Çак кунсенче Ĕпхÿре Пушкăртстанри Халăхсен туслăх çуртĕнче ĕçлĕ канашлу иртрĕ. Унăн ĕçне Туслăх çурчĕн директорĕ Эльмира Саматова, унăн çумĕ Рифат Биккулов, Авăркас район Канашĕн секретарĕ Юрий Николаев тата чăваш хастарĕсем хутшăнчĕç. Калаçу ытларах пулас чăваш историпе культура центрĕн дизайн проектне тăвасси пирки пычĕ. Культура вучахне йĕркелекенсем чăваш лапамне паянхи кун ыйтнă самантсене шута илсе йĕркелеме палăртаççĕ. Паллах, иртнĕ кунсен никĕсĕ çинче. Кунти экспозицисем чăвашсем пушкăрт çĕрĕ çине пуçласа ура ярса пуснинчен тытăнса паянхи куна çитнĕ пурнăçа сăнласа памалла. Тăватă ĕмĕре яхăн тăсăлакан истори тапхăрне çутатса пама паянхи технологи мелĕсемпе усă курма калаçса татăлнă. Çапла майпа эпир хамăр халăхăн культура еткерне çамрăк ăру патне илсе çитерме пултарăпăр, тарăнрах ăша хывма майсем туса парăпăр. Çакă вăл центр пурнăçа кĕртме палăртнă тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать те.
Толбазăри чăваш историпе культура центрĕ ПР Халăхсен туслăх çурчĕн тытăмĕнчи учреждени пулмалла. Сăмах кунта Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишмари историпе культура центрне хупса çĕннине уçасси пирки пымасть, унти центр та хăйĕн ĕçĕсене палăртнă планпа туса пырĕ.
Юрий СНЕГОПАД. Ĕпхÿ хули.