Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăтлав
18 Октябрӗн 2022, 11:35

«Вулакансене пĕтĕм чунтан кĕнеке парнелетĕп…»

Çак кунсенче Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнчи модельлĕ вулавăшра Николай Андреев çыравçăн сăввисен пуххин хăтлавĕ иртнĕ.

«Вулакансене пĕтĕм чунтан кĕнеке парнелетĕп…»
«Вулакансене пĕтĕм чунтан кĕнеке парнелетĕп…»

Мероприятие пĕр ял çыннисемпе Алексей Кондратьев ячĕллĕ шкулта 8-мĕш класра вĕренекен ачасем, çыравçăн пултарулăхне юратакан çынсем хутшăннă.
Николай Васильевич – пултаруллă çын, хăйне евĕрлĕ ÿнерçĕ, çыравçă тата поэт, илемлĕ пултарулăхпа драма коллективĕн пайташĕ.
Тÿртÿллĕри модельлĕ вулавăш ĕçченĕ Разиля Никифорова пухăннисене Николай Васильевичăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа панă, вăл пур енĕпе те пултаруллă пулнине палăртнă: юрлать те, ÿкерет те, сăвăсем те çырать, пьесăсем лартнă çĕре те хутшăнать.
Николай Андреев 1952 çулхи май уйăхĕн 23-мĕшĕнче Тÿртÿллĕ ялĕнче çуралнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Совет Çарĕн ретĕнче Байкал леш енче танк çарĕсенче хĕсметре тăнă. Унтан Акçунти ял хуçалăх техникумĕнче, Пушкăрт ял хуçалăх институтĕнче ăс пухнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван колхозра вăй хунă. Николай Васильевич хăй тĕллĕн ÿкерме, натюрмортсемпе портретсем, пейзажсем çырма вĕреннĕ.
«Пĕтĕм чунтан» сăвăсен пуххин авторĕ хăйĕн сăмахĕнче Валериян Гурьевич Алексеева (кĕнеке кăларма хавхалантараканĕ тата редакторĕ), «Шаранские просторы» район хаçат редакцине, Галина Валерьевна Шавалеевана тата Туймазă хулинчи типографи ĕçченĕсене чунтан тав тунă. Тен, вĕсемсĕр çак пысăк пулăм пурнăçа кĕмĕччĕ те.
Николай Васильевич алăпа çырнă ултă кĕнеке (вĕсене сăвăсемпе роман, повеçсемпе калавсем кĕнĕ) авторĕ шутланать. Вăл хăй пурнăçĕнче 300 сăвă шăрçаланă. «Пĕтĕм чунтан» сăвăсен пуххи кун çути курнă пĕрремĕш кĕнеке пулса тăнă. Кăларăма авторăн ÿкерчĕкĕсемпе тата фотоÿкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ.
Презентаци вăхăтĕнче хăйне евĕрлĕ сăвăçă рифмăсăр (белые стихи) тата «Имена» сăввисене илемлĕ вуласа панă. Вăл хăйĕн сăввисен пуххине Тĕп библиотекăна тата ялти шкула асăнмалăх парнеленĕ.
Кĕнеке кăларма хавхалантаракан В.Г. Алексеев пухăннисене çак шухăш патне мĕнле пырса тухнипе паллаштарнă. Валерий Гурьевич палăртнă тăрăх, кăларăма авторăн 35 сăвви кĕнĕ. Вĕсене вăлах редакциленĕ. «Николай Васильевич сăввисем тăван çĕре юратнипе палăрса тăраççĕ, вĕсем шкул ачисемшĕн интереслĕ пулмалла», – тенĕ В.Г. Алексеев.
Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Ю.Н. Захарова кĕнекене кĕнĕ сăвăсен тулли анализне хатĕрленĕ. «Николай Андреев – таса чунлă лирик. Унăн юратнă темисем çут çанталăкпа ял, унăн çыннисем, вăрман тата унта пурăнакансем пулса тăраççĕ. Андреев поэзийĕ расна шухăшлавпа, стильпе, сăнарсене уçса панипе, рифмăсем йĕркелессипе уйрăлса тăрать. Чи пĕлтерĕшли вара вĕсенче автор çут çанталăка упрама чĕнсе калать. Вăл пире малалла та хăйĕн сăввисемпе тата ÿкерчĕкĕсемпе савăнтарасса шанса тăратпăр», – тесе пĕтĕмлетÿ тунă Юлия Никитична.
Хăтлав программине «Шевле» вокал ушкăнĕ тата Г.А. Михайлов юрăç шăрантарнă чăваш юррисем илем кÿнĕ.
А.Кондратьев ячĕллĕ шкул директорĕ С.Н. Каюмов Тÿртÿллĕ ял Канаш администрацийĕ ятĕнчен кĕнеке авторне Н.В. Андреева тата В.Г. Алексеева Тав хучĕсем панă. Вырăнти ветерансен канашĕн председателĕ И.Н. Андреева та автора сăвăсен пуххи çуралнă ятпа саламланă.
Мероприяти вĕçĕнче Тÿртÿллĕ ял Канаш пуçлăхĕ Л.Н. Гибатова тухса сăмах каланă. Вăл ял ĕçчен те туслă çынсемпе чапа тухнине, çав шутра Николай Васильевич Андреев пек пултаруллă та уçă кăмăллă çынсем сахал мар пулнине палăртнă.
Шаран районĕн литература картти тата тепĕр вырăнпа, Тÿртÿллĕ ялĕпе, пуянланнă. Шăпах кунта хăйне евĕрлĕ ÿнерçĕ, сăвăçă, çыравçă тата ахаль çын Николай Андреев пурăнать. Çулĕсем самаях пулин те вăл хăйне лайăх туять, маларах пулса иртнисене пурне те астăвать.
Ирида НОВИКОВА.
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.

«Вулакансене пĕтĕм чунтан кĕнеке парнелетĕп…»
«Вулакансене пĕтĕм чунтан кĕнеке парнелетĕп…»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: