Пур хыпар та
Каникул
13 Июнӗн 2019, 12:41

Ачасем – пурнăç чечекĕсем

Халăх паллă тăвакан пысăк уявсем чылай. Пĕлтерĕшлисен, сумлисен йышне Ачасене хÿтĕлемелли куна та кĕртес килет. Ачасем - пурнăç илемĕ-çке. Вĕсене халалланă уява епле чаплă ирттермĕн-ха?

Сăмах май, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун июнь уйăхĕн пĕрремĕш кунĕпе тÿр килет. Ăна 1949 çулхи ноябрь уйăхĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен демократиллĕ федераци сессийĕн йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Çапла вара çак уява пĕрремĕш хут 60 çул каялла паллă тунă. Унăн тĕп тĕллевĕ - çитĕннĕ çынсене ачасен прависене хисеплемеллине тата пăхăнмаллине аса илтересси.
Ачасен уявне халалласа кашни çулах тĕрлĕ мероприяти иртет. Акă кăçал та пĕчĕккисене хÿтĕлемелли кун Авăркас районĕнчи Наумьел ялĕнчи вулавăшпа культура çурчĕн ĕçченĕсем «Хаваслă ачалăх» праçник йĕркеленĕ. Парк лапамĕ кăнтăрлахи апат тĕлне юрă-кĕвĕпе‚ ачасен хаваслă сассипе‚ тĕрлĕ тĕслĕ бантсемпе тата шарсемпе‚ ашшĕ-амăшĕсен тата килнĕ хăнасен савăнăçлă куллисемпе тулчĕ. Пĕрисем уява велосипед хăваласа аслашшĕ-кукашшĕсемпе‚ теприсене асламăшĕ-кукамăшĕсем коляскăпа тĕртсе килнĕ. Хĕр ачасем уяв ячĕпе аквагрим тунă‚ арçын ачасем хăйсен чи илемлĕ тумтирĕсене тăхăннă. Хăшĕсем вара юратнă теттисене те‚ хут купăсне те илме манман.
Вырăнти библиотека çамрăк вулакансем валли «Кĕнеке пикникĕ» хатĕрленĕ. Ачасем палаткăра хаваспах кĕнекесемпе журналсем вуларĕç‚ кроссвордсемпе тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç. Çавăн пекех кашни хĕр ачапа арçын ача викторинăсемпе конкурссене‚ эстафетăпа ташă флешмобне‚ литературăри юратнă сăнарсемпе пĕрле дискотекăна хутшăнма пултарчĕ. Сăн ÿкермелли вырăн та пушă юлмарĕ. «Çарăк»‚ «Матрешкăсене канфет çитересси»‚ «Велосипедпа ăмăртасси»‚ «Михĕпе чупасси»‚ «Вĕрен туртасси» эстафетăсем ачасемпе аслă ăрури çынсене ача-пăча сабантуйне илсе çитерчĕç. Мероприяти вĕçĕнче шăпăрлансем Хĕл Мучипе тĕл пулчĕç. Вăл ачасене уяв ячĕпе саламласа кучченеç (пĕр коробка мороженăй) илсе килнĕ. Унсăр пуçне Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна палăртса супăнь кăпăкĕнчен салют та ятăмăр. Арçын ачасемпе хĕр ачасем тата аслисем çу кунĕсем çитнĕ ятпа вăхăта савăнăçлă та шавлă‚ туслă ирттерчĕç.
Оксана МАТВЕЕВА.
Авăркас районĕ, Наумьел ялĕ.
Читайте нас в