Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăтлав
26 Нарӑсӑн 2020, 16:52

Çĕнĕ кĕнеке туссене пуçтарчĕ

Февраль уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ахмет-Заки Валиди ячĕллĕ Наци вулавăшĕнче истори наукисен докторĕн‚ Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн профессорĕн Ирина Сухареван «Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсен историпе культура аталанăвĕ (XVIII - XX ĕмĕрсем)» ятпа кĕнеке хăтлавĕ иртрĕ.

Хăтлава ПР Чăваш çамрăкĕсен гимнĕпе уçрĕç. Кĕвĕ авторĕ Ирина Сухарева (Ирина Саригель - пултарулăх псевдонимĕ) пулнине палăртса хăвармалла.
Профессорăн çĕнĕ монографине ăсчахсем‚ патшалăх тата общество деятĕлĕсем тивĕçлĕ хак пачĕç. Автора хăтлавпа ПР Ахмет-Заки Валиди ячĕллĕ Наци библиотекин директорĕ Юлдаш Ураксин; ПР Патшалăх Пухăвĕн - Курултайĕн вĕрентÿ‚ культура‚ çамрăксен политики тата спорт комитечĕн председателĕ‚ педагогика вĕрентĕвĕн Пĕтĕм тĕнчери Академи наукисен тĕп членĕ Раиль Асадуллин профессор; «Травы Башкирии» ООО тĕп директорĕ Александр Иванов; истори наукисен докторĕ Марат Ямалов профессор; истори наукисен докторĕ‚ Пушкăрт патшалăх аграри университечĕн профессорĕ Рафис Зиязетдинов; ПР чăвашсен Канашĕн комисси председателĕ‚ Чечня вăрçин ветеранĕ‚ «Чтобы помнили» регион проекчĕн авторĕ Борис Гордеев полковник; Раççей Академи наукисен Ĕпхÿри наука центрĕнчи истори‚ чĕлхе тата литература институчĕн Этнологи тĕпчев центрĕн тĕп специалисчĕ‚ истори наукисен кандидачĕ Игорь Петров; ПР чăвашсен Канашĕн ĕçтăвком председателĕ Людмила Мурманская; «Центр межкультурного партнерства» обществăпа культура пуçарулăхĕсене аталантаракан коммерцине кĕмен автономлă организаци директорĕ‚ ПР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ‚ истори наукисен кандидачĕ Валентина Латыпова; Пушкăртстанри халăхсен этнографи музейĕн ĕнерхи директорĕ Асхат Салихов; Светлана Рашитова (авторăн чи çывăх хĕр тантăшĕ тата пĕрле вĕреннĕскер) саламларĕç.
Людмила Мурманская кĕнеке авторĕн ĕçне çапла хак пачĕ:
- Ирина Витальевна пысăк хисепе тивĕç. Вăл пирĕн халăхăн историне сыхласа хăварассишĕн чылай тăрăшать. Унăн чăваш халăхĕн историне‚ чĕлхипе йăли-йĕркисене аталантарассипе çыхăннă ĕçне тăван халăх ырласа йышăнчĕ. Вăл пултаруллă‚ ăнăçлă‚ ĕçчен тата умне лартнă тĕллевсене пурнăçлакан çын. Пĕр сăмахпа каласан‚ чăваш хĕрарăмĕн тивĕçлĕ тĕслĕхĕ. Ахальтен мар ăна Ĕпхÿ хулинчи чăваш хĕрарăмĕсен Канашне ертсе пыма шаннă. Пушкăртстанра тĕрлĕ наци çыннисем пурăннине‚ вĕсен культури аталаннине шута илсе Ирина Витальевна хăйĕн халăхĕн чĕлхипе культурине‚ йăли-йĕркисене сума сăвать.
Эпир ăна республикăри чăвашсен Канашĕ ятĕнчен нумай монографисемпе вĕрентÿ пособийĕсем пичетлесе кăларма‚ наукăпа педагогика ĕçĕ-хĕлĕнче ăнăçу‚ пултарулăх анинче çитĕнÿсем тума‚ нумай çул хушши çемье телейне туйса пурăнма çирĕп сывлăх сунатпăр. Çумра яланах çывăх та шанчăклă юлташсем‚ пултаруллă вĕрентекенсем пулччăр‚ – терĕ вăл.
Мероприяти вăхăтĕнче Ирина Витальевна пухăннисене чăвашла‚ вырăсла тата пушкăртла юрăсем шăрантарса тĕлĕнтерчĕ. Вăл - халăх хушшинче чылай анлă сарăлнă юрăсен авторĕ. Унăн активĕнче ютубра 200 пин çын пăхнă-итленĕ юрăсем те пур.
Хăтлав вăхăтĕнче Ирина Саригель «Шур-шур урлă» чăваш халăх юррине (ăна хăйенлĕ юрлать)‚ «Çăлтăр тăкăнать» тата «Асамат кĕперĕ» чăваш, авторла «Откровение», «Соловей в саду» вырăс тата «Прости меня мама» пушкăрт юррисене юрларĕ.
Асăннă мероприятие П.М. Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕн вĕренекенĕсемпе педагогĕсем‚ «Нарспи» фольклорпа этнографи халăх ансамблĕ (студент çулĕсенче Ирина Сухарева «Нарспи» ансамблĕн аккомпаниаторĕ пулнă) тата республикăри общество организацийĕн представителĕсем те хутшăнчĕç.
Валентина ЛАТЫПОВА.
Читайте нас: