Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кану
18 Декабрӗн 2022, 17:40

Тинĕскÿлсене йĕлтĕр çулĕ вăрмана туртать

Малашлăх çине хавхаланса пăхакан ял халăхĕ вăхăт çитмест тесе нихăçан та кăмăлне пăсмасть. Ĕçре те ĕлкĕрет, канса сывлăха çирĕплетме те мехел çитерет. Çакна Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнче пурăнакансен тĕслĕхĕ çинче те çирĕплетме пулать.

Тинĕскÿлсене йĕлтĕр çулĕ вăрмана туртать
Тинĕскÿлсене йĕлтĕр çулĕ вăрмана туртать

Пирĕн вулакансем çак ялти «Пилеш» халăх ансамблĕ (ертÿçи – Валентина Иванова) çинчен илтмен мар. Нумаях пулмасть вĕсен туслă та пултаруллă йышне БСТ телеканалпа та кăтартнăччĕ. Вĕсем юрă-ташăра çеç мар ăста, спортпа та туслă. Акă, ĕнер «Сывлăх кунĕ»мероприяти ирттернĕ. Ăна ялтан пĕр çухрăм çурăра вырнаçнă Малти вăрманта йĕркеленĕ. Пĕтĕмĕшле кану программи – йĕлтĕрпе вăрманта ярăнса çÿресси, вĕри те техĕмлĕ чей ĕçесси – виçĕ сехете тăсăлнă.

- Вăрмана йĕлтĕрпе ярăнма эпир ытти кунсенче те тухатпăр. Канмалли кунсенче халăх йышлăрах. Ватти те, вĕтти те хушшăнать. Сăмахран, пирĕн ансамбле çÿрекен Татьяна Васильевна Архипова 7 теçетке çул урлă каçнă пулин те çамрăксенчен юлмасть. Пĕртăван Егорпа Радмила Дмитриевсем, Наталья Кирллова пĕчĕк йĕлтерçĕсем те вăрманти уçă сывлăша кăмăллаççĕ, - кĕскен паллаштарчĕ хыçа юлнă кану кунĕпе культура çурчĕн ертÿçи Валентина Иванова.

Валентина Григорьева каланă тăрăх, çакăн евĕр мероприятисене виçĕ çул каялла йĕркелеме тытăннă. Малтанах вăрмана ялти арçынсем снегоходпа çÿреме пуçланă. Йĕлтĕр çулĕ хывсан вара хĕрарăмсем те уçă сывлăша туртăннă. Ара, темиçе çухрăм йĕлтĕрпе чупса вăрман илемĕпе киленнĕ май хăвна юмахри пек туятăн-çке. Уçă сывлăшри вĕри чейĕ тата мĕне тăрать? Сăмах май, ун валли кунта çу кунĕсенче ятарласа сĕтелсем те вырнаçтарнă.

- Çĕнĕ çулта Раштавра, январь уйăхĕн 7-мĕшĕнче, пысăк йышпа вăрмана тухма кăмăл пур. Халăх хирĕç мар. Вăт çапла, хамăрăн сывлăха хамăр çирĕплететпĕр. Кулленхи пурнăçа мĕнле ирттересси хамăртан нумай килет, - терĕ хĕрарăм ертÿçĕ малашлăх планĕсем пирки.

Мĕнех, ырă та кирлĕ пуçару. Тинĕскÿлсен тĕслĕхĕ ыттисемшĕн те вырăнлă пулмалла пек.

Юрий СНЕГОПАД.

Тинĕскÿлсене йĕлтĕр çулĕ вăрмана туртать
Тинĕскÿлсене йĕлтĕр çулĕ вăрмана туртать
Тинĕскÿлсене йĕлтĕр çулĕ вăрмана туртать
Тинĕскÿлсене йĕлтĕр çулĕ вăрмана туртать
Тинĕскÿлсене йĕлтĕр çулĕ вăрмана туртать
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: