Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

ПУЛАСЛĂХ ХАМĂРТАН КИЛЕТ

«Кам вăл?» текен ыйту çине эпир çынна вăл пурăнакан вырăн е тумĕ урлă мар, чи малтан унăн тăван чĕлхи урлă «Е чăваш, е вырăс, е мари тата ытти те…» тетпĕр. Çавăнпа чĕлхе этемшĕн пĕрремĕш паллă тесе калама пулать.

ПУЛАСЛĂХ ХАМĂРТАН КИЛЕТ
ПУЛАСЛĂХ ХАМĂРТАН КИЛЕТ

Чĕлхе шухăшĕ пире, çыравçăсене, ытти çынсемпе танлаштарнă хушăра, пĕрмай канăç памасть, мĕншĕн тесен вырăс çыравçи хăйĕн вулаканĕсемшĕн çырать пулсассăн, эпир, чăваш авторĕсем, хамăрăннисемшĕн тăрăшатпăр. Çавăнпа Ирина Сухарева хăйĕн «Чăваш халăхĕн малашлăхĕ пур-ши е вăл хамăртан килет» статйинче («Урал сасси», 46№, 11.11.2021ç.) хускатнă ыйту, чи малтан çыравçăсене, унтан халăха хумхатма тивĕç тесе шутлатăп. Унта çĕкленĕ шухăшсем – çĕнĕ мар, çитменнине пĕр чăваш халăхне кăна пырса тивмест. Хальхи саманара Раççейри кашни чĕлхе, вырăс чĕлхи пур çĕрте те пуç пулса тăнă пирки, авкаланать те хуçкаланать. Калас пулать, вырăс чĕлхи хăй те, акăлчан чĕлхи çум курăк евĕр пусса илнипе, нушаланать те арпашăнса, улшăнса пырать.
Çав хушăра чăваш шăпипе те унăн чĕлхипе кăсăкланман, çав сăлтавпа «Урал сасси» хаçата çырăнса илмен çынсене çеç тĕкĕнмест пек туйăнать. Чăвашсем хăйсемшĕн вутла çунманнине хаçатăн тиражĕ çултан-çул чакса пыни те уççăн кăтартса парать.
Чĕкеç чĕлхи пек, çепĕç те, шăнкăрав евĕр, янравлă, авалтан килекен, чылай чĕлхешĕн çăлкуç пулса тăракан чĕлхепе калаçма, чăвашла çырнă кĕнекесене вулама пăрахни пире, çыравçăсене, питĕ те пăшăрхантарать. Вĕт эпир, сăмах ăстисем, чĕрĕ чĕлхере чакаланатпăр, шыратпăр, ваттисен калаçăвĕсенче, ахах пĕрчисем евĕр, тĕрлĕ йышши çивĕч те паха сăмахсем те пуплев-çаврăмсем тупса, хамăр калав-повеçсем урлă халăх хушшинче салатма тăрăшатпăр. Эпир пуç ватса çырни ытти халăхсене, тен, кирлех те мар, вĕсен хăйсен çыравçисем çав тĕллевпех сĕтелĕсем хушшинче лараççĕ, анчах чĕлхерен чĕлхене куçарни литературăсене те культурăсене пуянлатать.
Каялла çаврăнса пăхатăп та, çакна палăртса хăвармасăр чун тÿсмест: пирĕн чĕлхе те литература, вĕсемпе пĕрлех ытти вак халăхсен калаçу та çыру хатĕрĕсем, тен, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче, çумăрсăр типнĕ çăлкуç евĕр, çĕтме пултарнă. Мĕнле сăлтавпа? Ун чухне халăх туслăхĕ ашкăрса ÿсетчĕ, коммунизм тăвас хастарлăх сÿрĕлменччĕ-ха, патшалăх политики вара историллĕ пĕрлĕх – Совет халăхĕ йĕркелеме тĕллев лартнăччĕ. Эпир, хамăр нацие асăрхамасăр тенĕ пек, çав хавхаланупа суккăрланса, вырăсла çаптараттăмăр, юрлаттăмăр. Мĕн патне çитсе тухнă пулăттăмăрччĕ-ши, эхер те ăслă та аслă çынсем çак йăнăша сиссе, пĕтме пултарнине туйса, çĕнйĕркелÿ шавĕпе тата социализм йĕркин тĕрекĕ арканма пуçланнипе усă курса, вырăнсенче «канашсем» тата тĕрлĕ йышши обществăлла пĕрлешÿсем тавра пире чăмăртаман пулсан? Атту вăрахламасăр пурте вырăссем пулса пĕтеттĕмĕрччĕ. Çав пĕрлĕх пире пысăк сиен туса хăварчĕ. Хăшĕ-пĕри, телее, çав чиртен хăтăлма пĕлчĕ, е хăшĕ-тĕр, инкеке, вырăс та, хай çынни те пулса юлаймарĕ.
Тĕслĕхрен, пĕр çулланнă хĕрарăмпа калаçса кайрăмăр, вăл мари çынни пулчĕ. Ватлăхра, акă, тăван чĕлхине те, культурине те, литературине те пĕлмест – шалт уйрăлнă вĕсенчен. Сергей Чавайн, Миклай Казаков, Игнатий Степанов (Олык Ипай) тата ытти мари çыравçисем çинчен илтмен те.
Эпир те, чăвашсем, хăш чухне хамăра кура мар çиçме те кăтартма пăхатпăр. Хулана эрнене кайса килетпĕр те, калаçу-çырура виççĕр сăмахпа вырăса тухса çырлахатпăр.
Манăн ăру, юрĕ-ха, чăвашла пĕр такăнмасăр та именмесĕр шатăртаттарса калаçма пултарать. Çамрăкраххисем вара?
Халĕ вĕт, ăçта-ăçта та, ялсенче те «макаронлă» чĕлхепе калаçа пуçларĕç – вырăсла та чăвашла сăмахсене хутăштарса. Ачасем, ашшĕ-амăшĕсем чăваш пулсан та, пĕчĕкрен вырăсла калаçса ÿсеççĕ. Ку питĕ шухăша ярать те хурлантарать.
Тата çакна асăрхаттарасшăн, мĕн астăвасса, нихăçан та, пĕр пуху та чăвашла иртмен, иртмест те – ялан вырăсла.
Тăван ялти вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтсене илсе кăтартасшăн. Эпĕ, тĕслĕхрен, саккăрмĕш класа çитиччен пур предметсене те, вырăс чĕлхипе литературăна хушмасан, чăвашла вĕреннĕ. Килте те урамра, шкулта та клубра тăван чĕлхепе калаçнă, чăвашла шухăшланă, вуланă, юрланă. Саккăрмĕш класра кăна кинет вырăслана куçрăмăр. Çăмăлах пулмарĕ урăх чĕлхене куçма, анчах хăнăхса кайрăмăр. Калатăп вĕт: тăван ялта кампа та, хăш вăхăтра та (вĕрентекенсене шута илмесен) тăван чĕлхепе усă курма тăрăшнă. Халĕ танлаштарса пăхатăп та…
Эпĕ çулсерен тăван ялта пулма тăрăшатăп. Унта çитсе килни ют çĕршыва е кăнтăра канма кайнинчен темиçе хут лайăхрах пек. Урамсем тăрăх çÿрени, уй-хире тухни, ватă-вĕтĕпе калаçни мĕне тăрать! Вĕсене нимĕнле тинĕспе те улăштараймăн! Пĕррехинче çапла, урамра пĕр вун иккĕри икĕ арçын ачапа чăвашла калаçма пикентĕм. Апла та капла, мĕнле вĕренетĕр те еплерех пурăнатăр. Ак тамаша! Вĕсем мана: «Чăвашла пĕлместпĕр!» – тесе калани хĕл кунĕнче пуç тăрăх сивĕ шыв янăнах туйăнчĕ. Манăн çуралса ÿснĕ, икçĕр çул чăвашла калаçнă ял-салара чăвашла пĕлменнисем тупăнчĕç! Аптрамалла-и кунта, хурланмалла-и? Кунта иккĕшĕ те вырăнлă пек.
Эпĕ, паллах, вырăс чĕлхине хирĕç мар. Вăл ялан «аслă та хăватлă» пулнă. Пултăр. Ун çинчен уйрăм калаçу кирлĕ.
Тепĕр киревсĕр тĕслĕх халĕ те чĕрене çурса, пĕрре тĕлĕнтерсе, тепре кăмăла хуçса, пуçран туха пĕлмест. Пĕр чăваш ялĕн вулавăшĕнче пулма тÿр килчĕ. Унăн коридорĕнче темиçе сийлĕ стенд лартнă. Ун çинче – çирĕм çичĕ кĕнеке – Хемингуэй, Лондон, Шолохов тата ытти авторсен ĕçĕсем. Çиелтен: «Çирĕм çичĕ çулхи çын çак кĕнекесене вуласа тухмалла» тенĕ унта. Анчах тĕлĕнмелле мар-и? Стендра пĕр чăваш çыравçин кĕнеки те çук. Ивановпа Çеçпĕл, Шупуççыннипе Элкер, Ухсай тата ытти пысăк авторсем валли вырăн тупăнман! Шухăша ямасть-и çакă пире?
Эпĕ вăтăр ултă çул Пушкăртстан Республикин пĕр хĕрринчи пĕр пĕчĕк хулара пурăнтăм. Унта тĕл пулкаланă, анчах хăйсем чăваш пулнишĕн питĕ именекен чăвашсемпе – чăвашла, вырăссемпе – вырăсла, пушкăртсемпе – пушкăртла, тутарсемпе – тутарла калаçса пурăнтăм. Манăн ята-шыва пĕлсе: «Эсĕ тĕне кĕнĕ пушкăрт-тутар мар-и?» тесе ыйтатчĕç хăш чух. «Эпĕ – чăваш» теттĕмччĕ вĕсене. Пĕри те «чăваш» тесе хур туман е тăрăхламан. Апла, çын хушшинче хăвна тивĕçлипе кăтартма пĕлмелле.
Манăн тăван халăх йышлах мар пулсан та, ытти халăхсенчен нимпе те катăк тăмасть те, курăнмасть те, пурăнмасть те. Сăмах май калас пулсассăн, эпир мĕнпе е кампа мухтанма та пултаратпăр, пирĕн хушăра тĕнчипе паллă çыравçăсем, академиксем, генералсем, çар пуçлăхĕсем те космонавтсем пур. Мĕншĕн-ха эпир, çавăн пек пахалăхсем те ăссем пур чухне, хамăра мĕскĕн кăтартма та именме вĕреннĕ? «Этем – мăнаçлă янăрать!» тенĕн, «Чăваш!» сăмах та мухтавлă янăратăр. Ăна тивĕç пулас тесессĕн, паллах, çанă тавăрса тăрăшмалла. Чăвашлăх, унăн чĕлхи те литератури, вĕсен малашлăхĕ пиртен килет. Ĕçе ял-саласенче, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан, вырсарни шкулсенче, тĕрлĕ йышши кружоксенче чĕртмелле. Çапах тĕп ĕçе, мĕнле йывăр пулсан та, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем хăйсем çине илмелле пулать. Обществăлла пĕрлешÿсем пысăк пулăшу тата усăллă канашсем пама пултараççĕ. Никам та айккинче юлмалла мар.
Камăн юнĕ «чăвашла» вĕрет, камăн чунĕ «чăвашла» тапать, кар! тăмалла хамăрăн чĕлхешĕн, чыс-хисепшĕн те пуласлăхшăн. Ĕçе хăнăхнă çĕртен тума пуçла тенĕшкел, хусканăва «Урал сасси» хаçатран пуçламалла. Халĕ хаçата илекен кашни çын хăйĕн юлташĕсене, тăван-пĕтенне, кÿршĕ-аршине ÿкĕте кĕртсе, хистесе çитес çула çырăнтармалла.
Ик айкки те тăвайкки ан пултăрччĕ чăвашсене хамăрăн пуласлăх, сÿнме парас марччĕ чăваш вучахне.
Василий АНТОНОВ, çыравçă.
Иглин районĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: