Пур хыпар та
Хăтлав
19 Нарӑсӑн , 09:00

«Кĕçтенттин Ивановран пуçласа паянхи кунччен»

«Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ пултаруллă поэтсемпе писательсен йышĕ ÿссех пырать. Чăваш литератури çĕнĕ ятсемпе пуянланать. Вăталăхрисен çумне çамрăк çыравçăсем хутшăнаççĕ. Вĕсен чылай хайлавĕ уйрăм кĕнекен çапăнса тухаççĕ пулин те Пушкăртстан чăваш çыравçисен пысăк шайри хайлавĕсене пĕр çыхха пухса кĕнеке кăларни çук-ха. Антологи никĕсне К.В. Ивановран пуçласа паянхи «Шур Атăл» литпĕрлешÿре тăракан çыравçăсен тĕрлĕ жанрпа çырнă хайлавĕсем выртрĕç», – тесе çырнă «Пушкăртстан чăваш литературин антологийĕ» кĕнекен ум сăмахĕнче.

«Кĕçтенттин Ивановран пуçласа паянхи кунччен»
«Кĕçтенттин Ивановран пуçласа паянхи кунччен»

Çак кăларăм иртнĕ çул вĕçĕнче ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн редакципе издательство секторĕнче кун çути курчĕ. Хальлĕхе унăн тиражĕ пысăк мар – 10 экземплярпа танлашать. 384 питрен тăракан кĕнекене Анна Васильева, Алена Бурак, Элина Яковлева студентсем (вĕсем 2024 çулта аслă шкула вĕренсе пĕтернĕ - сăн ÿкерчĕкре) филологи наукисен кандидачĕ Лира Афанасьева доцент ертсе пынипе пухса хатĕрленĕ. Яваплă редакторĕ – филологи наукисен кандидачĕ Лариса Коротаева доцент.


Антологине пурĕ 21 çыравçă ячĕ кĕнĕ. Вĕсене асăнсах хăварас килет: Константин Иванов, Гурий Комиссаров (Вантер), Серафим Васильев, Максим Данилов-Чалтун, Ухсай Яккăвĕ, Ираида Петрова-Нарс, Филипп Вуколов-Эрлик, Александр Савельев-САС, Мĕтри Мишши, Микул Ишимбай, Владимир Озеров, Зинаида Сурпан, Василий Антонов, Михаил Сихун, Василий Музыкантов, Николай Леонтьев, Геннадий Челпир, Аркадий Русаков, Лидия Шурçăл, Елена Чĕкеç, Марина Яковлева. Пĕлÿ çăлкуçĕнче вĕсемпе кашнинпе паллаштаракан статьясем тата суйласа илнĕ хайлавсем вырăн тупнă.


Февраль уйăхĕн 9-мĕшĕнче вара ĔНТУ Çтерлĕ филиалĕнче Наука кунне халалласа çак «пуянлăх хутаççин» хăтлавĕ (презентацийĕ) иртрĕ. Унта студентсемпе вĕрентекенсем, çыравçăсемпе чăваш пĕрлĕхĕсен хастарĕсем хутшăнчĕç. Пухăннисене аслă шкулăн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн деканĕ Айнур Утяев, тутарпа чăваш кафедрин ертÿçи Илсур Мансуров саламларĕç. Ун хыççăн кĕнекене калăплас ĕçе илсе пыракан Лира Афанасьева сăмах илчĕ, литературăри антологисене мĕнле критерипе хатĕрлени çинче чарăнса тăчĕ.


– … Çак кĕнеке студентсен проект шайĕнчи ĕçрен пуçланнă кăларăм пулса тăчĕ. Кĕске вăхăт хушшинче пурне те туса ĕлкĕрейместĕн. Апла пулсан ĕç вĕçленнĕ теме çук. Ман шутпа, вăл малалла тăсăлмалла. Ăна çĕнетесси, анлăлатасси, хушма кăларăмсем калăпласси пурте малашлăхра пулĕç. Ун чухне эпир «Мĕншĕн çак автора кĕртмен?» йышши ыйтусем çине хурав панă пулăттăмăр.., – терĕ Лира Аркадьевна антологине хак панă май. Çавăн пекех вăл йĕркелÿ ĕçĕнче пулăшнă Шупашкар ăсчахĕсене тав турĕ.


«Шур Атăл» литпĕрлешĕвĕн яваплă секретарĕ, Çтерлĕри ЧНКА председателĕн çумĕ Геннадий Челпир çыравçă хăтлава пухăннисене литпĕрлешÿ ертÿçин Николай Иванов ятĕнчен çак паллă пулăмпа саламларĕ, кĕнекене кĕнĕ Владимир Озеров сăмах ăстин пурнăçĕнчи кăсăк самантсем çинче чарăнса тăчĕ, хăйĕн Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă çĕнĕ «Артей» кĕнекине парнелерĕ.


Çак кун Пелепей районĕнчи ЧНКА председателĕ Владимир Яковлев, «Шур Атăл» литпĕрлешÿн пайташĕсем Лидия Шурçăлпа Марина Яковлева, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов микрофон умне тухса сăмах каларĕç, антологи пичетленсе тухнишĕн савăннине пĕлтерчĕç, малашне унăн пахалăхĕшĕн тата ăна халăх хушшинче ытларах сарассишĕн пĕрле ĕçлемеллине палăртрĕç.


Кĕнекене хак парса унăн яваплă редакторĕ Лариса Коротаева пĕтĕмлетÿ турĕ.


– Пирĕн умра кĕнеке кăна мар, чĕрĕ калаçу куç умĕнче. Çак кĕнеке хуплашки айĕнчен тĕрлĕ çулсенчи чăваш авторĕсен сассине илтме пулать, Кĕçтенттин Ивановран пуçласа паянхи кунччен. Антологи пичетленсе тухни пысăк пĕлтерĕшлĕ, историре асра юлакан пулăм. Çавăнпа та ăна пухса хатĕрлекенсене, авторсене тав тăватăп.


Кĕнекен хуплашкине ятарласах чăваш тĕррипе тата сарă тĕспе кăларнă. Çавăнпа та çакă авторсене те, вулакансене те хĕвел ăшши парса тăтăр, – терĕ Лариса Валерьевна хăтлава вĕçленĕ май.


Юрий СНЕГОПАД.
Çтерлĕ хули.

«Кĕçтенттин Ивановран пуçласа паянхи кунччен»
«Кĕçтенттин Ивановран пуçласа паянхи кунччен»
«Кĕçтенттин Ивановран пуçласа паянхи кунччен»
«Кĕçтенттин Ивановран пуçласа паянхи кунччен»
«Кĕçтенттин Ивановран пуçласа паянхи кунччен»
«Кĕçтенттин Ивановран пуçласа паянхи кунччен»
«Кĕçтенттин Ивановран пуçласа паянхи кунччен»
«Кĕçтенттин Ивановран пуçласа паянхи кунччен»
«Кĕçтенттин Ивановран пуçласа паянхи кунччен»
«Кĕçтенттин Ивановран пуçласа паянхи кунччен»
«Кĕçтенттин Ивановран пуçласа паянхи кунччен»
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас