Пур хыпар та
Хăтлав
31 Майӑн 2022, 11:40

Алексей Кондратьев профессора халалланă кĕнеке

Çак кунсенче Ĕпхури Павел Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕнче нумаях пулмасть пичетленсе тухнă «Алексей Александрович Кондратьев. Штрихи к портрету» кĕнекен хăтлавĕ (презентаци) иртрĕ. Унта ытларах ăсчахсемпе таврапĕлÿçĕсем, вĕрентекенсем хутшăнчĕç.

Алексей Кондратьев профессора халалланă кĕнеке
Алексей Кондратьев профессора халалланă кĕнеке

Статьясен пуххине пурĕ 31 авторăн тĕрлĕ çулĕсенчи аса илĕвĕсем кĕнĕ. Вĕсене профессорăн ĕçтешĕсемпе юлташĕсем, пĕр шухăшлă пулăшаканĕсемпе вĕренекенĕсем çырса хатĕрленĕ. Кăларăм таврапĕлÿçĕсемпе историксемшĕн, вулавăш ĕçченĕсемпе студентсемшĕн, шкулта вĕренекенсемшĕн ал айĕнче пулмалли кĕнеке пулса тăрать.
– Ман алăри кĕнекене эпир 2019 çултах калăплама пуçланă, анчах та тĕрлĕ сăлтавсене пула пуçланă ĕç тăсăлса кайрĕ. Çак вăхăтра кĕнекене кĕнĕ виçĕ автор – Валерий Сидоров чăваш хастарĕ, Александр Савельев-САС çыравçă, Геннадий Дмитриев адвокат – пиртен уйрăлса та кайрĕç. Шел пулин те, вĕсем хăйсен ĕçĕсемпе кĕнеке урлă паллашаймарĕç, – терĕ Людмила Мурманская асăннă пĕлÿ çăлкуçĕн яваплă редакторĕ хăтлава уçнă май. Çав вăхăтрах пичет кăларăмĕ вулакан патне çитнишĕн хĕпĕртенине те пытармарĕ.
Иван Тарасовпа Игорь Петров редколлеги пайташĕсем те чылай вăрттăнлăха уçса пачĕç, Алексей Кондратьев профессор хăй сывă чухне тĕпчев ĕçĕсене мĕнле йĕркелени çинче чарăнса тăчĕç. Иван Григорьевич унăн ĕçĕсенчи тĕп принцип вăл чăнлăх тата тĕрĕслĕх пулнине, çырура сăмахпа вырăнлă тата виçеллĕ усă курнине палăртрĕ.
– Кĕнекене вăрах вăхăт кун çути кăтартайманран Алексей Александрович тĕлĕкре те курăна пуçларĕ. Тен, çакă та пуçаруллăрах пулма, пуçланă ĕçе вĕçне çитерме пулăшрĕ-тĕр, – хăйĕнпе мĕн пулса иртнисене уçăмлатрĕ Игорь Георгиевич. - Паянхи кун кĕнеке патшалăх архивĕсене, наци библиотекисене çитрĕ. Малашне ăна тата та пысăкрах калăппа кăларма плансем пур.
Çĕр çирĕм экземплярпа пичетленнĕ пĕлÿ çăлкуçне Леонид Наумов ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, Валентина Васильева таврапĕлÿçĕ, Любовь Пашина вĕрентекен (Ĕпхÿ хули), Лидия Мавлютова çыравçă (Пелепей районĕ),Ф.Н.Вуколов-Эрлик музейĕн ертÿçи Марина Николаева (Пишпÿлек районĕ), Иван Ефимов чăваш наци академикĕ (Авăркас районĕ, сăнÿкерчĕк çинче), Вячеслав Ерохин таврапĕлÿçĕ (Çтерлĕ хули), çак йĕркесен авторĕ хак пачĕç, кашниех профессорпа пулса иртнĕ вăл е ку саманта аса илчĕç. Лидия Александровна А.А. Кондратьева халалласа çырнă сăввине вуларĕ.
Пушкăртстан тата Чăваш Ен республикисен тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Галина Кириллова юрăç «Пурнăç çулĕ такăр мар» юрăпа хăтлава вĕçлерĕ. Унти йĕркесем мероприятие хутшăннă кашни çынна тарăн шухăша ячĕç, хăналăх пурнăçра тумалли çĕнĕ шухăш-ĕмĕтсем çуратрĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Ĕпхÿ хули.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: