Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăтлав
13 Ноябрӗн 2019, 18:02

«Ĕçекене - черкке, вулакана - кĕнеке»

Ноябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи культура çуртĕнче Валентин Николаевăн «Ирĕксĕр таркăн» кĕнекин хăтлавĕ (презентацийĕ) иртрĕ.

Унăн программине Федоровкăпа Иглин, Авăркас районĕсенчен, Çтерлĕпе Пелепей хулисенчен килнĕ шуратăлçăсем тата Гафури районĕнчи Белое Озеро ялĕнчи «Тантăш», вырăнти «Ĕмĕт» ушкăн артисчĕсем илем кÿчĕç. Уяв кăмăллă та çирĕплетнĕ йĕркепе тухăçлă иртрĕ. Халăх сахалрах пухăнни те чăрмав пулмарĕ, тухса калаçакансемпе юрă-кĕвĕ шăрантаракансем хăйсене ирĕклĕ те чĕрисене уçса пухăннă халăхпа хутшăнăва кĕчĕç.
Мероприяти пуçламăшĕнче ăна ертсе пыракан Юрий Леонтьев Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ сумлă шур сухала Александр Савельев-САС çыравçа сăмах пачĕ.
- Халăха пĕр ушкăна тĕрлĕ япала, пулăм пĕрлештерет. Ансатрах каласан, ĕçекене черкке, вулакана кĕнеке кирлĕ. Пире паянхи тĕлпулăва шăпах кĕнеке пухрĕ. Валентин Николаевăн «Ирĕксĕр таркăн» романĕ. Манăн 20 кĕнеке пичетленсе тухнă, анчах та калăпăшĕпе 300 страницăна çитекенни пулман-ха. Валентин Александрович манран та ирттерчĕ. Ку мана савăнтарать, кĕçĕн тусăма малашне тата та тухăçлăрах та тăрăшарах ĕçлеме сунатăп, - терĕ 87 çулхи Александр Сергеевич шуратăлçăсен хушшинче çакăн пек хастарсем пурришĕн хĕпĕртесе.
Асли каланине пехил вырăнне ăша хывса роман авторĕ сăмах илчĕ. Валентин Александрович хăй Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç ялĕнче пурăннине пăхмасăр кĕнекен хăтлавне мĕншĕн Авăркас тăрăхĕнче йĕркеленине уçăмлатрĕ. Куншăн унăн асламăшĕ «айăплă» иккен. Вăл çак тăрăхри Треппел ялĕнче çуралса ÿснĕ, анчах та ăна хĕр чухне Йĕкенпуçне вăрласа кайнă. Çавăнпа та тымарĕсем чылай шала кайнă. Аслашшĕ вара автора ача чухне çав самантсене аса илсе каласа панă, пĕчĕк Валентин вĕсене пуçа кĕртсе хăварнă, хăш-пĕрисене çырса хунă. Шăпах кĕнекен сюжечĕ çак асаилÿсем çинче никĕсленнĕ те. Анчах та иртнĕ пурнăç кунĕсем пĕр кĕнекере çеç вырнаçса пĕтеймен, çавăнпа та иккĕмĕш пайĕ пулмалла. Çыравçă хальхи вăхăтра шăпах çакăнпа ĕçлет.
Романти ĕç-пуç колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтран пуçланать. Çавăнпа та ăна тĕрлĕ саманана çыхăнтаракан хайлав темелле. Те çакна шута илсе, те урăх енчен хак парса хăтлава хутшăннă Лидия Мавлютова сăмах ăсти ăна «Ĕмĕр сакки сарлака» романпа та танлаштарса пăхрĕ, романри геройсем вырăнти прототипсем пулса тăнине палăртрĕ. Çакă сăнарсем вырăнти калаçу чĕлхипе пупленинче те палăрать имĕш. Çавăн пекех асатте-асаннесем каласа панине тĕпе хурса тепĕр чăваш çыравçи - Эстонире пурăнакан Дина Гаврилова - тухăçлă ĕçленине çирĕплетрĕ.
Чăвашла кун çути курнă кĕнекене хак панă май, сăмах илекенсем тăван чĕлхен паянхи пĕлтерĕшĕ, обществăри вырăнĕ çинчен те манмарĕç. Асăннă çивĕч ыйтăва Василий Антоновпа Аркадий Русаков, Зинаида Сурпанпа Геннадий Челпир профессионал çыравçăсем хускатрĕç, роман авторне саламларĕç. Василий Сергеевич культура çуртĕнчи вулавăша пĕр тĕрке хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ.
Тепĕр çĕнĕлĕх те савăнăçлă хыпар вырăнне пулчĕ. «Ирĕксĕр таркăн» романа Çтерлĕре пурăнакан Вера Фомина калем ăсти «Невольный беглец» ятпа вырăсла куçарнă. Куçаруçă каланă тăрăх, мехел çитсен ăна çитес çул пичетлесе кăларасшăн. Паллах, ĕмĕтленни пурнăçа кĕресси В.Николаев автортан нумай килет.
Çак йĕркесен авторне те сăмах пачĕç. Вăл ытларах пĕлÿ çăлкуçне критик куçĕпе пăхса хакларĕ. Чăн та, кĕнеке пичетленсе тухни паха та ырă пулăм, анчах та эпĕ хисеплĕ Валентин Александровича литература стандартне пăхăнма ыйтасшăн. Ман шутпа, пунктуаци виçисем çине тимлĕх уйăрмалла, танлаштару формисемпе сăнарлăха ÿстермелле, пĕр сăмаха темиçе хут калассинчен хăтăлмалла. Романра диалог вырăнĕсем йышлă пулни вара вулакана хăй патне туртать, вулав интересне çĕклет.
«Ирĕксĕр таркăн» кĕнеке хăтлавĕ унăн авторне чысланипе вĕçленчĕ. Чăваш Хурамалĕнчи «Ĕмĕт» юрă-ташă ушкăнĕ Валентин Николаева саламласа тата пархатарлă пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунса черетлĕ юрă парнелерĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Авăркас районĕ.
Читайте нас: