Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кану
21 Августӑн 2019, 13:32

«Эткер» Раççейри чăваш ачисене пĕр çемьене пуçтарчě

Июль уйăхěн 27-мěшěнчен пуçласа август уйăхěн 5-мěшěччен Чăваш Республикинчи «Вăрман юмахě» ача-пăча санаторийěнче Раççей Федерацин субъекчěсенчи чăваш ачисем валли «Эткер» смена ěçлерě. Кăçал унта Пушкăртстанпа Тутарстанран, Самарпа Тюмень, Чěмпěр тата Чулхула облаçěсенчен 37 ача пуçтарăнчě. Вěсем пурте чăваш чěлхипе тата культурипе йěркеленекен тěрлě конкурс, олимпиада çěнтерӳçисем, чи лайăх вěренекенсем шутланаççĕ.

Мěнлерех кăмăл-туйăмпа таврăнчěç-ши ачасем тăван Пушкăртстана? Мěнпе илěртрě вěсене «Эткер» смена? Тата çакнашкал тěлпулусен усси пур-ши?
Ĕпхÿре пурăнакан Вероника Никитина ытларах вырăсла калаçать. Апла пулин те унăн тăван чěлхене лайăхрах вěренес туртăмě пур. Пěлтěр пиччěшě Илья «Эткер» сменăра каннă хыççăн хěр ача та кунта пулса курас ěмěтпе çунатланса пурăннă. Илемлě вулакансен конкурсěсене тăтăшах хутшăннă. Пěр конкурс валли вара «Нарспи» поэма сыпăкне тӳрех 5 чěлхепе калама вěреннě: чăвашла, вырăсла, пушкăртла, тутарла тата украинла.
Авăркас районĕнчи Треппел ялěнчен «Тантăш» хаçатăн хастар юнкорě Алина Глухова та кунтах канчě.
- Кун йěрки питě кăсăк пулчě, - каласа парать Алина. - Вăл ирпе-ирех тулта ирхи зарядка тунинчен пуçланатчĕ. Ун чух илемлě чăваш юрри-кěвви янăратчĕ. Кашни кунах тěрлěрен паллă çынсемпе паллашрăмăр, мастер-классем иртрěç. Шупашкар хулине те экскурсие çитрěмěр, унта Чăваш тěрри тата Çеçпěл Мишшин музейĕсенче пултăмăр. Лагерь смени вěçленнě кун Алексей Московский артистпа пěрле ташă каçě иртрě. Вăл пурне те хавхалантарчě.
Авăркас тăрăхěнчен çавăн пекех Таштамак хěр ачи Олеся Семеновăпа Шланлăри Даша Алексеева та «Вăрман юмахěнче» пулчěç. Маларах Олеся Шупашкара ирěклě майпа кěрешекенсен ăмăртăвне хутшăнма кайса курнă, анчах ун чухне хулапа паллашма май пулманшăн куляннă. «Эткер» сменăра канни çак çитменлěхсене пăрахăçлама пулăшнă. Даша вара кунта иккěмěш çул канчě. Пěлтěрхи пекех унтан тулли кăмăлпа таврăнчě.
- Пирěншěн çакăн пек лагерь йěркелени питě усăллă. Кунта канупа пěрлех чăваш халăхěн чěлхипе, историпе тата культурипе тарăнрах паллаштараççě. Çакă, паллах, тăван чěлхене тата та хытăрах юратма хистет. «Эткерти» илемлě те савăнăçлă кунсене чăваш эрешěпе илемлетнě галстук тата ушкăнпа ÿкнĕ сăн ӳкерчěксем аса илтерсе тăрěç. Ирина Диаровапа Александр Степанов вожатăйсене пысăк тав сăмахě каламалла, - савăнăçне пытармасть Даша.
- Пирĕн таврари çынсем ытларах вырăсла калаçаççě, пушкăртсемпе тутарсем те нумай. Ку лагерьте эпир пěр-пěринпе чăвашла кăна калаçрăмăр. Тата чěлхене вăйă урлă вěрентни питě килěшрě, - хăйĕн шухăшне пěлтерчě Пелепей ачи Валера Трофимов.
- Шупашкара тахçанах кайса курасшăнччě, - калаçăва хутшăнмасăр тӳсеймерě унăн пиччĕшĕ Володя. - Вăл эпě шухăшланинчен урăхларах иккен. Питě илемлě хула. Тěрлě палăк нумай кунта. Шупашкарти Ленин палăкĕ Пелепейринчен хитререх: пирěн тӳрě тăрать, кунти вара утнă евěр курăнать.
Мěн чухлě тус-юлташ тупрěç кунта ачасем. Пěр-пěринчен пěрре те уйрăласшăн пулмарĕç. Киле таврăннă чухне уйрăлу саманчĕ çитсен куçĕсем те шывланчěç. Тепěр çул каллех тěл пулма калаçса татăлчěç. «Эткерте» çуралнă туслăх хĕлхемĕ ачасен чĕринче нумайччен упранĕ.
Николай ГЛУХОВ.
Лариса ПЕТРОВА.
Чăваш Ен - Пушкăртстан.
Читайте нас: