Февраль уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çтерлĕри 6№ библиотекăра хулари чăваш наципе культура автономи пайташĕсемпе (ертÿçи – О.П. Федорова) 2024 çулта Новосибирск хулинче «Академиздат» издательствинче кун çути курнă Аляккав Саньккин вăрçă паттăрне Г.Н. Павлова халалланă «Хурçăран та çирĕп чунлă чăваш» кĕнеке хăтлавне ирттертĕмĕр.
Александр Парфирьевич Михайлов (Аляккав Санькки) чăваш наци академикĕ, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ, ĕç ветеранĕ Салават хулинче пурăнать. Ăна таврапĕлÿ ĕçĕнче нумай вăй хунăшăн Спиридон Михайлович Янтуш тата Вырăс географи обществин пайташĕ ячĕпе хисепленекен медальсемпе чысланă.
Александр Парфирьевич малтан пире хăй пурнăçĕпе паллаштарчĕ, литературăпа салтакра пулнă чухнех кăсăкланма пуçлани çинчен каласа пачĕ.
Пирĕн тĕлпулăва вырăнти «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн хастарĕсем хутшăнчĕç. Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедринче ĕçлекен филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ Лариса Коротаева доцент тата унта вĕренекен Ольга Никитинапа Ирина Степанова студентсем Александр Парфирьевича çĕнĕ кĕнеке кăларнă ятпа саламларĕç, тав турĕç. Ирина Степанова «Чечек акрăм та…» юррипе, «Телей» ансамбль хăйĕн номерĕсемпе, Валентин Николаев хăй çырнă юррисемпе савăнтарчĕç.
Çтерлĕри чăвашсен наципе культура автономин ертÿçи Оксана Федорова Александр Парфирьевича çĕнĕ кĕнеке кăларнă тата нумай пулмасть 88 çул тултарнă ятпа саламларĕ, парне парса чысларĕ. Пуçтарăннисем пурте кĕнеке авторĕ ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕç, малашне те çĕнĕ произведенисем çырса савăнтарма çирĕп сывлăх, ăнăçу тата вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Александр Парфирьевич хăтлава килнисене хăйĕн кĕнекине алă пусса парнелерĕ.
Валентина ЗОРИНА,
Çтерлĕ хулинчи 6№ вулавăш ертÿçи.