Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Халăхăн пултаруллă çынни
13 Октябрӗн 2021, 10:10

Шуратăлçăсен пултарулăх йышне çĕнĕ профессионал çыравçă хутшăнчĕ

Çак кунсенче Чăваш Республикинчи писательсен канашĕн председателĕнчен, Юхма Мишшинчен (Михаил Николаевич Юхма), «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн членне, Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Егорова ЧР писательсен канашĕн, Раççей Писательсен союзĕн тата Писательсен союзĕн Пĕтĕм тĕнчери пĕрлĕхĕн йышне илни çинчен калакан документ килсе çитрĕ.

Шуратăлçăсен пултарулăх йышне  çĕнĕ профессионал çыравçă хутшăнчĕ
Шуратăлçăсен пултарулăх йышне çĕнĕ профессионал çыравçă хутшăнчĕ

Хаклă çырупа пĕрле сăвăçă ЧР писательсен канашĕн членĕ пулнине çирĕплетекен билет та пур. Ăна Александр Михайловича «Урал сасси» хаçат редакцинче иртнĕ чаплă лару-тăрура Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Пелепейри уйрăмĕн ертÿçи, ЧР писательсен канашĕн, Раççей Писательсен союзĕн тата Писательсен союзĕн Пĕтĕм тĕнчери пĕрлĕхĕн пайташĕ Рудольф Павлов (Илькелри) аллинчен тыттарчĕ. Сăмах май каласан шăпах вăл Александр Егорова писательсен йышне илме сĕнсе Юхма Мишши патне çырупа тухнă.
Аслă юлташĕ çамрăк çыравçа пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тума, çынсене тата та нумай сăвă-юрăпа савăнтарма сунчĕ. Александр Михайлович çак хисеплĕ ята тивĕçнĕшĕн чи малтан хăйне шкулта чухне чăваш чĕлхин илемне ăша хывма вĕрентнĕ Владимир Васильевич Максимова (йывăр тăпри çăмăл пултăр - авт.) тав турĕ. В.В. Максимов арçын ачара сăвă çырас туртăм пуррине асăрханă çеç мар, пултарулăхне кунран кун аталантарса, малалла çырма хавхалантарса, пулăшса пынă. Шкулта пĕлÿ илнĕ чухне çеç мар, пурнăç тăршшĕпех. Саша писательсен йышне кĕнине пĕлсен тем пекех савăнĕччĕ вăл. Шел, тĕнчипех алхасакан каварлă чире çĕнтереймесĕр кăçалхи сентябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайрĕ.
Çĕнĕ çыравçа «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, Хушăлка ялĕнче çуралса ÿснĕ тăванĕ Юрий Егоров тата ыттисем ăшшăн саламларĕç.
Кăшт маларах авторăн черетлĕ виççĕмĕш кĕнеки «Пурнăç урапи» пичетленсе тухрĕ. Александр Михайлович хăйне поэт тесе шутламасть. Сăвă çырасси чун канăçĕ, кăмăл киленĕвĕ тет.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Пишпÿлек районĕ.

Шуратăлçăсен пултарулăх йышне  çĕнĕ профессионал çыравçă хутшăнчĕ
Шуратăлçăсен пултарулăх йышне çĕнĕ профессионал çыравçă хутшăнчĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: