Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

«Шăнкăрав сасси илтрĕм‚ йăмăк качча каясса пулчĕ»

Авăркас районĕнчи Мăйлăпуканпа Çĕньял ялĕсенче йĕркеленĕ фольклорпа диалектологи экспедици членĕсене‚ аслă ăру çыннисенчен чылай вăйăсемпе юрăсем çырса илсе питĕ пысăк та паха ĕç тăвакансене‚ чун-чĕререн тав сăмахĕсем калас килет («Урал сассин» 42-44№№). Вуласа тухсан ачалăхри тус-тантăшсемпе вылянă вăйăсем пурте куç умне тухса тăчĕç. Хĕр вăхăтĕнче каçхи вăйăсене тухнисем‚ алла-аллăн тытăнса вăйă картинче каччăсемпе пĕрле юрла-юрла çаврăннисем тата ытти те.

Хаçатра çырса кăларнисенчен хăш-пĕрисене эпир те питĕ килĕштерсе выляттăмăр. Сăмахран‚ краскăлла‚ виççĕмĕш вырăнсăр‚ пиççиххи пăрахасси (эпир тутăр пăрахаттăмăр). Чулла тесен вара хырăм выçни те ним те марччĕ‚ каçса кайсах выляттăмăр. Виçĕ чула пĕр харăс пуçтарса илме пурте пултараймастчĕç. Çавăнпа тавлашса тĕрткелешсех каяттăмăр. Манăн вунă мăнук. Вĕсем каникула килсен‚ кĕтесле‚ суккăр такалла халь те вылятпăр-ха. Асли 15 çулта‚ кĕçĕнни - виççĕре. Вăл та пысăккисенчен пĕрре те юласшăн мар.
Кусналла вылянине хам курман. Анне каласа панинчен кăна пĕлетĕп. Ун сăмахĕсем тăрăх, тете (аннен пиччĕшĕ - авт.) хĕлĕпех сысна шăммисене пуçтарнă. «Атте ача-пăча вылянине пăхма тухатчĕ те‚ хăй те хутшăнса кайса вылятчĕ‚ кукаму турчăкапа тухмасăр та кĕместчĕ» тесе калатчĕ анне. Пуçа çакăн пек шухăш килсе кĕчĕ-ха. Кăçал сысна пуссан‚ сывлăх пулсан‚ эпĕ те шăмă пуçтарăп. Тăрăшсан ку вăййа пуçарса яма пулатех. Халĕ ĕнтĕ çакна каласшăн: малтанхи кăларăмĕнче (вăйăсем çинчен çырнă статьяра) кăштах йăнăш пур.
Элемет – хĕлле вылямалли вăйă. Декабрь уйăхĕн 19-мĕшĕнчен çамрăксем те‚ аслăраххисем те элемет пулнă тесе çырнă. Декабрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Микула праçникне уявлаççĕ. «Микуласăр хĕл пулмасть, Микуласăр çу пулмасть (çуллахи май уйăхĕн 22-мĕшĕпе тÿр килет)» тесе авалтанах каланă. Вăл вăхăтра Раштав типпине тытаççĕ. Типĕ ноябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа январь уйăхĕн 7-мĕшĕччен пырать. Эпĕ астăвасса çак каçран пуçласа январь уйăхĕн 18-мĕш каçĕччен элеметсем çÿретчĕç. Январь уйăхĕн 18-мĕш каçĕ - Чăн каç. Çак уйăхăн 19-мĕш кунĕнче вара Кăшарни (Крещени) уявĕ. Эпĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çç. Мăйлăпукан çывăхĕнчи Ивановка паççулккинче пурăннă. Ялта нартукан янине те астăватăп. Мăйлăпуканран‚ хир енчен‚ хăпарсан хĕрринчи çуртра Иван йысна пурăнатчĕ. Вĕсен 3 ывăл та пĕр хĕр пулнă. Виçĕ ывăлĕ те хулара пурăнатчĕç. Чи аслă ачи‚ Раиса аппа‚ ялта кун кунлатчĕ. Вăл манăн аннепе питĕ туслăччĕ. Икĕ саспа çав тери хитре юрлатчĕç. Вĕсем ялти вăйă-кулăсене пуçарса яраканĕсем пулнă. Иван пиччесен мунчи пирĕн мунчапа урам урлă ларатчĕ. Пирĕнни калăпăшĕпе пĕчĕкрех пулнипе Нартукана вĕсен мунчинче ирттеретрĕç. Эпĕ вăхăтне пĕлсе чи малтан лапка айне кĕрсе пытанаттăм (шăпăрлансене кĕртместчĕç). Чÿлмеке шыв ярса‚ кашни хăйĕн çĕррине паллă туса (вăл вăхăтра