхÿ хули.

Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта web.max.ru/-687399910... каçăпа куçма пулать.

 

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас