Кăнтăрлахи 12.00 сехет тĕлне Кекенти культура çурчĕ халăхпа тулчĕ. Тĕлпулăва ертсе пыракан Вероника Леонтьева хăтлав уçăлнине пĕлтерсе пурнăçра кĕнеке пĕлтерĕшĕ пирки вырăнлă сăмахсем каларĕ, тин çеç пичетленсе тухнă «Чун сасси» вулакансемшĕн техĕмлĕ чун апачĕ пулса тăнине палăртрĕ. Ун хыççăн сцена çине çитĕннисен «Туслăх» ансамблĕ тата ачасен «Мерчен» ушкăнĕ («Силпи асамачĕ – 2024» конкурсăн Гран-прине тивĕçнĕ), Полина Шуркова юрăç тухрĕç, пухăннă халăха хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Юрă-кĕвĕпе куракансен кăмăлне çĕкленĕ май хăнасемпе ял çыннисене Тимеш ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Рамзия Никитина саламларĕ, «Чун сасси» кĕнекене кĕнĕ авторсенчен пĕрне, Мелания Никифорова сăмах ăстине, чечек парнелерĕ. Сăмах май, Мелания Тихоновна çак ялта пурăнать, 40 çула яхăн ачасене тăван чĕлхене вĕрентсе ПР тава тивĕçлĕ вĕрентекен ята илме пултарнă. Унсăр пуçне хальхи вăхăтра литература анинче тухăçлă ĕçлет, сăвă хыççăн сăвă шăрçалать. Унăн ĕçĕсемпе эпир «Урал сасси» хаçатра та тăтăшах паллашатпăр. Ик çĕр питлĕ «Чун сасси» пĕлÿ çăлкуçĕнче педагогика ветеранĕн вулакана ырра вĕрентекен сăвви-юмахĕсем пĕрре тăваттăмĕш пайне йышăнаççĕ. Çавăнпа та çак хăтлав унăн тивлечĕпе иртнĕ пирки пĕр иккĕленмесĕр татса калама пулать.
Акă, «Туслăх» фольклор ансамблĕ Кекен ялĕн юбилейне 220 çул çитнине халалласа çырнă юрра тăсса ячĕ. Унăн йĕркисене те Мелания Никифорова хайланă. Вăл хăйне евĕр гимна çаврăннă. Юрă вĕçленчĕ те сцена çине автор хăй тухма кăмăл турĕ. Вăл залра ларакансене тыткăна илмелли сăмахсем каласа ансамбль хастарĕсене кашнинех çĕнĕ кĕнеке парнелерĕ.
Инçе çула кĕскетсе кĕнеке хăтлавне Мелания Тихоновнан ĕçтешĕсем, «Шуратăл» литпĕрлешÿ пайташĕсем те, килсе çитнĕ. Вĕсен шутĕнче – Василий Антонов (Иглин сали), Рудольф Павловпа Лидия Шурçăл (Пелепей хулипе районĕ) çыравçăсем. Асăннă çынсем ахаль çыравçăсем çеç мар, Чăваш Республикинчи Писательсен союзĕн пайташĕсем шутланаççĕ, иккĕшĕ Фатих Карим премине тивĕçнĕ. Çак юлташсем халăх умĕнче сăмах тухса калани, сăвă йĕркисем вулани тĕлпулăвăн шайне чылай çĕклерĕ. Василий Сергеевич вара алла баян тытса хÿхĕм те лăпкă юрăсем шăрантарчĕ. Залри çынсем хăйсен ентешне (вăл çак районти Çĕнĕ Хурамал ялĕнче çуралнă) тăвăллăн алă çупса тав турĕç.
Уяв каçне илем кÿрекенсем татах та пулчĕç-ха. Хăтлав Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн иртнĕ май, пухăннисене районти чăвашсен Канашĕн ертÿçи Иван Павлов саламларĕ, тивĕçлĕ чăваш хастарĕсене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Районти тĕп вулавăш директорĕ Светлана Гумерова та чăваш уявне çитме васканă. Светлана Байназаровна мероприятие пысăка хурса хак панă май çыравçăсемпе хăйпултарулăх артисчĕсене ăшă сăмахсем каларĕ, чечексем парса хисеп турĕ. «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов «Чун сасси» кĕнеке мĕнле калăпланни çинче чарăнса тăчĕ, мĕншĕн тесен ăна пухса хатĕрлес ĕçре хаçат ĕçченĕсен тÿпи те пур. Çавăн пекех Юрий Николаевич Мелания Никифорована хăйĕн ĕçĕсене уйрăм кĕнекепе кăларма сĕнчĕ. Çак ĕçе тума Мелания Тихоновнан алçырăвĕсем çителĕклех пулнине те палăртрĕ.
Тĕлпулу культура çурчĕпе юнашар вырнаçнă К.В. Иванов музейне çитсе курнипе вĕçленчĕ. Çывăх вăхăтра вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн çуралнă кунĕ çывхарнă май кунта та сăмах литература, паллах, поэт пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пычĕ. Тепĕр тесен çавăн пек çынсене пула, вĕсен никĕсĕ çинче паянхи чăваш литератури аталанать-çке. Вĕсенчен пĕри шуратăлçăсен «Чун сасси» кĕнеки ырă тĕслĕх пулса тăрать. Кунта чăнахах та 12 çыравçăн чун сассине пухса пĕрлештернĕ. Йышпа тунă ĕç вулакана савăнăç парнелетĕрччĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.