Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Таньăна пĕлнишĕн савăнатăп

«Урал сассине» эпĕ пĕрремĕш номерĕнчен пуçласа паянхи кунчченех çырăнса илетĕп. Кашни номере чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Хăш-пĕр материала темиçе хут та вуласа тухатăп.

Таньăна пĕлнишĕн савăнатăп
Таньăна пĕлнишĕн савăнатăп

Хаçат урлă республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи хыпарсене, паллакан çынсем, хам вĕрентсе кăларнă ачасем çинчен вуласа пĕлетĕп. Хам ĕмĕрте Пушкăртстан Республикин тăватă районĕнче ĕçлеме тÿр килчĕ. Çавăнпа та манăн паллакан, пĕлекен çынсем питĕ нумай.
Акă, нумаях пулмасть Хушăлка ялĕнчи Софья Петрова çырнă «Пирĕн ăрури хисепе тата чыса тивĕç çын» статьяна вуласа тухрăм. В.Н. Ивановăн çемйи çинчен питĕ тĕрĕс çырнă. Владимир Никифоровичпа Анна Семеновна мăшăрĕ питĕ пултаруллă та ĕçчен, тÿрĕ кăмăллă çынсемччĕ. Ачисене те хăйсем пекех тăрăшуллă пулма вĕрентсе ÿстернĕ вĕсем. Никифоровсен Сергей ятлă ывăлĕ (эпĕ вĕсен класс ертÿçиччĕ) халĕ Пелепей хулинче предприниматель пулса ĕçлет. Пулас мăшăрĕпе пĕр парта хушшинче ларатчĕç. Пĕр-пĕринпе питĕ татуччĕ. Каярах туслăх юратăва куçрĕ, хăй вăхăчĕпе çемье çавăрчĕç. Сергей ашшĕ пекех пултаруллă, авторитетлă ĕçлекен çын. Ăна пурте мухтаççĕ, хисеплеççĕ.
«Сан яту ман чĕре таппинче» статья авторĕпе Татьяна Болконскаяпа (Никитина) вăл студент чухнех, Чăваш патшалăх университетĕнче журналистика факультетĕнче вĕреннĕ вăхăтра «Урал сасси» хаçата практика иртме килсессĕн, паллашнăччĕ. Хушăлкари аппăшĕ Лидия Тимофеевна Женжурова сĕннипе вăл ман патра пурăнчĕ. Çивĕч ăслă та пултаруллă хĕр ун чухнех вулакана тыткăнлакан заметкăсем çыратчĕ. Çамрăк пулсан та кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултаратчĕ, пĕлсе шухăшлатчĕ. Унран пултаруллă специалист пуласси ун чухнех паллăччĕ ĕнтĕ. Питĕ тату пурăнтăмăр Таньăпа. Хам ача пекех юратрăм ăна.
Вĕренсе пĕтерсен Татьяна Ĕпхÿ хулине ĕçлеме килчĕ. «Тивлет» передачăна ертсе пычĕ. Пушкăртстан чăвашĕсем çак кăларăма чăтăмсăррăн кĕтетчĕç. Каярах «Çĕнĕ хыпарсем» кăларăмра тележурналист пулса ĕçлерĕ.
Вăл Мускава куçса кайнине, мăшăрланнине илтнĕччĕ-ха, анчах çыхăну çухалчĕ. Хăйĕн профессийĕпе ĕçлет пулсан Татьяна начар специалист пулмалла мар, вăл хăйĕн ĕçне пĕлсе те юратса тăвакан çын. «Урал сассине» Мускавра вулать пулсан аса илĕ. Пысăк салам ăна манран. Ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тума, пурнăçĕнче, çемьере татулăх, килĕшÿ, юрату, пĕр-пĕрне ăнланни, ырлăх-сывлăх сунатăп. Ăна пĕлнишĕн, туслашнишĕн чунтан савăнатăп.
Галина АЛЕКСЕЕВА. Пелепей хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: