Пур хыпар та

Сухапуçĕ те, шăпăрĕ те - чун туртни

Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче пурăнакан, ĕçре ялан малтисен шутĕнче пыракан Виталий Захаров механизатора тата шофера миякисем фольклор ансамблĕн пултаруллă артисчĕ пек те пĕлеççĕ.

Виталий Николаевич шкулта вĕреннĕ чухнех сценăпа туслă пулнă. Мĕн çинче каласан та янравлă кĕвĕ сасси кăларнă. Концертсене хутшăннă, конкурс-фестивальсене çÿренĕ. Ачаллах тăлăха тăрса юлнăскер, аслисем канаш панипе тракторист тата водитель профессине вĕренсе тухнă. Пурнăçĕнче вăл çак профессие урăххипе нихăçан та улăштарман. Районта яланах малта пыракан механизаторсен шутĕнче пулнă. Нумай пулмасть ПР Правительствин премьер-министрĕн тата Ял хуçалăх министрĕн Ильшат Фазрахмановăн аллинчен Хисеп хучĕ илнĕ.
Çапах та сцена çинчи пултарулăхшăн панă парнесем Виталий Захаровăн чылайрах. Ахальтен мар-тăр вăл «Сувар» фольклор ушкăнăн тĕп солисчĕ. Суварçăсене хамăр республикăра çеç мар, ытти регионсенче те лайăх пĕлеççĕ. Хăйпултарулăх ушкăнĕн Марина Павлова ертÿçипе пĕрре мар республикăри конкурссемпе фестивальсенче лауреат ятне тивĕçнĕ, вĕсене телевиденипе те кăтартнă, Чăваш Республикине фестивальсене те йыхравлаççĕ. Хăйпултарулăх ушкăнĕнче Виталий Николаевичăн хăйĕн вырăнĕ, тÿпи пур. Вăл халăх инструменчĕсен ăсти: шăпăрпа та, хурăн хуппипе те, флейтăпа та, хут купăспа та ăста калать.
- Атте хăй шăхличĕсем тăватчĕ, кĕвĕ калатчĕ, пире парса савăнтаратчĕ. Çавăнпах эпĕ халăх инструменчĕсем патне туртăннă та пулĕ, - тав сăмахĕпе аса илет Виталий Николаевич леш тĕнчере канăçлăх тупнă ашшĕне.
Çавна кура хăйĕн ачисемпе мăнукĕсем те ун çинчен ырăпа асăнасси куç кĕрет. Халĕ Володьăпа Аня мăнукĕсем тĕрлĕ сцена çинчен куракансене савăнтараççĕ. Нумай пулмасть 7 класра вĕренекен Владимир Иванович Захаров мăнукĕ Пелепей хулинче иртнĕ «Силпи асамачĕ» фестиваль-конкурсран лауреат дипломĕпе таврăннă. Арçын ачан сассине шăпчăк сасси теççĕ. Паллах, çак пултарулăх аслашшĕнчен куçнă пулмалла. Тепĕр тесен ачан амăшĕ те искусство çынни-ха, вырăнти Культура çурчĕн ертÿçи пулса вăй хурать.
Çакăн пек пултаруллă çынсем пурăнаççĕ, çитĕнеççĕ пирĕн чăваш ялĕсенче! Ахальтен мар чăваш юрă-ташă ушкăнĕсем районти культурăпа массăллă мероприятисене сĕм кĕртеççĕ, Мияки районĕн хăйне майлă визит карточки вырăнне пулаççĕ.
Рауф ХАКИМОВ.
Мияки районĕ.