Пур хыпар та
Хаçатра çырнă хыççăн
19 Ноябрӗн 2018, 19:04

Улшăнусем савăнтараççĕ, анчах та …

«Урал сассин» кăçалхи май уйăхĕнчи 18 № ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçин Людмила Мурманскаян «Шкулпа ача сачĕ – ялăн малашлăхĕ» ятлă самай çивĕч статйи пичетленнĕччĕ. Унта Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишма ялĕнчи шкулта вĕрентÿ процесне йĕркелеме тивĕçтермен пулăмсем çинчен çырса кăтартнăччĕ. Канаш хастарĕсем çак ыйтава татса пама пулăшу ыйтса ПР Пуçлăхĕ ячĕпе тата министерствăсемпе ведомствăсене çыру çырнă.

Кĕскен вулакансене унти йĕркесемпе паллаштаратпăр: «1964 çулта хăпартнă шкул çурчĕ (1968 çулта хушса классен шутне ÿстернĕ) паянхи кун кивелсе, юхăнса пырать, хальхи пурнăç ыйтнă требованисене тивĕçтермест. 1968 çултанпа шкула тĕпрен юсани пулман. Спортзал çуккине пула ачасем физкультура урокĕсене коридорта ирттереççĕ. Апатланмалли пÿлĕм пулманран вĕренекенсем классенче апатланаççĕ. Акт залĕпе мастерскойсем тата тĕрлĕ кружоксем ирттерме хушма пÿлĕмсем çук пирки калама та кирлĕ мар. Пÿлĕмсенче ăшă тата сивĕ шыв пачах та çук. Санузелсем пурте тулта – картишĕнче. Классенче урай хăмисем çĕрнĕ, шкул çурчĕн никĕсĕ çĕр ăшне путса пырать. Çавна пула стенасем самай çурăлнă. Урай айĕнче тăпра шывĕ (грунтовые) сарăлса выртать. Вăл хĕрхенмесĕр пĕчĕккĕн çурт никĕсне ишет. Мĕнпур пÿлĕмсенче нормăран иртсе нÿр тăрать, стенасем çинче кăмпасем курăнаççĕ. Çаксем пурте ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те сиенлĕ.»
Çак чылай çитменлĕхе палăртса çырнă чăвашсен Канашĕн çырăвĕ çине ПР Пуçлăхĕн администрацийĕпе Правительстви те, Вĕрентÿ министерствипе Строительствăпа архитектура патшалăх комитечĕ те, Роспотребнадзор та хурав пачĕç. Хăшĕ-пĕрисем асăннă проблемăн чăнлăхне вырăна тухса тĕрĕсленĕ. Уйрăмах Кармаскалă район администрацийĕ, вĕрентÿ уйрăмĕ тата Подлубово ял Канаш хутлăх администрацийĕ тăрăшулăх кăтартнă. Чăвашсен Канашĕ хăй те алă усса ларман, хускатнă ыйтăва тĕрĕслесех тăнă.
Нумаях пулмасть Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн председателĕ Людмила Мурманская Суук-Чишмари шкулта пулнă, унти лару-тăрупа тепĕр хут паллашнă, вĕрентекенсен коллективĕпе тĕл пулнă. Паянхи кун ырă улшăнусем пур-ши? Курни-илтни ăна савăнтарнă та, тĕлĕнтернĕ те. Класс пÿлĕмĕсенчи тата коридорти урайне сÿтсе дренаж тунă, хăмасене улăштарнă. Коридорти урайне бетон сарса тикĕсленĕ, ун çине линолиум хунă. Классене юсаса çĕнетнĕ, канализаци ирттернĕ. Çаплах ăшă туалетсене хута ярассипе ĕçсем пыраççĕ, столовăй пÿлĕмне йĕркене кĕртеççĕ. Тинех шкула сивĕ тата ăшă шывпа тивĕçтернĕ, шкул тавра тытнă картана çĕнетнĕ. Унсăр пуçне вĕрентекенсемпе компьютерсем валли сĕтелсем туяннă. Çу кунĕсенче юсав ĕçĕсем тума пĕтĕмĕшле 1 млн та 993 пин укçа-тенкĕ уйăрнă.
Çапах та çакăнпа çеç лăпланса лармалла мар, татса паман ыйтусем те пур. Вĕренÿ çулĕ пынине пăхмасăр кунта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çакă тума палăртнă ĕçе август уйăхĕн 15-мĕшĕнче çеç пуçланипе çыхăннă. Хальлĕхе çурт тăррине, шкула кĕмелли тамбура çĕнетесси, утса çÿремелли тротуара тирпейлесси, шкул территорине çутăпа тивĕçтересси чи пĕрремĕш ыйтусем шутланаççĕ. Унсăр пуçне пурлăх базине те çирĕплетмелле: шкула автобус, вĕрентÿ пÿлĕмĕсем валли интерактивлă доскасем кирлĕ.
Пушкăртстанри чăвашсен Канашне Кармаскалă район администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, шкула тирпей-илем кÿртессипе ĕçсем малалла тăсăлĕç. Влаçри пуçлăхсем шкула çитес вĕренÿ çулĕнче тĕплĕн юсас тĕллевпе укçа-тенкĕ уйăрма ыйтса ПР Вĕрентÿ министерствине заявка янă. Шкул тăррине çĕнетме проектпа смета документацине хатĕрленĕ. Унăн виçи 3,122 млн тенкĕпе танлашать. Унсăр пуçне 120 вырăнлă шкул тата 60 вырăнлă ача сачĕ тума заявка пур.
Çаксем пурте малашне Суук-Чишмари ачасене хăтлă та çутă, паянхи кун ыйтнă требованисемпе тивĕçтерекен условисенче пĕлÿ илме май туса парĕç. Республикăри чăвашсен Канашĕ те шкула автобус туянма тата вĕрентÿ класĕсене пурлăх базипе çирĕплетес ĕçре мĕнпур майсемпе пулăшĕ.
Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн пресс-служби