нумайăшĕсен пĕр пекрех кĕмĕл те пăхăр çĕрĕсем пулнă. Çавăнпа хăшĕ булавка лектернĕ‚ хăшĕ çип çыхнă) Нартукана пуçлатчĕç. Юррисем вара хурлăхлă та, савăнăçлă та пулнă. Камăн çĕррине мĕнле юрă тухать‚ малашне çапла пурнăç пулать тесе ĕненетчĕç. Çĕрĕсене юрла-юрла çавăрса пĕтерсен чÿлмекри шыва çул çине тухса тăкатчĕç те çĕр çине выртса илетчĕç. Паççулккара ун чухне 16 килĕччĕ. Çĕрĕ янă çĕре хĕрсем кăна мар‚ пĕччен хĕрарăмсемпе ялти сумлă ватăсем те пыратчĕç. Лайăх астăватăп‚ пĕр карчăкĕ çул çине тăчĕ те: «Ах‚ кĕреçе сасси илтрĕм. Старик чирлесе тăрать‚ вилсех кайĕ-шим?», - терĕ. Раиса аппа «эпĕ шăнкăрав сасси илтрĕм‚ йăмăк качча каясса пулчĕ» тесе калатчĕ. Чăнах та‚ çапла килсе тухнă-ши е кăштах шахвăртнă-ши? Эпир вара шаннă. Мĕншĕн тесен Чăн каç пулнă. Çитĕннĕ хĕрсем çак каçхине шĕтĕрнек те шутлатчĕç. Ик халăç тытса илетчĕç те «уча-урçа» тесе сулахай енчен сылтăмалла шутлатчĕç. «Уча» тухсан çамрăка‚ «урçа» пулсан авланса уйрăлнине качча тухать имĕш. Тата юр çине месерле выртса кĕлетке ÿкетчĕç. Ирпе тăрсан вара вĕсене тĕрĕсленĕ. Кĕлетке хăрăк туратпа тип çулçа аса илтерсен‚ çак çынна чир-чĕрпе çуклăх кĕтет тесе ăнлантарса панă. Йытă-качака‚ кайăк-кĕшĕк каяшĕ вара мул-пуянлăха пĕлтернĕ. Урамра ирттермелли йăласем хыççăн‚ пухăннисем килĕсене васканă. Пирĕн анне пÿрт умĕнче‚ тикĕс çĕре‚ кашăк çине шыв ярса лартатчĕ. Кашăкне вара кам ячĕпе лартнине паллă туса хуратчĕ. Унти шывĕ тан тапса шăннă пулсан‚ çынни нумай пурăнать. Енчен те‚ шывĕ путса шăннă‚ çын нумай пурăнмасть‚ вилет тесе ăнлантарса панă. Пĕррехинче анне тетĕшĕн ывăлĕ ячĕпе те кашăк хунă пулнă. Вăл тепĕр çулхине кĕтмен çĕртен пачах çухалчĕ. Шырарĕç те‚ анчах тупăнмарĕ. «Кашăкри шывĕ путса шăннăччĕ‚ ырра пулмарĕ» тетчĕ анне хурланса. Эпир хĕр шутне кĕрсен юмăç та пăхаттăмăр. Хачăпа тикĕс‚ пĕр пек çичĕ татăк хут касаттăмăр. Малтан кăмăла каякан каччă ятне çыраттăмăр‚ унтан урăх ятсене çырса хутсене пăтраштараттăмăр. Вĕсене Турă кĕтесне хураттăмăр та ирпе тăрсан‚ пĕр хутне кăларса илеттĕмĕр. Мана кăмăла кайнă каччă ятне çырнă хут тухмарĕ, урăх ят пулчĕ. Чăн пурнăçра та хут çинче çырнă ятлине качча кайрăм.
Вăйă пирки те каласа хăварас килет. Хамран аслăраххисенчен ыйткаласа пĕлнĕ тăрăх‚ яш-кĕрĕм вăййа Çимĕк каçĕнчен тухма пуçланă. Анне Питрав кунĕччен‚ июль уйăхĕн 12-мĕшĕччен‚ пĕр çын та утă çулма тытăнман тетчĕ. Çимĕк каçĕнче эпир‚ çамрăксем‚ шÿтлесе тĕрлĕ киревсĕр ĕçсем тăваттăмăр. Урамра ларакан пурасене сÿтсе пăрахаттăмăр‚ пĕрин калиткине тепринпе улăштараттăмăр‚ кÿршĕ-аршăсен вуттисене вăрласа çимĕк мунчи хутаттăмăр. Асăннă йăласенчен хăшĕ-пĕрисене эпир‚ Шурă кÿлĕ (Белое Озеро) ялĕнче пурăнакансем‚ паянхи кун та тытса пыратпăр. «Тантăшсем» ушкăн йĕркеленнĕренпе (2008 çул) кашни çул пĕрин е теприн патĕнче урамра сĕтелсем лартса вăйă пуçлатпăр. Юрă-кĕвĕ сассине илтсе чылай халăх пуçтарăнать. Вăйăсене ачи-пăчи те‚ ватти-вĕтти те хутшăнма хавас.
Нина МАТВЕЕВА.
Гафури районĕ, Шурă Кÿлĕ ялĕ.
Читайте нас: