Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Шаблонла шухăшланинчен пăрăнасчĕ

Кăçал И.Я. Яковлевăн çулĕ пынă май, ун çинчен халĕ тĕрлĕ шайри пултарулăх каçĕсем, конференцисем иртеççĕ, пичетре тĕрлĕ статьясем тухаççĕ.

Шаблонла шухăшланинчен пăрăнасчĕ
Шаблонла шухăшланинчен пăрăнасчĕ

Чăнах та ĕнтĕ, çапла пулмаллах. Мĕншĕн тесен, унăн чăваш халăхĕшĕн тунă пархатарлă ĕçĕсем питĕ анлă тата нумай енлĕ. Анчах, чылай чухне эпир ун çинчен питĕ шаблонлă, пĕри мĕн каланине темиçе-темиçе хутшар калатпăр, çыратпăр. Вĕсенче нимле çĕнĕлĕх те çук. Çапла ĕнтĕ: нумайăшĕсем, чăваш халăхĕн чăн историне пĕлмен пирки, И.Я. Яковлевăн пĕлтерĕшĕ çинчен урăх ним те хушса калама пултараймаççĕ, пурте пĕр евĕрлĕ, нумай чухне тĕрĕс мар, калаçаççĕ е çыраççĕ.
Эпир пĕрмаях И.Я. Яковлев тĕттĕм чăваш халăхне çутта кăларакан çын пулнă пек калама тата çырма хăнăхнă. Сăмахран, «Урал сассин» кăçалхи 15-мĕш номерĕнче Рима Петрова çырнă «Ĕçленĕ чăн çырулăхшăн. Чăваш ятне çÿле çĕкленĕ» статьяна илсе пăхар. Унта илсе кăтартнă сăвва та вăл, унта автор И.Я. Яковлев: «Тĕттĕм халăхшăн вăй хуни, тĕттĕмлĕхрен ăна хăтарни» пирки çырнăшăн мухтать. Эпĕ сăвă авторне В.Иванована пĕртте хурламастăп. Кунта кама тата мĕне пула вăл чăваш халăхĕ «тĕттĕм» пулнă тесе шухăшлани çинчен çеç сăмах пырать. Маттур В.Иванова чăваш хĕрне малашне те чăвашла сăвăсем çырма хавхалантарас çеç килет.
Тата эпир И.Я Яковлев чăваш халăхĕ валли çырулăх пуçарса янă, унччен тĕттĕм чăваш халăхĕн çырулăхĕ пулман тесе шаблонла уйлама та, калаçма та, çырма та хăнăхнă. Чăнах та, эпир халĕ чăваш халăхĕ ĕлĕк тĕттĕм, тĕшмĕшлĕ, çăпатапа çеç çÿрекен мĕскĕн халăх пулнă, унăн çырулăхĕ пулман тесе уйлани тĕрĕс-и-ха вăл? Тĕрĕс марри куç кĕрет! Çакă авалхи чăваш историне кĕскен тишкернинче те лайăх курăнать.
Тĕрĕссипе, ăсчахсем çырнипе, чăваш халăхĕ тĕнчери чи авалхи халăхсенчен пĕри шутланать. Çĕнĕ эрăчченхи 6-мĕш пинçуллăхрах вăл паянхи Ирак çĕрĕнчи Месопотамире тĕнчери пĕрремĕш патшалăха йĕркеленĕ. Н.Я. Марр академик çырнă тăрăх, пирĕн мăн асаттесене вăл вăхăтра шумерсем тесе чĕннĕ. Вĕсен çав вăхăтрах ĕнтĕ çырулăхĕ, шкулĕсем пулнă. Кивĕ эрăри 3-мĕш пинçуллăх вĕçĕнче вĕсен патшалăхĕ саланнă хыççăн, пирĕн мăн асаттесене истори çулĕ малтан Вăтам Азипе Тянь-Шань, Алтай патне, каярахпа, çĕнĕ эрăн пуçламăш ĕмĕрĕсенче, шурă гуннсен (белые гунны) авангардĕнче Кăнтăр-тухăç Европăна илсе çитернĕ. IV ĕмĕр вĕçĕнче вĕсем Анăç Европăна çĕмĕрсе кĕнĕ. V ĕмĕрте Аттила патша вăхăтĕнче Урал тăвĕсем патĕнчен пуçласа Дунай юхан шывĕ таранчченхи çĕрсем çинче Гуннсен çĕршывне (державине) йĕркеленĕ. Аттила хыççăн ку çĕршыв саланса кайнă. Аттилăн Ирнак ывăлĕ пăлхар ятлă гуннсемпе каллех Кăнтăр-тухăç Европăна килсе, кунта Пăлхар Федерацине йĕркеленĕ. Пăлхарсем паянхи чăвашсен мăн аслашшĕсем пулни çинчен тĕнчипе паллă нумай-нумай ăсчах çырать. Пăлхар-чăвашсен вăл вăхăтра руно çырулăхĕ пулнă. Каярахпа, VII ĕмĕрте, çак пăлхар-чăвашсем Кăпрат патша вăхăтĕнче Аслă Пăлхар патшалăхне йĕркелеççĕ. Вĕсен согдо-манихейла çырулăхĕ вăй илнĕ. Кăпрат патша хыççăн VII ĕмĕр вĕçĕнче Аслă Пăлхар патшалăхĕ саланнă.
Пăлхар-чăвашсен пĕр пысăк пайне Кăпратăн ывăлĕ, Кăтрак патша, Вăтам Атăл тăрăхĕпе Кама çывăхне ертсе килнĕ, кунта Атăлçи Пăлхар патшалăхне йĕркеленĕ. Шухăшлăр: мĕскĕн, тĕттĕм, çырулăхсăр халăх никама пăхăнман патшалăх йĕркелеме пултарнă пулĕччĕ-ши? Пултараймĕччĕ, паллах! Пачах урăхла: вăл вăхăтри чăвашсем çырулăхлă – тĕттĕм мар, паттăр – мĕскĕн мар, вăйлă халăх пулнă! Вĕсен хăйсен хулисем те, çарĕ те, культури те, тĕнĕ те, çырулăхĕ те пулнă, тĕрлĕ çĕршывсемпе суту-илÿ тунă. Пăлхар-чăвашсем вăйлă, аталаннă халăх пулнăран çеç ĕнтĕ, монгол-тутарсем вĕсене темиçе хутчен тапăннă хыççăн, 1236 çулта çĕнтерме пултарнă. Анчах çакăн хыççăн, монголсем Русь çине кĕрсе кайсан, чăвашсем каллех вĕсене хирĕç пăлхав çĕкленĕ. 1241 çул çеç ирĕке юратакан чăвашсене монгол-тутарсем пĕтĕмпех аркатнă, никама та шеллемен, çынсене геноцидпа пĕтернĕ. Чăвашсем Ылтăн Урта пусмăрне кĕрсе ÿкнĕ. В.Д. Димитриев профессор çырнă тăрăх, монгол-тутарсен пусмăрĕнче 80% чăваш халăхĕ пĕтнĕ. Унăн çырулăхне «хĕрлĕ ĕне çисе янă», е, урăхла каласан, чăвашсен авалхи çырулăхĕ вутра çунса кайнă. Çапла килсе тухать чăн чăваш историйĕ! Чăваш халăхĕ ĕлĕк нимле çырулăхсăр та, тĕттĕм халăх та пулман иккен! Çавна пула пирĕн халĕ, чăваш халăхĕ ĕлĕк тĕттĕм, çырулăхсăр халăх пулнă теме нимле право та çук! Çапла калани маншăн, эпир хамăр çинчен хамăр мăшкăлласа каланă пек туйăнать, чуна ыраттарать.
ХV ĕмĕрте Ылтăн Урта саланса кайнă. Унăн пĕр татăкĕ чăвашсем пурăнакан Хусан ханлăхне çаврăннă. 1552 çулта ăна çав вăхăта вăйлăланнă Вырăс патшалăхĕ пăхăнтарса туртса илнĕ. Çакăнтанпа эпир, чăвашсем, Вырăс патшалăхĕнче е Раççейре пурăнатпăр. В.Д. Димитриев профессор çырнă тăрăх, чăвашсем Вырăс патшалăхне лекнĕ вăхăтра вырăссемпе пĕр танлă аталаннă экономикăллă халăх шутланнă. Вĕсен хăйсен ертсе пыракан элити-турханĕсем (князĕсем), суту-илÿçисем, чăваш этнотĕнĕпе çыхăннă çыннисем пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ, Хусан ханлăхĕ вăхăтĕнче вĕсем, элита ертсе пынипе хăйсен Чăваш патшалăхне тăвасшăн темиçе те пăлхавсем çĕкленĕ, анчах çĕнтереймен. Вырăс патшалăхĕнче Пĕрремĕш Петĕр патша чăваш халăхне ертсе пыма пултаракан чăваш элитине пĕтернĕ, ăна вăрман касакан лашмансене çавăрнă. Чăвашсене вĕсен этнотĕнĕ вырăнне вăйпа христиан тĕнне куçарасси вăй илнĕ. Чăваш çырулăхне çĕнĕрен чĕртсе тăратас шухăш патшан пуçĕнче пулман та ĕнтĕ! Анчах пурпĕрех, чăвашсем хушшинче çĕнĕ чăваш çырулăхĕшĕн çунакан çынсем пулнă-пулнах.
Çакăн пек çынсенчен пĕри - Ермей Рожанский ятлă чăваш священникĕ. Чăваш ачисене чăвашла вĕрентме кирлине лайăх ăнланаканскер, вăл кириллица çырулăхĕпе чăвашла çыра пуçланă. 1767 çулта Иккĕмĕш Кĕтерне патша чăваш çырулăхне аталантарма ирĕк панă. В.Пуцек-Григорович пулăшнипе çав çулах Петербургри Раççей Ăслăлăх академийĕнче чăваш грамматикин кĕнекине кăларнă. Унпа Петр Талиев, Иван Протопопов, Хведяпа Якур поэтсем тата ыттисем чăвашла çыра пуçланă. Анчах çав чăваш грамматики хăйĕн йĕркелĕхĕпе чăвашла паха çырассине тивĕçтереймен-ха, ăна лайăхлатмалла пулнă. Çакна Е.Рожанский хыççăн пĕр ĕмĕртен, ХIХ ĕмĕрте, Иван Яковлев пурнăçланă. Вăлах чăваш интеллигенцине малалла аталантарнă, йĕркеленĕ. Ку ĕçре унăн тÿпи питĕ пысăк.
Куратпăр: эпир халĕ чăваш халăхĕ ĕлĕк «тĕттĕм», «мĕскĕн», «çырулăхсăр», «çăпаталлă» халăх пулнă тенисем чăнлăхпа пĕр килмеççĕ. Çавăнпа эпир, чăвашсем, малашне хамăр çинчен хамăр çапла мăшкăлласа калаçма, шкулсенче ачасене çапла вĕрентме, статьясемпе докладсем çырма, лекцисем вулама пăрахмалла. Мĕншĕнне каларăм ĕнтĕ. Тата çакна та хушса хумалла. Сăмахран, учитель ачасене шкулта е пĕр-пĕр лектор аудитори умĕнче: «И.Я. Яковлев тĕттĕм чăваш халăхне çутта кăларнă, чăвашсен просветителĕ пулнă, тĕттĕм чăвашсен пĕрремĕш алфавитне çырнă» тесе калать пулсан, чăн чăваш историне пĕлмен чăваш ачи е çынни çакна пĕр сăмахсăрах чăнлăх вырăнне хура пуçлать, хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшĕ çапла уйласа пурăнать. Çакă унăн чунĕнче катăклăх комплекс туйăмне çуратать. Мĕншĕн тесен, камăн-ха «тĕттĕм», «ыттисенчен катăкрах» халăхăн çынни пуласси килтĕр? Иртнĕ çыравăн пĕтĕмлетĕвĕсем чăвашсемшĕн макăрмалли çавна пула пулмарĕç-ши? Çавна пула нумай чăваш хăйĕн чăвашлăхне ытти халăх çыннисем умĕнче, çав шутра, çыравра та пытармарĕ-ши? Çавна пулах ăсĕсемпе инçетри мар паянхи чăваш амăшĕсем ачисемпе «тĕттĕм» чăваш халăхĕнчен «çутăрах» халăхăн чĕлхипе çеç калаçмаççĕ-ши?
Тава тивĕçлĕ И.Я. Яковлевăн халалĕ пирки те эпĕ, вăл - догма мар, тесе каласшăн. Ун çине те эпир, хальхи чăвашсем, паянхи кунпа килĕшÿллĕн пăхмалла. Тата, И.Я. Яковлев çинчен лекцисем вуланă, статьясем çырнă чухне: «Чăвашсем ĕлĕк тĕттĕм, мĕскĕн, тĕшмĕшри, çырулăхсăр, çăпаталлă халăх пулнă» тесе каласси вырăнне, малашне эпир чăвашсен паттăрла авалхи историйĕ, унăн темиçе çырулăхĕ пулни, Е.Рожанский И.Я. Яковлевччен пĕр ĕмĕр малаллах чăвашла çырма пуçлани çинчен мăнаçланса калама манмалла мар! Çакă И.Я. Яковлевăн авторитетне нихăш енчен те чакармĕ, лекцисемпе докладсене итлесе ларакан чăвашсен хăйăнланупа мăнаçлăх туйăмне ÿстерме пулăшĕ. Иртнĕ çырав, нивушлĕ, çĕнĕлле уйлама, калаçма, шухăшлама вĕрентмерĕ пире?
Аркадий РУСАКОВ, çыравçă.
Федоровка районĕ.

Шаблонла шухăшланинчен пăрăнасчĕ
Шаблонла шухăшланинчен пăрăнасчĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: