Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Ирина Сухареван ăслăлăхри черетлĕ çитĕнĕвĕ

Наукăра анлă та тикĕс çул çук. Ывăнассинчен хăрамасăр чуллă та тумхахлă сукмак тăрăх çÿлелле хăпаракансем çеç çуталса тăракан тÿпене çитеççĕ.Карл МАРКС.

Çак сăмахсене хăй пурнăçĕн 30 ытла çулне наука ĕçне халалланă истори наукисен докторĕ Ирина Витальевна Сухарева профессор çинчен каланă пекех туйăнаççĕ. Пушкăртстан Республики 100 çул тултарнине халалласа П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче унăн «Чуваши Башкортостана: основы этнической духовности и самосознания» монографийĕн презентацийĕ иртрĕ. Кĕске вăхăтра, 12 çул хушшинче, Ирина Витальевна П.М.Миронов ячĕллĕ шкулта хăйĕн виççĕмĕш кĕнекипе паллаштарчĕ.
- Ирина Сухарева ăсчаха, унăн наука лабораторине лайăх пĕлнĕрен пĕр иккĕленмесĕр вăл чăннипех те пултаруллă историк тесе калама пултаратăп, - терĕ РФ ШĔМ Ĕпхури юридици институчĕн профессорĕ, истори наукисен кандидачĕ Роза Буканова тухса каланă сăмахĕнче.
Профессорăн çĕнĕ монографине истори наукисен докторĕ, Пушкăрт патшалăх аграри университечĕн профессорĕ Рафис Зиязетдинов, биологи наукисен докторĕ, М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ Валентина Горбунова, Раççей наука академийĕн истори, чĕлхе тата литература институчĕн этнологи тĕпчевĕсен тĕп специалисчĕ, истори наукисен кандидачĕ Игорь Петров, Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн философи кафедрин доценчĕ, истори наукисен кандидачĕ Людмила Панова, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн председателĕ Людмила Мурманская, П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ Иван Тарасов, Пушкăртстанри «Сарпике» чăваш хĕрарăмĕсен канашĕн председателĕ, медицина наукисен докторĕ Людмила Бадретдинова, ПР чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн ертÿçи Федор Кузьмин, хăй вăхăтĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн Пушкăртстанри полномочиллĕ представителĕ пулнă Георгий Орлов, ПР ЧНКА тата чăвашсен Канашӗн ветерансемпе ĕçлекен комиссисен председателĕ Борис Гордеев тата ыттисем пысăка хурса хак пачĕç.
Мероприятин иккĕмĕш пайĕнче пуçтарăннисем И.В.Сухарева шăрантарнă юрăсене итлесе киленчĕç. Ирина Витальевна - халăх юратса юрлакан нумай юрă авторĕ. Ютубра çынсем 200 пин хутчен пăхнă юррисем те пур. Ирина Витальевна халăх юррисене те, хăй çырнисене те чăвашла («Аннем, тав çуратнăшăн», «Шур-шур урлă»), вырăсла («Откровение»), пушкăртла шăрантарчĕ.
Презентацие П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкул ачисемпе педагогсем, «Нарспи» фольклорпа этнографи ансамблĕ илем кÿчĕç. Студент çулĕсенче Ирина «Нарспи» ансамблĕн пĕрремĕш аккомпаниаторĕ пулнă. Çакна та палăртмалла: мероприяти Пушкăртстан Республикинчи чăваш çамрăкĕсен гимнĕнчен, «Чăваш ачине» (Çеçпĕл Мишшин сăвви) юрăран пуçланчĕ. Ăна Ирина Сухарева (Саригель) кĕвĕленĕ.
Мероприяти вĕçĕнче «Нарспи» ансамблĕн пултарулăх ертÿçи Галина Кириллова «Эс пур пулсан» юрра шăрантарчĕ. Ăна та Ирина Сухарева кĕвĕленĕ. Сăвă авторĕ - Чăваш Енĕн паллă актриси Маргарита Валентиновна Гурьева (Маргарита Валенти).
Николай ИГНАТЬЕВ.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: