Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăтлав
30 Кӑрлач 2019, 14:03

Очерк литература хайлавĕ çырма хистет

Январь уйăхĕн пĕрремěш çурринче Авăркас тăрăхěнчи Çěньялти вăтам шкулта «Призвание и дело жизни» (Очерк о педагоге Петрове Моисее Лукьяновиче) çěнě кěнекен хăтлавĕ (презентаци) иртрĕ.

500 экземплярпа пичетленсе тухнă очеркра «Ялǎн хисеплĕ гражданинě» ята тивěçнě вăрçă тылěпе педагогика ěçĕн ветеранě, 1954 çулхи сентябрь уйăхĕн 14-мěшĕнче ядерлă хěç-пăшал çар вěренěвне хутшăннă Моисей Петров çинчен сăмах пырать. Шǎпах презентаци ирттернě кун вǎл 87 çул тултарчě.
Шкулта ятарласа хатěрленě залра аслǎ классенче вěренекенсемпе учительсем, педагогика ветеранěсемпе тĕп геройăн çывǎх çыннисем пуçтарǎнчěç. Хаклǎ хǎнасем хушшинче Салаватпа Кумертау хулисен епископě Преосвященнейший Николай, район администраци пуçлǎхěн çумě Сергей Цуканов, Авăркас тăрăхĕнчи ветерансен канашěн председателě Инсаф Мифтахов, вěрентӳ пайěн ертÿçи Рустам Гилязетдинов, нумай çул хушши вěрентӳ пайěнче тěп специалист пулса ěçленě педагогика ветеранě Ришат Бикмаев пулчěç.
Чи малтан çак кěнекене кǎларас ĕçре нумай вǎй хунǎ авторсене - педагогика ěçěн ветеранне Эльвина Архипована тата Чǎваш Енри «Республика» хаçатǎн корреспондентне Владислав Николаев журналист-çыравçа сǎмах пачĕç. Пухǎннисене Эльвина Моисеевна очеркра çырса кǎтартнǎ тěп геройǎн вǎрǎм та пуян, кǎткǎс та нумай енлě пурнǎçěпе тěплěн паллаштарчě. Моисей Лукьянович 44 çул хушши педагогика ěçěнче тǎрǎшнǎ, вěсенчен 28-шне шкул директорě пулса. Хǎй ěмěрěнче икě шкул лартнǎ. Паян ǎна пурте паллаççě, хисеплеççě. Владислав Дмитриевичǎн та тÿпи пысǎк. Кěнекене çырнǎ хушǎра материал пухма Шупашкартан Çěньяла темиçе хутчен те килсе кайрě, Моисей Лукьяновичǎн Украинǎра пурǎнакан ывǎлě патне те çитсе килчě. Хăтлав кунĕ вара Шупашкарта пичетленě кěнекесене вырăна илсе çитерчě. Владислав Николаев материалсемпе ěçленě чух илемлě литература хайлавě те çырас шухǎш тěвěленнине пěлтерчě. Чǎннипе те очерка вуланǎ май ытти çынсен шǎпипе те, ялпа шкул, район тата пěтěм Тǎван çěршыв историпе те паллашатǎн. Çавǎнпа та вěрентӳ пайěн ертÿçи Рустам Анварович хǎй тухса сăмах каланǎ чухне: «Ку очерк вěренекенсем валли сěтел çинчи кěнеке пулса тǎмалла», - тесе палǎртрě. Николай епископ Моисей Лукьянович ӳссе çитěнекен ǎрушǎн тěслěх пулса тǎнине палǎртрě. Ялта чиркӳ пурришěн ǎна тав турě, мěншěн тесен ǎна хǎпартма унǎн Украинǎра пурăнакан ывǎлě Владислав Моисеевич нумай пулǎшнǎ.
Презентацинче кашниех ялăн хисеплĕ çыннине М.Л.Петрова ырǎпа çеç асǎнчěç, ǎшǎ сăмахсемпе тав турěç. Уяв каçне ветерансен «Çěньял сасси» ансамблěпе учительсен хорě илем кÿчěç. Мероприяти вěçěнче Моисей Лукьянович кашнинех çěнě кěнеке парнелерě.
Николай ГЛУХОВ.
Владислав НИКОЛАЕВ ĕçĕ.
Авăркас районĕ, Çĕньял ялĕ.
Читайте нас: