Пур хыпар та
Хаçатра çырнă хыççăн
6 Мартӑн 2020, 17:35

Пекенешре Çĕнтерÿ паркĕ пулмаллах...

«Урал сасси» хаçат маларах Кармаскалă районĕнчи Пекенеш ял хастарĕсем Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалланă парка йĕркелес ĕçре ПР чăвашĕсен Канашĕнчен пулăшу ыйтни çинчен çырнăччĕ-ха. Çак ĕçе тĕрĕслесе тăма Канаш ĕçтăвкомĕ тата республикăри Ветерансен канашĕ шантарнăччĕ.

2015 çулта Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисене халалланă акци витĕмĕпе ял çыннисем 300 ытла йывăç лартнă. Çак ĕç парк никĕсне хывни пулнă та. Ял халăхĕнчен пухнă укçа-тенкĕпе пекенешсем хÿме тытнă. Анчах та карта пахалăхĕ начар пулнипе çамрăк йывăçсене упраса хăварас ĕçре йывăрлăхсем сиксе тухнă‚ парка йĕркелес ĕç чарăнса тăнă. Çитменнине тата çĕр докуменчĕсене хатĕрлеменни те чăрмав кÿнĕ.
Çак ыйтупа 2020 çулхи февраль уйăхĕн 18-мĕшĕнче ПР чăвашсен Канашĕ Кармаскалă районне каллех çул тытнă. Çав ушкăнра унăн председателĕ Людмила Мурманская‚ Канашăн ветерансемпе ĕçлекен комиссин председателĕ Борис Гордеев‚ Раççейри Халăх фрончĕ обществăлла юхăмăн членĕ Георгий Прокопьев‚ Нина Митюкова ĕç ветеранĕ пулнă. Вĕсем Кармаскалă район администраци пуçлăхĕпе Альфир Сабировпа тĕл пулнă. Альфир Фархатович парк валли уйăрнă çĕрĕн докуменчĕсем март уйăхĕн 15-мĕшĕнче хатĕр пуласси çинчен пĕлтернĕ. Калаçу усăллă та ĕçлĕ лару-тăрура иртнĕ. Ялта Çĕнтерÿ паркĕ пулас‚ ăна йĕркелес ĕçре районти влаçсем тивĕçлĕ тимлĕх уйăрма шантарнă. Ял çыннисем йывăçсемпе тĕмсем лартас‚ чечек клумбисем тăвас ĕçе хăйсем çине илнĕ. Унсăр пуçне субботниксем вăхăтĕнче парка тирпей-илем кĕртес ĕçе те пурнăçлĕç.
Унтан ПР чăвашсен Канашĕн членĕсем Пекенеш ял клубне çитнĕ. Унта ял çыннисемпе‚ вĕрентекенсемпе‚ вĕренекенсемпе пуху ирттернĕ. Шалти ĕçсен министерствин (МВД) полковникĕ Борис Гордеев патриотла воспитани‚ хăй хатĕрленĕ «Асра тытчăр... » («Чтобы помнили...») проектăн тĕллевĕ‚ истори пулăмĕсене ĕмĕрлĕхе асра упраса хăварас ĕçре çитĕнекен ăрăвăн пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăнă. Г. А. Прокопьев ачасене парка тирпей-илем кĕртес ĕçре пулăшма ыйтнă.
ПР чăвашсен Канашĕ вĕрентекенсемпе вĕренекенсене‚ клуб ĕçченĕсене хăйсене хапăл туса кĕтсе илнĕшĕн‚ тĕлпулу йĕркеленĕшĕн тав тăвать. Çĕнтерÿ паркне йĕркелес ĕçре вĕсем пулăшу кÿрессине шанса тăрать. Юлашкинчен‚ пухăннисем ыйтнипе‚ асăнмалăх пурте пĕрле сăн ÿкнĕ.
ПР чăвашсен Канашĕн пресс-служби.
Кармаскалă районĕ.