Çтерлĕ районĕнчи Косяковка çыннисене ку енчен ăннă темелле, вĕсен ялĕнче Федор Иванович Павлов купăсçă пурăнать. Таврари ялсенче те ăна лайăх пĕлеççĕ. Унăн çуралнă кунсенче, туйсенче, пĕлĕшĕсемпе пĕлмен çынсен ушкăнĕсенче кĕвĕ калама чылай тÿр килнĕ. Пĕр Сурхури уявĕ те унсăр иртмен. Миçе çĕрте кĕвĕ каламан-ши вăл, миçе хутчен алă çупман-ши ăна? Шутласа та пĕтерес çук. Апла пулсан та Федор Иванович юратнă кĕвĕ инструментне малашне та алăран яма уйламасть-ха. Харсăр та хастар этем пĕр çĕрте лараймасть. Вăл «Селянка» ансамблĕн кĕвĕ калаканĕ шутланать, Косяковка ялĕн пур мероприятине те хутшăнать.
Çăлкуç пек тапса тăракан пултарулăх тата ялан халăх умне тухса кĕвĕ калама кăмăл пулни савăнтарать те, тĕлĕнтерет те. Федор Иванович ятарлă музыка пĕлĕвне илмен, кĕвĕ калама хăй тĕллĕн вĕреннĕ пулсан та унăн хут купăс сасси чуна пырса тивет. Купăс сывă чун пек савăнма та, хурланма та, çынна ăнланма та пултарать. Юрă кĕвви янрасан хăв сисмесĕрех юрлама пуçлатăн, ташă кĕвви илтсен ташша яратăн. Ялта хăйне евĕр купăсçă Федор Иванович пулнипе асăннă инструмент паянхи кунччен упранать, халăха савăнтарать.
Светлана ПРИВАЛОВА,
Косяковка ялĕнчи вулавăш ĕçченĕ.
Çтерлĕ районĕ.